Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90

Эх, эпир те!

Алевтина Иванова
Алевтина Иванова
 
(Учительсен кунĕнче ирттермелли вăйă сценарийĕ)
 
 
1-мĕш ертÿçĕ. Кашни кунах шкула çÿретпăр,
Пĕлÿ илме те тăрăшатпăр.
Пурнăçра вара пĕлÿсĕр
Эс пĕр утăм тăвас çук.
Йăнăшсенчен хăтăлса
Ăс-тăна аталантар.
Паян вара вăй выляр,
Пĕр-пĕрин вăйне пĕлер.
Пурте пĕрле тăрăшса
Айтăр выляма пуçлар.
2-мĕш ертÿçĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Алевтина Иванова.
Кĕçĕн Таяпари пĕтĕмĕшле
пĕлÿ паракан тĕп шкулти вĕрентекен
Елчĕк районĕ, Кĕçĕн Таяпа ялĕ

«Я+ТЫ=7Я»

Понкратьева Светлана Васильевна
Понкратьева Светлана Васильевна
 
Цели: формировать в детях чувство семейной сплоченности на основе представлений о семье, ее составе, взаимоотношениях; воспитывать интерес к истории своей семьи и потребность радовать своих близких добрыми делами и заботливым отношением к ним; помогать ребенку в осознании себя как полноправного, любимого члена семьи.
Оборудование: подготовленная презентация с семейными фотографиями (дети приносят фото заранее); подобранные загадки, презентация к заданию «Семейные обязанности»; плакат «Я+ТЫ=7Я», рисунок генеалогического древа по одному на каждого учащегося), цветные карандаши, компьютер, видеопроектор, экран, музыкальный центр; песня про семью «Маленькая страна», брошюра «Семейный кодекс».

Текста малалла вулăр...
■ Понкратьева Светлана Васильевна.
социальный педагог МБОУ «Малотаябинская ООШ» Яльчикского района

Çăварни уявĕ

Иванова Зоя Виктровна
Иванова Зоя Виктровна
 
Уяв тĕллевĕ:
1. Авалтан аталанса пынă, ламран лама куçакан чăваш халăхĕн çăварни йăли-йĕркипе паллаштарасси;
2. Тавçăрулăхпа пултарулăха аталантарасси, пĕр-пĕринпе хутшăнса туслă та сапăр пулма вĕрентесси.
 
Уява хутшăнакансем:
1-11-мĕш класра вĕренекенсем, вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕсем, ял-йыш.
Кирлĕ хатĕрсем:
- Çăварни карчăкĕ (улăмран тунă макет)
- илемлетсе çырнă плакатсем;
- такан-çуна;
- улăм тултарнă михĕ;
- çăпатасем;
- кăçатă (çăм атă);
- шăнкăрав;
- тăрнаккай;
- йĕтĕн, пăрçа, икерчĕ, пыл, чей.

Текста малалла вулăр...
■ Иванова Зоя Виктровна.
Красноармейски районĕнчи Именкассинчи тĕп шкул

Шел пулин те Çĕн Çул каçĕ пĕрре çеç килет

Симĕс чăрăш айĕнче
Симĕс чăрăш айĕнче
 
Çĕн Çул каçĕ - питĕ асамлă, чуна хумхантаракан самант. Ăна кĕтсе илме хатĕрленнĕ май кашни шкулти кашни класрах ачасемпе педагогсем уяв умĕнхи авăра кĕнĕ. Пурин те хăйĕн ĕçĕ пур: пĕри симĕс чăрăша капăрлатать, тепри хаçат е Çĕнĕ Çул плакачĕ ăсталать, виççĕмĕшĕ - сцнари хатĕрлет. Никам та ĕçсĕр лармасть - уявра вак-тĕвек пулмасть вĕт!
Класа Çĕнĕ Çула мĕнле хатĕрлемелле? Мĕнпе илемлетмелле, салам ÿкерчĕкĕсене ăçтарах вырнаçтармалла? Класра чăн-чăн юмах тĕнчи пултăр тесен тата мĕн-мĕн тумалла-ши?
Кун пек чухне йышпа ĕçлени, пĕр-пĕрне пулăшса пыни малти вырăна тухать. Шăпах çакна шута илсе йĕркелетпĕр те эпир хамăрăн шкулти тата класри ĕçсене Çĕнĕ çул уявне хатĕрленнĕ май.

Текста малалла вулăр...
■ Андреева Антонина Петровна.
Çĕрпÿри 2-мĕш шкул интернатăн воспитателĕ

Асамат кĕперĕ ыталать çĕре

Класс тулашĕнчи мероприяти
Воспитани тĕллевĕ: ачасен тавра курăмне, çынлăхне, ĕрет-несĕлне хăпартас тĕллевпе чăваш халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсемпе пурнăçра усă курма вĕрентесси;
Пĕлÿ тĕллевĕ: ачасен пурнăçĕнче вăйă тĕлĕнмелле пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине кăтартасси;
Эстетика тĕллевĕ: вăйăсенче чăваш культури, чĕлхи ачасен пурнăçĕ туллин ÿкерĕннине кăтартасси, илемлĕ туйăмсене ачасенче вăратса çирĕплетесси, вăйă выляс килнине аталантарасси.
Кирлĕ хатĕрсем: 1) Пÿрт ăшчикки (кăмака, сĕтел, сак, тĕртнĕ утиял);
2) Çăпата;
3) «Асамат кĕперĕ» сас паллисем;
4) Хуран кукли.
Пÿрт ăш-чикки. Аслашшĕ çăпата тăвать. Ун йĕри-тавра 4-5 ача чупса çÿрет.
Ача: Ачасем , атьăр «Тÿп-тÿпелле» вылятпăр.

Текста малалла вулăр...
■ Юркова Ирина Николаевна.
Куславккари 3-мĕш вăтам шкул

Айтǎр вǎййа тухар-и?!

(кěçěн классенче вěренекенсем валли çырнǎ класс тулашěнчи мероприяти)
 
Тӗллевсем:
1. Ачасене чӑваш халӑхӗн авалхи вӑййисемпе паллаштарасси.
2. Авалхи вӑйӑсен тӗслӗхӗсене аса илесси, вӑйӑ сӑввисемпе юррисен илемне, асамлӑхне тата пӗлтерӗшне туйса илесси.
3. Пӗрлехи ӗҫсем ирттерсе ачасен калаҫу чӗлхине аталантарасси.
 
Кирлӗ хатӗрсем: мӑйӑр, тутӑр, пиҫиххи, параппан.
 
Вӑйӑ ирттерме кирлӗ ушкӑнсем: 1 –мěш ертÿçě, 2 –мěш ертÿçě, анат кас тата тури кас ачисем, куракансем, хӑнасем.
 
Ял варринчи тÿреме анаткас тата турикас ачисем пуçтарǎннǎ.

Текста малалла вулăр...
■  Кузьмина Ольга Ивановна.
Шупашкарти 27-мӗш шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентекен

Эпир маттур ачасем!

Чердакова Валентина Геннадьевна
Чердакова Валентина Геннадьевна
 
2А класра ирттернĕ класс тулашĕнчи мероприятин сценарийĕ
 
Тĕллевсем:
1. Ку таранччен вĕреннĕ материала аса илсе çирĕплетсе хăварасси.
2. Ачасен ăс-тăнне, кăмăл-туйăмне вăйлатасси, пултарулăхне малалла аталантарасси.
3. Чăваш юрри-ташшин илемлĕхне туйма, çемьере чи хаклă çынсене хаклама, учительсене хисеплеме вĕрентесси.
 
Кирлĕ хатĕрсем:
Компьютер, проектор, слайдсемпе презентацисем, CD дисксем.
Сценарийĕ
Ачасем чăваш тумĕсем тăхăннă, çурма çаврашка пулса вырнаçса тăнă.

Текста малалла вулăр...
■  Чердакова Валентина Геннадьевна.
чăваш чĕлхи учителĕ, Куславкка хули

Ай юрлар-и, ай ташлар-и, ай чăвашла калаçар-и?

Чердакова Валентина Геннадьевна
Чердакова Валентина Геннадьевна
Тĕллевсем:
1. Ку таранччен вĕреннĕ материала аса илсе çирĕплетсе хăварасси.
2. Ачасен ăс-тăнне, кăмăл-туйăмне вăйлатасси, пултарулăхне малалла аталантарасси.
3. Чăваш юрри-ташшин илемлĕхне туйма хăнăхтарасси.
 
Кирлĕ хатĕрсем:
Компьютер, проектор, слайдсемпе презентацисем.
 
Сценарий
Ачасем чăваш тумĕсем тăхăннă, çурма çаврашка пулса вырнаçса тăнă. Учитель:
Пирěн пата паян пěрремěш ушкăнрии ачасем хăнана килнě. Эпир вěсем валли пěчěк кĕтмен парне хатěрленě.

Текста малалла вулăр...
■ Чердакова Валентина Геннадьевна.
Куславккари виççĕмĕш вăтам шкул

Кǎвар чĕреллĕ сǎвǎç

Ефимова Валентина Павловна
Ефимова Валентина Павловна
( Çеçпĕл Мишшин пурнǎçĕпе пултарулǎхĕ)
 
Тĕллевсем:
1. Поэт пурнǎçĕпе пултарулǎхĕпе паллаштарасси. Унпа çыхǎннǎ паллǎ вырǎнсем çинчен каласа парасси.
2. Поэт сǎввисене тата ǎна халалласа çырнǎ сǎвǎсене вуласси.
3. Çеçпĕл Мишшине сума сǎвас, ун çинчен татах та нумай тĕпчесе пĕлес кǎмǎла çĕклесси.
 
Кирлĕ хатĕрсем: 1) презентаци
2) кĕнекесен выставки.
 
Ертсе пыракансем: Тулкина Анастасия тата Рязанов Вадим.
 
Литература каçĕнче Çеçпĕл Мишшин «Пуласси», «Хурçǎ шанчǎк», «Ан васка-ха каймашкǎн, тǎхта» сǎввисене чǎвашла, «Çĕн кун аки» сǎвва вырǎсла тата акǎлчанла, Анатолий Смолинǎн «Çÿретпĕр Çеçпĕл çулĕпе», «Çеçпĕл Мишшине», «Çеçпĕл палǎкĕ тавра» сǎввисене, А Ильинǎн «Çеçпĕл халалĕ» сǎвǎ сыпǎкне, С Яруткинǎн «Çеçпĕл» сǎвǎ сыпǎкне вулаççĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Ефимова Валентина Павловна.
Куславккари 3-мĕш вăтам шкулти вĕрентекен

ЧĂВАШ ЛИТЕРАТУРИН УЯВĔ

Серебрякова Надежда Валериановна
Серебрякова Надежда Валериановна
Российăра наци идейи йĕркеленсе çитменрен ачасен кăмăл-сипетне, ăс-хакăл пуянлăхне, наци сĕмлĕхне аталантарасси питĕ çивĕч тăрать. Этемĕн çак енĕсене ачаранах аталантармасан унран тăван çĕр-шыва чунтан-чĕререн парăннă чăн-чăн этем пулаймĕ.
Тěрлě çěре тухса çÿрени, тěрлě ěç-пулăмсем ирттерни, чăвашсен паллă çыннисемпе тěл пулусем йěркелени, тăван халăх йăли-йěркине ăша хывни ачасен наци сěмне вăйлатать.
Пирěн шкулта пултаруллă çынсемпе тěл пулусем йěркелесе ачасене явăçтарасси йăлана кěнě. Çавна шута илсе пěлтěрхи пуш уйăхěнче шкулта ятарласа Чăваш литературин уявне ирттертěмěр.

Текста малалла вулăр...
■ Серебрякова Надежда Валериановна.
Палтайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шулти чăваш чĕлхипе латература вĕрентекенĕ

Вăйă картинче

(4-мĕш класра ирттермелли вăйă сценарийĕ)
 
Лидия Владимировна Трофимова
Лидия Владимировна Трофимова
Тĕллевсем: 1) Ачасене чăваш халăх йăли-йĕркипе паллаштарасси, вĕсен тавра курăмне, пуплевне аталантарасси,
2) чăваш халăхĕн юрри-ташшин илемлĕхне туйма хăнăхтарасси,
3) ачасене туслă, пĕрле пулма вĕрентесси.
 
Илемлĕ вырăн. Йĕри-тавра симĕс курăк . Тĕрлĕ тĕслĕ чечексем куçа илĕртеççĕ . Хĕрачасем сак çинче тунсăхласа лараççĕ, пĕр-пĕринпе калаçаççĕ.
 
1-мĕш хĕр ача: – Хĕрачасем ăçта вара пирĕн арçын ачасем?

Текста малалла вулăр...
■ Лидия Владимировна Трофимова.
Етĕрне районĕнчи Урпашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕрентекен

АСЛĂ ПАТРИАРХ КУН - ÇУЛĔН ЙĔРĔПЕ ВĂЙĂ ÇУЛ ÇӲРЕВ

Иванова Римма Германовна
Иванова Римма Германовна
ТĔЛЛЕВĔСЕМ:
1) И.Я.Яковлев кун-çулĕпе творчествине тĕпчеме хавхалантарасси,
2) Чĕмпĕр чăваш шкулĕн историйĕпе интереслентерсе ярасси,
3) вĕренекенсен творчествăлла пултарулăхне аталантарасси (илемлĕ вулама, инсценировка çырма хăнăхтарасси,
4) ăмăртусенче ушкăнпа ĕçлеме хăнăхтарасси.
Эпиграфĕ: Выртан каска мăкланнă, çÿрен каска якалнă.
(Ваттисен сăмахĕ.)
Усă курнă методика мелĕсемпе меслечĕсем:
 
---илемлĕ вулав;
---ыйтусем çине хуравлани;
---тест, викторина ирттересси;
---палăртуллă вулав;
---вуланă сыпăка ят пани;
---ТСОпа усă курни;
---ушкăнпа шухăшласа хуравлани;
---ыйту-хурав;
---инсценировка лартни;
---сăнав-шырав;
---проигрывательпе калав итлесе хурав пани;
---учитель сăмахĕ;
---кластер, синквейн çырни;
---ăнлантарса пани
.

Текста малалла вулăр...
■  Иванова Римма Германовна.
чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен аслă категориллĕ учитель.
Чăваш Республики, Вăрнар районĕ, Малти Ишекри вăтам шкул


■ Страницăсем: 1, 2, [3].