Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90

Япала ячĕ

Иванова Г. И.
Иванова Г. И.
 
1. Сывлăх сунатăп, сире, ачасем! Ачасем, пĕр-пĕрин çине пăхса йăл кулăпăр. Пĕр-пĕрне ăнăçу, савăк кăмăл сунăпăр. Халĕ пурте алăсене çÿл-çÿле çĕклесе хĕвел ÿкерĕпĕр. Эпир ÿкернĕ хĕвел хамăра та, килнĕ хăнасене те ăшă, савăк камăл парнелетĕр. Вырнаçса ларатпăр, урока пуçлатпăр.
- Ачасем, зпĕ сире пĕр илемлĕ сăвă вуласа паратăп, çак сăвăра паянхи урок теми пытаннă. Тимлĕ пулăр.
-Çĕр çинче мĕн пуррине
Пĕтĕмпех вăл ят парать.
Кам? Е мĕн? ыйту çине
Васкамасăр хуравлать.
Туслă вăл падежсемпе
Хисеп тăрăх улшăнать,
Тата пурнăç ыйтнипе
Чиперех сăпатланать.

Текста малалла вулăр...
■ Иванова Галина Ивановна.
Элĕк районĕ, Мăн Вылă вăтам шкулĕ

Мăшăр сăмахсем

Михайлова Н. П.
Михайлова Н. П.
 
(4-мĕш класс)
Тĕллев: ачасене мăшăр сăмахсемпе паллаштарасси.
Планлакан результатсем: ушкăнпа сÿтсе явасси, темиçе ача сăмах вĕççĕн калани; шухăшлава йĕркелесси, пĕтĕмлетесси, ушкăнпа пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеме хăнăхасси.
 
Урок юхăмĕ
1.Класа урока хатĕрлени.
2. Проблема йĕркелесси.
Доска çинче икĕ юпара сăмахсем. Пĕрремĕш юпари сăмахсене иккĕмĕш юпари сăмахсемпе çыхăнтар.
■ Михайлова Надежда Петровна.
Канаш районĕ, Ямашри вăтам шкул

Пулăшу пĕлтерĕшлĕ пуплев пайĕсем

Филиппова Н. К.
Филиппова Н. К.
 
Урок тĕсĕ: пĕтĕмлетÿ урокĕ
 
Урок форми: экскурси урок
 
Сапăрлăх тĕллевĕ: пĕр-пĕрин шухăшне, калаçăвне итлеме хăнахтарасси; ачасен тавçăрулăхĕпе ăнкарулăхне аталантарасси; ĕçе юратса тума вĕрентесси; ачасене пĕр-пĕринпе туслă пулма, пĕр-пĕрне пулăшма хăнăхтарасси.
Пĕлÿ тĕллевĕ: «Пулăшу пĕлтерĕшлĕ пуплев пайĕсем» пайра мĕн вĕреннине аса илсе пĕтĕмлетсе хăварасси.
Аталантару тĕллевĕ: морфологи правилисемпе пуплевре,(калаçура, çырура) тĕрĕс усă курма хăнăхтарасси, ачасен пуплев культурине тата логикăллă шухăшлав ăсталăхне çирĕплетесси.

Текста малалла вулăр...
■ Филиппова Нина Калистратовна.
Тăвай районĕ, Чутей вăтам шкулĕ

Вĕрене

Данилова Е. Д.
Данилова Е. Д.
 
Урок тĕсĕ: çĕнĕ пĕлÿ илмелли хутăш урок
Урок тĕллевĕсем: пĕлÿ: йывăçсем çинчен мĕн пĕлнине аса илсе çирĕплетесси;
аталантару: вĕрене çинчен калава илемлĕ вуласси, ачасене унпа анлăрах паллаштарасси;
сапăрлăх: йывăçа упрама, вĕсене кашни çул çĕнетсе лартма хистесси.
 
Усă курнă технологисем:
1. Информаципе хутшăну;
2. Проблемăллă вĕренÿ;
3. Сывлăха упракан;
4. Харпăрлăха аталантармалли;
5. Ушкăнпа хутшăнса ĕçлемелли;
Урок мелĕсемпе меслечĕсем: фонетика зарядки, учитель сăмахĕ, шырав, тишкерÿ, кластер, ыйту-хурав, предложенисем, калаçу, тест.

Текста малалла вулăр...
■ Данилова Елена Дмитриевна.
Шупашкар хули, 49-мĕш вăтам шкул

Чăваш чĕлхипе 3 класс валли çырнă ĕç программи

Минаева Л. П.
Минаева Л. П.
 
Предметăн пулас результачĕсем.
Чăваш чĕлхине вĕреннин результачĕсем виçě енлĕ пулмалла: харкамлăх результачĕсем (шкул ачи хайĕншĕн тунисем). Пур предмета та вĕренме кирлисем, тăван чĕлхепе хăйĕнпе кăна çыхăннă результатсем.
 
Харкамлăх (личностные) результачĕсем:
1) тăван чĕлхе чăваш халăхĕн наци пурлăхĕ пулнине, Чăваш Республикинче вырăс чĕлхипе тан патшалăх чĕлхи пулнине ăнланни; тăван чĕлхепе ÿлĕмрен кулленхи пурнăçра, суйласа илнĕ профессире усă курма пултарни;
2) чăваш чĕлхин илемлĕхне хаклама пултарни, тăван чĕлхене хисеплени, унпа мăнаçланни; чăваш пуплевĕн нормисене наци культурин пуянлăхĕ шайне лартса сыхласси кашни чăвашшăн пысăк тивĕç тесе йышăнни; пуплеве куллен-кун аталантарма тăрăшни;
3) шухăшпа туйăма палăртма усă куракан сăмахсем, грамматика хатĕрĕсем пуплевре йышлă пулни; ача хăй пуплевне (калаçнине те, çырнине те) сăнаса тивĕçлĕ хак пама пултарни.

Текста малалла вулăр...
■ Минаева Лариса Петровна.
Канаш районĕ, Энтриял вăтам шкулĕ

Волшебный лес

Николаева Е. Н.
Николаева Е. Н.
Цель урока:
1. Активизировать употребление в речи лексико-грамматического материала предыдущих уроков.
Задачи урока:
1.Выработать у учащихся умение комбинировать усвоенный языковой материал в кратких диалогах и монологах.
2. Развивать фонематический слух.
3. Способствовать привитию стремления помочь, умение сопереживать.
Используемое оборудование: мультимедийная презентация; рисунок Лешего; индивидуальные конверты с разрезанными картинками животных; домики с животными с открывающимися окошками; карточки с названиями животных, в которых перепутаны буквы; мешочек с овощами (огурец, морковка, лук, помидор); карточки с изображениями лисы, волка, белки, медведя, зайца, ежа, мышки индивидуальные карточки для рефлексии, корзина с яблоками.

Текста малалла вулăр...
■ Николаева Елена Николаевна.
МБОУ «Гимназия №6» г. Новочебоксарска Чувашской Республики

1 класс .Чăваш букварĕ.

Иванова О. Л.
Иванова О. Л.
Тема: вĕреннине аса илсе çирĕплетни.
Тĕллев: тăван çырулăхпа усă курас мехелсене никĕслесси.
Урок задачисем: вĕренекенсен пуплевне, тавракурăмне аталантарасси; вулав хăнăхăвне çирĕплетесси; кун йĕркине пăхăнма хăнăхтарасси..
Урока кирлĕ хатĕрсем.
• проектор
• экран
• сыпăксен касси
• «Чăваш азбуки» кĕнеке
• компьютерсем
Урок юхăмĕ.
1. Урока йĕркелени.
Шăнкăрав сас пачĕ урока чĕнсе.
Пĕтĕм класс шăпланчĕ парта хушшинче.
-Паян пирĕн патра хăнасем.

Текста малалла вулăр...
■ Иванова Оксана Леонидовна.
Чăваш Республики, Элĕкри вăтам шкул

Сас паллисен çĕр-шывĕнче

Н. С. Блинова
Н. С. Блинова
 
Урок тĕсĕ: вăйă-урок
Урок эпиграфĕ: Туслăхра -вăй
Урок тĕллевĕсем:
• Сасăсемпе сас паллисем, алфавит çинчен вĕреннине аса илсе çирĕплетесси.
• Ачасен шухăшлавĕпе пуплевне, тĕрĕс çырас хăнăхăвне аталантарассипе ĕçлесси.
• Тăван чĕлхен илемне курма, тăван чĕлхене юратма вĕрентесси.
Пурнăçра ырăпа усала уйăрма, ыррине юратма вĕрентесси.
Урока кирлĕ хатĕрсем:
1)«Уçă сасăсем», «Хупă сасăсем», «Çемçе уçă сасăсем», «Хытă уçă сасăсем», «Алфавит»-плакатсем.
2) проектор, компьютер, плакатсем
3)Ваттисен сăмахĕсене çырнă карточка
4)Кроссвордсем ÿкернĕ ÿкерчĕксем.

Текста малалла вулăр...
■ Блинова Наталия Семеновна.
Муркаш районĕ, Оринити вăтам шкул

Предложенин тĕп тата кĕçĕн членĕсем

Урок тĕсĕ: пĕтĕмлетÿ урокĕ.
Сапăрлăх тĕллевĕ: атте-аннене сума сума вĕрентесси.
Пĕлÿ тĕллевĕ: предложенин тĕп тата кĕçĕн членĕсене, пулăвне, вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрса илмелли мелсене, тĕп членсем хушшине тире лартмалли правилăсене çирĕплетесси; текстпа ĕçлесси.
Аталантару тĕллевĕ: логика тĕлĕшĕнчен çыхăнуллă каласа пама вĕрентни, харпăр хăй шухăшне уçса парассине аталантарасси.
Мелпе меслетсем: учитель сăмахĕ, словарь ĕçĕ, ыйту-хурав, тишкерÿ, калаçу, критикăлла шухăшлав технологийĕн мелĕсем: блум чечек, фишбоун, лингвистика юмахĕ.
Пуплеве аталантарас хăнăхусем: ыйтусем çине туллин хуравлама, кирлĕ вырăнсене вуласа каланине çирĕплетсе пыма, шухăшлавне аталантарма, çыхăнуллă каласа пама вĕрентни.
Словарь ĕçĕ: ăраскал – судьба,
парăм - долг.

Текста малалла вулăр...

Глагол ен. Вĕреннине аса илни

Урок тĕсĕ: пĕтĕмлетÿ-вăйă урокĕ
Технологисем: Ушкăнпа вĕренни, пĕрле ĕçлесе вĕренни, харкамлăха аталантарасси, критикăллă шухăшлава аталантарасси, вăйă технологийĕ, сывлăха упрасси, системăллă-ĕçлевлĕхлĕ.
Мелсемпе меслетсем: Учитель сăмахě, ыйту-хурав, çыхăнуллă текст йĕркелени, илемлĕ вулав, текста тишкерни, ÿкерчěкпе усă курни, ушкăнпа ěçлени, вырăсларан чăвашла куçарни, кластер, синквейн, клоуз тест, тема тăрăх калаçу ирттерни; ыйтусем çине хурав тупма вĕренни; мăшăрпа ĕçлени, проект ĕçĕ туни; вăйă ирттерни, ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлени.
Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем
Права
вĕренÿ планне кĕрекен ытти предметсем пекех чăваш чĕлхи ачана тĕрлĕ енлĕн аталанма, тĕрлĕ çитĕнÿ тума пулăшнине ăнланма хăнăхтарни;
– тĕллевсем лартса йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентни;
Моральпе этика
– атте-анне пурнăçра чи хаклă çынсем пулнине, эпир вěсем умěнче пысăк парăмра пулнине ăнланма пулăшни.

Текста малалла вулăр...
■ Михайлова Валентина Львовна.
Муркаш районĕ, Мăн Хураçкари тĕп шкул

Япала ячĕ: вĕреннине аса илни

А. Е. Петрова
А. Е. Петрова
 
(Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен муниципалитет шайĕнчи 6-мĕш фестиваль - конкурса тăратнă 6-мĕш класра ирттермелли чăваш чĕлхи урокĕ)
 
 
Урок теми: Япала ячĕ çинчен вĕреннине аса илни
Урок тĕсĕ: пĕтĕмлетÿ урокĕ
Пĕлÿ тĕллевĕ:
-япала ячĕ çинчен вĕреннине аса илсе пĕтĕмлетесси;
-вырăс чĕлхинчи япала ячĕпе танлаштарасси.
Аталантару тĕллевĕ:
-япала ячĕсемпе пуплевре тĕрĕс уса курма хăнăхтарасси;
-ачасен пуплев культурине тата логикǎлла шухǎшлавне аталантарасси;
-информаципе коммуникации хатĕрĕсемпе кирлĕ пек усǎ курма хǎнǎхтарасси.

Текста малалла вулăр...
■ Петрова Алина Евтихиевна.
Муркаш районĕнчи Тойкилтĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул

УРОК-ВĂЙĂ «Шутла, тавçăр, хуравла!»

Н. М. Тюрина
Н. М. Тюрина
 
Тĕллевĕсем:
- глагол çинчен мĕн вĕреннине аса илсе çирĕплетесси
- ачасен пĕлÿ шайне тĕрĕслесси
- тăван чĕлхе илемлĕхне туйма, чăваш литературипе чĕлхине хисеплеме вĕрентесси.
Вĕрентекен.
Сăпат тăрăх улшăннипе улшăнманнине кура глагол формисене икĕ ушкăна уйăраççĕ: сăпатлă формăсем тата сăпатсăр формăсем. Глаголăн сăпатлă формисем наклонени, вăхăт, сăпат, хисеп тăрăх улшăнаççĕ, предложенире тĕп член (сказуемăй) пулаççĕ.
Глаголăн сăпатсăр формисем виçĕ тĕрлĕ пулаççĕ: инфинитив, причасти, деепричастии.
 
Вăйă йĕрки
Вăййа пĕтĕм класс хутшăнать.

Текста малалла вулăр...
■  Нина Михайловна Тюрина.
Шурчари тĕп шкул

«Халăха пĕрлештерекен сăмахсем» уçă урок конспекчĕ

Э. В. Портнова
Э. В. Портнова
 
Урок теми: Халăха пĕрлештерекен сăмахсем
Урок тĕсĕ: çĕнĕ темăна вĕренмелли урок.
Сапăрлăх тĕллевĕ: тăван халăхпа мăнаçланма вĕрентесси.
Пĕлÿ тĕллевĕ: Петĕр Хусанкай «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăввине тишкересси, пăхмасăр вĕренесси.
Аталантару тĕллевĕ: ачасен шухăшлавне аталантарасси, чĕлхе çÿпçине пуянлатасси.
Мелпе меслетсем: учитель сăмахĕ, словарь ĕçĕ, ыйту-хурав, тишкерÿ, калаçу, критикăлла шухăшлав технологийĕн мелĕсем: кластер, мнемотехника.
Пуплеве аталантарас хăнăхусем: ыйтусем çине туллин хуравлама, кирлĕ вырăнсене вуласа каланине çирĕплетсе пыма, шухăшлавне аталантарма, çыхăнуллă каласа пама вĕрентни.

Текста малалла вулăр...
■ Эльвира Владимировна Портнова.
Муркаш районĕнчи А. Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕ

Аннерен хакли ҫук

И. И. Конькова
И. И. Конькова
Сăпарлăх тěллевě: кашни ачан пурнăçĕче атте-анне чи хаклă çынсем пулнине ăнлантарасси, çемьере чи ҫывăх çынсене хаклама, вĕсене хисеплеме, упрама, юратма вĕрентесси; амăшĕсемпе ачасем хушшинчи пĕр-пĕрне ăнланас, пулăшас туйăма вăйлăлатасси, ăшшăн калаçас хăнăхусене аталантарасси.
Пěлӳ тěллевě: чăваш чěлхинчи япала ячěсен туху падежне вěрентесси.
Аталантару тěллевě: ачасен шухăшлавне, тавракурăмне, аталантарасси; диалог тума, шухăша туллии предложенисемпе калама вěрентесси; аннене хаклас туйăма ачасенче аталантарасси.
Урок мелěсемпе меслечěсем: фонетика зарядки, учитель сăмахě, текстпа ěҫлесси, тишерӳ, шырав, ыйту-хурав, словарь ĕçĕ, аудировани, кластер, синквейн, калаҫу, ваттисен сăмахĕсемпе пĕтемлетÿсем тума хăнăхнине малалла аталантарасси, юрă итлесси, пурте пěрле юрă юрласси, кěнеке выстăвки йěркелесси.

Текста малалла вулăр...
■ Конькова Ирина Ивановна.
Çĕнĕ Шупашкар хулинчи 12- мĕш вăтам шкул

Кăвак кÿлĕсен çĕршывĕ

Данилова С. Г.
Данилова С. Г.
Урок тĕсĕ: çĕнĕ пĕлÿ илмелли урок.
Технологисем: Модульлĕ е блок-модульлĕ, вăйă, экскурси, ушкăнпа вĕренни, пĕрле ĕçлесе вĕренни, харкамлăха аталантарасси, «Критикăллă» шухăшлава аталантарасси, сывлăха упрасси, системăллă-ĕçлевлĕхлĕ, информаципе коммуникаци, проект.
Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем:
1) Вĕренÿпе интересленме хавхалантарни;
2) Кĕнекепе ĕçленĕ май, ача хăй вăй-пултарулăхне шаннă май ĕç суйласа илме ăнтăлни.
3) Раççейри кашни республикăн илемлĕ енĕсене курма вĕренни.
Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем:
1.

Текста малалла вулăр...
■ Данилова Светлана Геннадьевна.
Çĕрпÿ районĕнчи Опытнăй вăтам шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

«Глагол» темăпа 3-мĕш класра ирттернĕ чăваш чĕлхи урокĕн планĕ

Никитина И. Н.
Никитина И. Н.
 
Урок тĕсĕ: пĕтĕмлетÿ урокĕ
Пĕлÿ тĕллевĕ: глагол çинчен вěреннине аса илсе пěтěмлетесси.
Сапăрлăх тĕллевĕ: çутçанталăкри пулăмсене сăнама, илемне курма, çут çанталăка упрама вĕрентесси, ушкăнпа ĕçлеме хăнăхтарасси.
Аталантару тĕллевĕ: ачасен шухăшлавне, пуплевне аталантарасси, пĕтĕмлетÿ тума вĕрентесси.
Урокра усă куракан меслетсем: ыйту - хурав, учитель сăмахĕ, харпăр хăйне тĕрĕслени, правилăсемпе усă курса хăнăхтарусем пурнăçлани, пĕтĕмлетÿсем туни, ĕçе хаклани, ушкăнпа ĕçлени, кластер туни.
Калаçу чĕлхине аталантарни: синонимсемпе антонимсене тупасси, предложенисем йĕркелесси.

Текста малалла вулăр...
■ Никитина Ирина Николаевна.
Куславкка районĕ, Тĕмшер тĕп шкулĕ

"Фонетика" темăпа - пĕтĕмлетÿ урокĕ

Васильева Е. П.
Васильева Е. П.
 
Урок эпиграфĕ: Чăваш чĕлхи, илемлĕ те, пуян та эсĕ.
 
Урок тĕсĕ: Пĕтĕмлетÿ урокĕ, ҫулҫÿрев урокĕ.
 
Урок тĕллевĕсем:
1. Фонетика ҫинчен вĕреннине аса илесси.
2. Сасăсене çырура тĕрĕс палăртма вĕренесси;
3. Фонетика пайра илнĕ пĕлӳпе ытти уроксенче усă курма вĕренесси;
4. Ачасен шухăшлавне аталантарасси;
5. Тăван чĕлхене юратма вĕреентесси;
6. Ачасен сăмах йышнеÿстересси.
7. Хăйсем тĕллĕн ĕҫлес хăнăхăва аталантарасси, класри туслăха ҫирĕплетесси.
8.

Текста малалла вулăр...
■ Васильева Елена Петровна.
Элĕк районĕ, Питĕшкасси вăтам шкулĕ

Чувашский язык: повторение по теме «Падежи».

Александрова А. В.
Александрова А. В.
 
Цель: повторение и обобщение знаний о падежах
Задачи:
обобщить знания детей об имени существительном и падежах
совершенствовать умение находить в тексте имена существительные, определять в каком падеже они стоят
повторить знания учеников по теме «Падежи»;
развивать речь, внимательность, словарный запас, творческое и логическое мышление;
создавать условия для воспитания любви к старшему поколению, интерес к изучению предмета.
Тип урока. Урок обобщения и систематизации знаний.
Формы: коллективная, индивидуальная, самостоятельная, работа в парах.

Текста малалла вулăр...
■ Александрова Альбина Владимировна.
МБОУ "Козловская СОШ №3" Чувашской Республики

Пĕчĕк пулăшакан

Кудряшова Т. М.
Кудряшова Т. М.
 
Сапăрлăх тĕллевĕ:
- ачасене ĕçчен, тарават та сăпайлă пулса ÿсме вĕрентесси;
- юрă – кĕвĕре илеме курма- туйма хăнăхтарасси;
- пĕр – пĕрин калаçăвне тимлĕн итлеме хăнăхтарасси;
- ачасене фольклор кружокне явăçтарасси.
Пĕлÿ тĕллевĕ:
- литература (автор) юррисемпе, вĕсен пуянлăхĕпе паллаштарасси;
- ачасен калаçу, çыру чĕлхине аталантарасси.
Аталантару тĕллевĕ:
- сцена çинче выляс пултарулăха, тавçăрулăха аталантарасси.
Урок мелĕсемпе меслечĕсем:
- учитель сăмахĕ, илемлĕ вулав, пĕрин хыççăн тепри вулани, ыйту – хурав, словарь ĕçĕ, слайд – кадрсемпе усă курни, кластер туни.

Текста малалла вулăр...
■ Кудряшова Татьяна Михайловна.
Шупашкар хулинчи 4 - мĕш гимназири

„Чăваш Республики”. Паллă ячĕсем

Иванова Т. В.
Иванова Т. В.
 
Урок тĕсĕ: çĕнĕ пĕлÿ илмелли хутăш урок
Пĕлÿ тĕллевĕ:
1) Паллă ячĕ çинчен пĕлнине аса илсе çирĕплетесси.
2) Ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарасси, çĕнĕ сăмахсемпе пуянлатасси, хамăр çĕршывпа мăнаçланма вĕрентесси.
 
Сапăрлăх тĕллевĕ: Тăван çĕршыва, Чăваш Республикине юратма, хисеплеме, хаклама вĕрентесси.
 
Аталантару тĕллевĕ: Текста тĕрĕс те палăртуллă вулас ăслайсене аталантарасси; текст содержанине кĕскен каласа парас хăнăхусене çивĕчлетесси.
Усă курнă технологисем:
1.

Текста малалла вулăр...
■ Иванова Татьяна Владимировна.
Шупашкарти 49-мĕш вăтам шкул


■ Страницăсем: [1], 2, 3.