Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90

Вырăс шкулĕн 6-мĕш класĕнче «Килти выльăх чĕрлĕх. Лаша»темăпа ирттермелли урок планĕ

Урок теми: Килти выльăх-чěрлěх. Лаша.
Урок тěллевěсем:
1.Вěрентÿ тěллевě: Килти выльǎх-лаша çинчен вěренесси.
2.Воспитани тěллевě: Ачасен тавра-курǎмне аталантарасси, аслисене пулǎшма вěрентесси.
3.Аталантару тěллевě: текст содержанине ǎнланса ыйтусем çине туллин хуравлама хǎнǎхтарасси.
Урок тěсě: хутǎш урок.
Урока кирлě хатěрсем: вěренÿ кěнеки, компьютер, рпоектор, слайдсем, ÿкерчěксем.
 
Урок юхǎмě
I.Класа йěркелесси.
II.Килти ěçе тěрěслесси. Ϋкерчěксен выставки. (Вĕренекенсен килте хăйсене килĕшекен килти чĕр чуна ÿкерсе килмелле пулнă). Ачасем хǎйсем ÿкернě килти выльǎх çинчен 4-5 предложени каласа параççě.
Учитель сăмахĕ. Килти выльǎх шутне тата тепěр выльǎх кěрет, мěнле выльǎх-ши вǎл?

Текста малалла вулăр...
■ Иванова Роза Михайловна.
Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.

И.Я.Яковлев куçарăвĕсен литература чĕлхине йĕркелессинчи пĕлтерĕшĕ

 Людмила Германовна Петрова
Людмила Германовна Петрова
Аякран, ĕмĕрсен хăтлăхĕ витĕр, вăрах çуталса килнĕ чăн-чăн чăваш çырулăхĕн илемлĕ шурăм пуçĕ. Ăна И.Я.Яковлев пек хастар, тăван халăхне чунтан юратакан, унăн малаш ĕмĕчĕпе шухăш-кăмăлне, хуйхи-суйхине витĕр курса тăракан пысăк та таса чĕреллĕ çын çеç пуçарса яма пултарнă.
Чăваш чĕлхе вĕрентĕвĕнче хăш-пĕр тĕпчевçĕсем литература чĕлхин никĕсне И.Я.Яковлев мар, К.В.Иванов хывнă тесе ĕнентерме пăхатчĕç. Паллах, К.В.Иванов – аслă чăваш поэчĕ, чăваш литературин классикĕ, апла пулин те çакă вăл пире чăваш литература чĕлхин никĕсне хываканĕ И.Я.Яковлев пулнă тесе çирĕплетсе калама нимĕн чухлĕ те кансĕрлемест. Çак шухăша тĕслĕхсем урлă çирĕплетсе пама пулать.

Текста малалла вулăр...
■ Людмила Германовна Петрова.
ЧР вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрин методисчĕ

Тĕлĕнмелле чĕрчун тĕнчи

5-мĕш класра ирттермелли урок планĕ
Сафронова Антонина Ивановна
Сафронова Антонина Ивановна
 
Урок тĕллевĕсем: 1). Тискер чĕрчунсен ячĕсене аса илсе çирĕплетесси, пуплеве çĕнĕ чĕрчунсен ячĕсемпе пуянлатасси;
2). Чĕрчунсем çинчен çыхăнуллă каласа пама хăнăхтарасси, предложенисене тĕрĕс йĕркелеме, пĕр-пĕринпе çыхăнтарма вĕрентесси.
3). Упа çинчен вуласа, калаçса ачасен пĕлĕвне анлăлатасси;
4). Чĕрчунсене упрама, вĕсене сыхласа хăварма вĕрентесси.
 
Çĕнĕ сăмахсем: пурăш, хăнтăр, йывăрăшĕ, упа аçи, упа ами, упа тирĕ, тăлăп, йăраланса тухать, апата тиркемест.

Текста малалла вулăр...
■ Сафронова Антонина Ивановна.
Çĕнĕ Шупашкарти 19-мĕш вăтам шкул

Килти выльǎх-чĕрлĕх. Лаша.

6 – мĕш класра ирттермелли урок планĕ
Урок юхǎмĕ.
1. Класа урока йĕркелесси.
а) сывлǎх сунасси;
ǎ)çанталĕк çинчен калаçни;
б) фонозарядка(1-мĕш слайд)
Ǎсла-ǎсла вĕренетпĕр вырǎсла,
Ĕçле-ĕçле вĕренетпĕр нимĕçле,
Шутла-шутла вĕренетпĕр чǎвашла.(1-мĕш слайд)
 
2. Урокǎн темипе тĕллевĕпе паллашасси:
-Ачасем, чĕрчунсем мĕнле ушкǎнсене пайланаççĕ(тискер чĕрчунсем, килти чĕрчунсем).
-Мĕнле тискер чĕрчунсене пĕлетĕр?( упа, кашкǎр, тилĕ…)
- Килти чĕрчунсем мĕнлисем пулаççĕ?(килте пурǎнакансем, картишĕнче пурǎнакансем).
- Картишĕнче пурǎнакан чĕр-чунсене мĕнле калаççĕ?(выльǎх-чĕрлĕх теççĕ.)
- Мĕнле выльǎх-чĕрлĕхсене пĕлетĕр?

Текста малалла вулăр...

Чăваш чěлхи! Эс – чи пахи, эс – чун уççи!

 
8 класра ирттернĕ уявăн анлă планĕ
Севрикова Любовь Константиновна
Севрикова Любовь Константиновна
Такина Алевтина Александровна
Такина Алевтина Александровна
Сапăрлăх тĕллевĕсем: Ачасене чăваш чĕлхине юратма, хисеплеме, унпа мухтанма, мăнаçланма вěрентесси.
Пěлÿ тěллевěсем: Чăваш çěршывě, чăваш ятне çĕклекенсем, чăваш халăх пултарулăхĕ, чăваш чěлхи çинчен вěреннě пěлÿсене çирěплетсе хăварасси, ачасен тавракурăмне анлăлатасси.
Аталантару тěллевěсем:Ачасен пултарулăхне,çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава, тимлěхе, илемлě те тěрěс вулав хăнăхăвěсене, ыйтусем çине тĕрĕс хуравлас ăсталăха аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси.

Текста малалла вулăр...

"Тус-юлташ" уçă урокăн план-конспекчĕ

Степанова Татьяна Алексеевна
Степанова Татьяна Алексеевна
3-мĕш класс.
 
Тема: Тус-юлташ.
Тĕллевĕсем:1.Туслăх темăпа ĕçлесси, сăмахсен йышне ÿстересси, калав тума вĕрентесси.
2.Глаголăн хальхи вăхăтне çирĕплетсе хăварасси.
3.Ачасене пĕр-пĕринпе туслă тулма, туслăха упрама вĕрентесси.
 
Урокра кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, экран, урок темипе хатĕрленĕ слайдсем, мечĕк.
 
 
Урок юхăмĕ:
І. Класа йĕркелени. «Шăнкăрав сас пачĕ» юрă (1-мĕш слайд)
Шăнкăрав сас пачĕ,
урока чĕнсе.

Текста малалла вулăр...
■ Степанова Татьяна Алексеевна.
Çĕнĕ Шупашкарти пĕтĕмшле вăтам пĕлÿ паракан 19-мĕш шкул

Хĕллехи вăрманта

Иванова Елена Михайловна
Иванова Елена Михайловна
 
5 класра ирттермелли урок планĕ
Тĕллевсем: 1. Хĕл темăпа çыхăннă сăмахсене аса илесси, çирĕплетсе хăварасси, пуплеве аталантарасси.
2. Текста илемлĕ вулама вĕрентесси, кайăк ячĕсене çырма вĕрентесси.
3. Çутçанталăк илемне курма, ăна упрама вĕрентесси.
Усă курмалли хатĕрсем: мультимедиллĕ установка, диалог тĕревĕ, ушкăнсемпе ĕçлемелли схемăсем.
Литература.
1. Андреев И. А. Чăваш сăмахĕ. Ш. - 2006 (вĕренÿ кĕнеки, 5-мĕш класс).
2. Андреев И. А., Иванова Э. Г. Вырăс шкулĕн 5-мĕш класĕнче чăвашла вĕрентесси Ш. - 2001 (пособи).

Текста малалла вулăр...
■ Иванова Елена Михайловна.
Çĕнĕ Шупашкар хулинчи 18-мĕш лицейре чăваш чĕлхине вĕрентекен

Мĕн-ши вăл Тăван çĕр-шыв?

5 класра ирттермелли урок планĕ
 
Урок тĕллевĕсем: 1) Тăван çĕр-шывпа çыхăннă темăна аса илсе çирĕплетсе хăварасси; 2) ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарасси, çĕнĕ сăмахсемпе пуянлатасси; 3) Тăван çĕр-шыва юратма, хисеплеме, хаклама вĕрентесси.
Урокра кирлĕ хатĕрсем: компьютер, «Чăваш Республики» слайдсем, «Чăваш Республики» карта, Чăваш Республикин патшалăх гимнĕ, «Мĕн-ши вăл Тăван çĕр-шыв?» текст, тест тĕрĕслевĕ ирттермелли уйрăм ĕçсем.
Словарь ĕçĕ: Хусан, ытларах, хăтлă хваттер, хаклă кĕтес, çарран чупатăп,
сывлăха çирĕплететĕп.
Урок юхăмĕ
I. Класа йĕркелени.
1. Чĕлхе зарядки ирттересси (Чăваш Республики çинчен ачасем пĕр-пĕрне ыйтусем параççĕ, хуравлаççĕ, ыйтăвĕсем экран çинче).

Текста малалла вулăр...
■  Г. Л. Николаева.
Çĕнĕ Шупашкар хулинчи 19-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен



■ Страницăсем: 1, 2, [3].