Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90

Ухсай Яккăвĕ калăпланă çын тата çут çанталăк сăнарĕсем

Тĕллевĕ: Ухсай Яккăвĕ çырнă хайлавсенчи çын тата çут
çанталăк сăнарĕсене тупса палăртасси. Ухсай тунă
сăнарсен хăйне евĕрлĕхĕ тата пĕлтерĕшĕ
Задачисем: 1. Ухсай хайлавĕсене вуласа пынă май çут çанталăк
сăнарĕсене тупса палăртасси, картотека йĕркелесси
2. Тупса палăртнă сăнарсене ушкăнласси
3. Çыравçă тунă çын тата çут çанталăк сăнарĕсенчи
ытарлăхпа (шахвăрту) символлăх чăваш хресченĕн
тĕнче курăмĕпе шухăшлавне, пурнăç йĕркине
кăтартас мелсене çырса палăртасси
Актуаллăхĕ: Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май çамрăк
ăрăва унăн пултарулăхĕпе тĕплĕнрех паллаштарасси,
ачасене çут çанталăка сăнама, сыхлама, юратма
вĕрентесси, сăнарсене тупса палăртнă май çĕнĕлĕхсене
асăрхама туйтарасси
■ Леонтьева Зоя Ивановна.
чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен,
Элĕк районĕнчи Юнтапари вăтам шкул

Ача-пăча çыравçи

(А.Н. Лазарева пурнăçĕпе пултарулăхне халалласа ирттермелли вăйă)
 
Алевтина Геннадьевна ДИМИТРИЕВА, Муркаш районĕнчи Ярапайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен
 
Кăçал çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче чăваш хĕрарăмĕн XX ĕмĕрти пурнăçне ĕнентерÿллĕ çырса кăтартнă хĕрарăм çыравçă. Александра Назаровна Лазарева çуралнăранпа 95 çул çитет. Çак уяв тĕлне чăваш шкулĕнче 8 класра ирттермелли вăйă хатĕрлерĕмĕр. Унта çĕнтерес тесен станцисем витĕр тухса нумайрах балл пухмалла. Вăййа ушкăнсем çине пайланса ирттерме пулать. Кашни ушкăна вăйă ертÿçи çул çÿрев хучĕ тыттарать. Ачасен 5 станци витĕр тухмалла, станци ертÿçи хатерленĕ ĕçсене пурнăçламалла.

Текста малалла вулăр...
■ Алевтина Геннадьевна Дмитриева.
Муркаш районĕнчи Ярапайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Ан тĕлĕр, ан йăнăш, ан кÿрентер!

Мулюкова Елена Александровна
Мулюкова Елена Александровна
 
(А.Терентьевăн «Ехрем хуçасем» калавĕ тăрăх – вырăс шкулĕнчи 8-мĕш класара ирттермелли урок).
Урок тĕллевĕсем: 1) палăртнă темăпа ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарасси; 2) текстăн ÿкерчĕклĕ планне тăвасси; содержанине каласа пама хăнăхтарасси; 3) чăваш чĕлхине, тăван халăха юратмалли, ĕçчен те пултаруллă пулас туйăма вăйлатасси.
Урока кирлĕ хатĕрсем: «Ехрем хуçасем» презентаци материалĕ, ваттисен сăмахĕсене йĕркелемелли картăчкăсем, альбом листисем, фломастерсем, А.Терентьевăн «Чебоксары и чебоксарцы. Записки краеведа» – Чебоксары, 2001 кĕнеки.

Текста малалла вулăр...
■ Мулюкова Елена Александровна.
Шупашкарти 20-мĕш вăтам шкул

ЧĂВАШСЕН ТĔС СИМВОЛИКИ. ÇЕÇПĔЛ МИШШИ СĂВВИСЕНЧИ ТĔССЕМ

Клементьева Людмила Николаевна
Клементьева Людмила Николаевна
 
Этем символсемпе паллăсен тĕнчинче пурăнать¸ вĕсем çынпа ĕмĕр тăшшĕпех пĕрле çÿреççĕ. Пирĕн ятсем те – паллăсемех.
Мĕн вăл символ? Символ - çут çанталăк е япала сăнарĕ урлă этем пурнăçĕн, ĕçĕ-хĕлĕн е шухăшĕн паллине сăнлакан нумай пĕлтерĕшлĕ куçăмлă ăнлав.
Чăваш литература пĕлĕвĕпе критикинче тĕс символикне тĕпчесси хальлĕхе çĕнĕлĕх. Вĕсене ятарласа хак паман. Çеçпĕл Мишшин сăввисене тишкернĕ чух тĕпчевçĕсем хăш-пĕр тĕс символĕсене асăнса хăварни тĕл пулать. Ку тĕлĕшрен В.Г.Родионов¸ Г.Хлебников тишкерĕвĕсене илме пулать.
Эпĕ хам ĕçре ытларах поэт Крым тапхăрĕнче çырнă сăвăсене тишкертĕм.

Текста малалла вулăр...

Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем

Людмила Германовна Петрова
Людмила Германовна Петрова
(А.Артемьевăн вăрçă темипе çырнă хайлавĕсем тăрăх)
Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем, наци чĕлхин сĕткенĕпе техĕмленнĕскерсем, ăс-хакăл пуянлăхĕ пулса тăраççĕ. Вĕсенче тăван халăхăн çивĕч ăсĕ, шухăшлавĕ, философийĕ, чăваш чĕлхин ытарайми илемĕпе сăнарлăхĕ, витĕмлĕхĕ палăрать. Вĕсемпе усă курни пуплеве пурнăç чăнлăхĕпе тачă çыхăнтарать. Вырăнлă каланă ваттисен сăмахĕ пирĕн пуплеве ÿкерчĕклĕ, сăнарлă тăвать, вулаканăн е итлекенĕн асĕнче юлать.
Ваттисен сăмахĕсем тăрăх эпир тĕрлĕ самана сăн-сăпатне куратпăр, пурнăçа пĕлетпĕр, халăхăн ăсне куратпăр. Ахах пĕрчи пек паха ăслăх, илемĕпе йăлтăртатса çиçсе тăракан çивĕч шухăша ăнланса илетпĕр.

Текста малалла вулăр...
■ Петрова Л.Г.
ЧРВИн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин методисчĕ.

Спиридон Михайлович Янтуш

Нина Михайловна Тюрина
Нина Михайловна Тюрина
Наталья Вячеславовна Борзаева
Наталья Вячеславовна Борзаева
Спиридон Михайлович Янтуш Муркаш тăрăхĕнчи чи паллă çынсенчен пĕри. Унăн ячĕ мĕнпур чăвашăн чĕринче. Шурчари тĕп шкула ĕçлекен Нина Михайловна Тюринăпа Наталья Вячеславовна Борзаевăн презентацийĕ шăпах паллă писателĕн кун-çулĕпе паллаштарать. Çак вĕрентекенсем хатĕрленĕ фильма вулакансем http://www.youtube.com/user/civmih2 адреспа кĕрсе курма ултараççĕ

Пултаруллă çыравçă тата вĕрентекен

Михеева Антонина Николаевна
Михеева Антонина Николаевна
Илемлĕ ман тăван тавралăх,
Йĕри-тавра сăртсем, вăрман,
Лаштра сип-симĕс йăмрасем,
Кÿлли, вăрманĕ, çурчĕсем…
Юрлаççĕ кайăксем хирте,
Ăрша вылять хитре-хитре.
Çакăн пек илемлĕ вырăнта сăвăç 1952 çулхи пуш уйăхĕн 20-мĕш кунĕнче Чăваш Республикине кĕрекен Энтепе ялĕнче çуралнă.
"Умăмра çырма-çатраллă,
çеçенхирлĕ Энтепе.
Талккишпех уй-хир, çаранлăх,
Сăрт таврашĕ - Вун тÿпе.
Юп курмалăх çамрăк хырлăх,
Авкаланчăк юханшыв",- тесе çырать вăл хăй çуралса ÿснĕ ялĕ çинчен.

Текста малалла вулăр...
■ Михеева Антонина Николаевна.
Чăваш Республики, Елчĕк районĕ
Энтепери пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул.

УХСАЙ ЯККĂВĔН «КĔЛПУК МУЧИ» ТАТА АЛЕКСАНДР ТВАРДОВСКИН «ВАСИЛИЙ ТЕРКИН» ХАЙЛАВĔСЕНЧИ ПĔРПЕКЛĔХСЕМ

Ухсай Яккăвĕпе вырăс поэчĕ Александр Твардовский пĕр-пĕрне нумай çул хушши питĕ лайăх пĕлнĕ. Паллашма вĕсем 1937 çулта Ухсай Яккăвĕ больницăра выртнă чухне паллашнă. Александр Твардовский чăваш поэтне питĕ хисепленĕ, ун пултарулăхне пысăка хурса хакланă. Вĕсен туслăхĕнче халăхсен туслăхĕ те, икĕ халăх литературин пĕрлĕхĕ те палăрса тăрать. Çырас пултарулăхĕнче те пĕрпеклĕхсем тупса палăртма пулать: хайлаври сăнарсене ÿкерчĕклесси, стиль тĕлĕшĕнчен хайласси, темăсене тарăннăн уçса пани. Ухсай та, Твардовский те сăвăласа çырнă хайлавĕсенче кашни сăнара нумай енлĕн, кашни сăнарăн характерне туллин кăтартма пултарнă. Сăн-сăпачĕ, ĕç-хĕлĕ, кăмăл-туйăмĕ, чун-чĕрери шалти туйăмĕсене, шухăш-ĕмĕтне тарăннăн кăтартса пама пултарнă. Çакна «Кĕлпук мучи» тата «Василий Теркин» хайлавсенче уççăн курма пултаратпăр.

Текста малалла вулăр...

Г. Н. Волковăн «Ылтăн çĕр» хайлавне вĕрентмелли материалсем

Кузьмина Венера Меркурьевна
Кузьмина Венера Меркурьевна
План
Ι . Проект йĕрки
IΙ. 1. Проект теми: Г. Н. Волковăн «Ылтăн çĕр» хайлавне вĕрентмелли материалсем.
2. Проект ĕçĕн тĕллевĕ: Г. Волковǎн пултарулǎхĕнчи «Ылтǎн çĕр» хайлавĕпе паллашасси; çыравçǎ хайлавĕнчи чǎн пурнǎçпа шутласа кǎларнине (юмахлатнине) курма хǎнǎхтарасси; хайлав витĕмлĕхне уçса парасси.
Проект ĕçĕн задачисем: çыравçǎ хайлавĕнче Тǎван çĕр-шыва юратас, хисеплес туйǎмĕсене кǎтартакан йĕркесене палǎртасси; хайлаври ĕçсен йĕркине тупмалли çǎл куçсене тимлесси; икĕ е виçĕ енлĕ дневник йĕркелесси; хĕвеллĕ тата таблицǎллǎ кластер тǎвасси.

Текста малалла вулăр...
■ Кузьмина Венера Меркурьевна.
Етĕрне районĕнчи Урпашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул

Йăлмахва çыравçи - Гурий Чаржов

Л .Н. Яковлева
Л .Н. Яковлева
Гурий Гурьевич Чаржов 1940-мĕш çулхи июнĕн 25-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Йăлмахва ялĕнче çуралнă. Вăтам шкул хыççăн Шупашкарти тĕрлĕ стройкăсенче, Чăваш радио комитетĕнче, Комсомольски районĕнчи «Октябрь ялавĕ» (халĕ «Каçал ен»), Шупашкар районĕнчи «Ленинец» хаçатсенче, Чăваш кĕнеке издательствин илемлĕ литература редакторĕнче ĕçленĕ. Вăл Мускаври А.М.Горький ячĕпе хисепленекен Литература институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ.
■ Л.Н.Яковлева.
Хирти Мăнтăр пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине
вĕрентекен


■ Страницăсем: 1, 2, 3, [4].