53-мĕш кăларăм:
■ Журнала çырасси, сертификат илессиЖурнал валли материалсем, вĕсене калăплассипе хатĕрлесси, пичетленнĕ материалсемшĕн сертификат çырăнса илесси тата ытти хăш-пĕр хăйне евĕрлĕхсем пирки сăмах каласшăн тепĕр хут Ахаль журналпа танлаштарсан интернет журналăн мелĕсемпе майĕсем ытлараххи куçкĕретех. Кунта эпир çыруллă материалсемпе сăн ÿкерчĕксемсĕр пуçне ытти электрон материалсене те хаваспах йышăнатпăр. [...] |
■ Заявлени кирлĕАвторсен хăйсен статйипе пĕрле заявлени çырса яма тивет. Ăна алă пуснă хыççăн сканерпа ÿкерсе илсе статья çумне çыпăçтармалла. [...] |
Методика кăтартăвĕ
■ Пуçламăш класс ачисен текст ăслай-хăнăхăвĕсене тĕрĕслессиАртемьева Т. В. Пуçламăш шкулта ачасене тăван чĕлхене вĕрентесси тĕп тĕллевсенчен пĕри. Пуплеве аталантарасси вара чĕлхе вĕрентĕвĕнче çак тапхăрти тĕп задачăсенчен пĕри. [...] |
Хатĕр урок
■ СЫВЛĂХ – ПИРĔН ПУЯНЛĂХГ. Г. Храброва Тĕллевсем: Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем (Личностные результаты) а) ачасене кашни çын харпăр хăй сывлăхĕшĕн яваплă пулнине ăша хывма пулăшасси; ă) ачасен пушă вăхăтне усăллă йĕркелеме вĕрентесси, сиенлĕ йăла-йĕркерен аякра тăма хистесси; б)сывлăх чи хаклă мул пулнине вĕренекенсем патне илсе çитересси;в)) ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарни; Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем (Метапредметные результаты) Йĕркелÿ: а) кирлĕ информацие ӳкерчĕк тăрăх шыраса тупма пултарни; харпăр хăй тĕллĕн ĕçлес туртăма аталантарни; илтнине ас туса юлма пултарни; ă) вулавпа çыру усă курни; сăмах йышне пуянлатни; ваттисен сăмахĕсен вырăс эквиваленчĕсене тупма пултарни, текста итлесе ăнланма хавхалантарни; Хутшăну: тĕрлĕ мелпе – мăшăррăн е ушкăнпа ĕçлени, пĕччен е иккĕн усă курса информаци тупма хăнăхни; Информаци: сывлăх темăпа çыхăннă ÿкерчĕксем тăрăх сĕнÿсем пама, кирлине суйласа илме, пĕтĕмлетÿ тума пултарни; [...] |
воспитани ыйтăвĕсем
■ Инновационные особенности работы классного руководителя в кадетском корпусеМихайлова А. Н. В истории российской школы одну из ведущих ролей традиционно играл Классный руководитель, поскольку именно он имел огромное влияние на становление личности школьников, раскрытие их творческого, интеллектуального и человеческого потенциала. Классный руководитель сегодня — это современный, мыслящий педагог, беспрестанно развивающийся, ищущий ответы на вопросы, которые волнуют учеников и их родителей. [...] |
Ача панчинче
■ Асамлă вăрмана хăнанаТрофимова С. А. Тĕллевĕсем: -Вăтам ушкăнри ачасен пуплевне аталантарасси,тарăн шухăшлама, ăс-тăнне аталантарма,тулли предложенипе калаҫма хăнăхтарасси,пĕр-пĕринпе туслă ĕҫлеме хăнăхтарасси, пĕр-пĕрне йывăрлăхра пулăшма вĕрентесси. - Геометри фигурисене астуса юласси , пиллĕк таран шутлама вĕреннине ҫирĕплетсе хăварасси, з, ж,ш сасăсене тĕрĕс калама вĕренесси. [...] |
Тăван ен
■ И.Я. Яковлевăн çутă сăнарĕ пирĕн асраИльина Е. Ю. Иван Яковлевич Яковлев ĕçĕпе килес ăрусен асĕнче юлакан, пурнăçри пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсен йышне кĕрекен чаплă çынсен шутĕнче. Вăл çут ĕçĕпе культурăн ырми-канми ĕçченĕ пулнă, чăваш халăхĕн наци çĕкленĕвĕн пуçламăшĕнче тăнă, чăваш халăхĕ ыттисемпе, чи малтанах вырăссемпе туслă пулассишĕн çине тăнă. [...] |
Тĕпчев
■ Хăватлă Атăл куççульленчĕ, хÿхлевĕпе тĕнче кисренчĕ(Геннадий Максимов çырнă „Атăлти хĕрессем” произведенипе Валентин Распутинăн „Прощание с Матёрой” хайлавне танлаштарса тĕпчесси) Фомина И. А. Геннадий Максимовăн “Атăлти хĕрессем” тата Валентин Распутинăн “Прощание с Матерой” хайлавĕсене халиччен никам та танлаштарса тĕпчемен. Икĕ повеçри пĕрпеклĕхсемпе уйрăмлăхсене танлаштарса пăхни – çĕнĕлĕх. [...] |
Ачасен сывлăхĕ
■ Ишни пулăшатьКузнецов М.В. Эпĕ шывра ишекенсене хисеплетĕп. Ку вăл чи кăмăллă ҫутҫанталăк меслечĕ. [...] |
Ача-пăча вăййисем, спорт
■ Атăлҫи тăрăхĕнчи çулҫÿревПетрова Л. М. Вĕренÿ задачисем: - патриотизм туйăмне аталантарни, тăван ҫĕр-шыва юратма, хаклама вĕрентесси, ҫак юратăва усăллă ĕҫсенче палăртма вĕрентни, - Атăлçи тарăхĕнчи халăхĕсемпе, вĕсен пуянлăхĕпе паллаштарасси (Тутарстан, Чăваш, Мордва, Пушкăрт халăхĕ), - чăваш халăхĕн тата республикăра пурăнакан ытти халăхсен историне, культурине вĕренсе пыма пулăшасси, - ачасен тавракурăмне ÿстересси, - вырăс, чăваш, тутар, мордва халăх вăййисене выляма пĕлнине ҫирĕплетесси, - Аталану тĕллевĕсем: - ачасен чăваш пуплевне, хускану пултарулăхне аталантарасси, - чăваш халăхĕн авалтан пынă сăвă-юррисене, вăйисене ачасене вĕрентсе, упраса хăварасси. - ачасене туслă пулма вĕрентесси, уявсене, вăййисене хутшăнма хавхалантарасси, - шухăшлав, ăс-тăн, тимлĕх, пĕлÿ тата ÿт-пÿ хастарлăхне аталантарасси. [...] |
Сценарисем
■ Тăван чĕлхе - атте-анне чĕлхиМорозова В. Г. Тĕллевсем: Вĕренÿ тĕллевĕ: ачасен чăвашлăх туйăмне аталантарасси, тăван халăха юратма вĕрентесси. Аталану тĕллевĕ: чăваш халăхĕн йăли-йĕркине тытса пырасси, илемлĕхе курма, туйма хăнăхтарасси, чăваш чĕлхин илемлĕ пуплевĕпе, чăваш юрри-ташшипе килентересси. [...] |
■ Никита Яковлевич Бичурин музейĕнче - экскурсиреВасильева С. Н. Вĕрентекен:Тепĕр хут ырă кун пултăр, ачасем! Паянхи уроксем хыççăнхи мероприятине эпир халиччен пулман меслетпе ирттеретпĕр. [...] |
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||