Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Проект тĕллевĕсем:
- тĕпчев ĕçĕпе интереслентересси;
- вĕренекенсен пуплевне аталантарасси;
- пĕтĕмлетÿсем тума вĕрентесси.
Проект задачисем:
- тĕрлĕ литература источникĕсем çине таянса проект ĕçне тума çăл куçсем палăртасси;
- пĕлĕве ÿстерес тĕлĕшпе маларах вĕреннĕ сведенисемпе вĕренекенсене хăйсене тĕллĕн анализ тума вĕрентесси;
- икĕ енлĕ дневник йĕркелесси;
- ÿкерчĕксем тăвасси;
- сăвă тексчĕсем тăрăх хĕвеллĕ тата таблицăлла кластер йĕркелесси.
- символсене ăнлантарасси;
- ĕçсене малалла пурнăçлама Power–pointпа усă курма вĕрентесси.
- видеоклип йĕркелесси;
- çыру ăсталăхне аталантарасси;
- хаçата заметка ярса парасси.
Проект тухăçлăхĕ:
1. Çыннăн ăш пиллĕхне, ырă кăмăллăхне тÿрĕ чунлăхне ăша хывма пулăшасси;
2. Аттепе анне пурнăçра чи хакли те кирлĕреххи пулнине вĕренекенсем патне илсе çитересси.
Проект ĕçне пурнăçланă май ачасем урокра илнĕ пĕлĕве мĕнле ÿстермеллине, малалла мĕнле аталанмаллине, çавăн пекех хамăр ĕçсемшĕн кашни çыннăн ответлăха туймаллине ăнланччăр. Апла пулсан урокра каланă сăмахсем пушшăн янăраса ахалех ÿксе ан çухалччăр. Кашни чĕрине, ăсне кĕрсе ларса пире шухăша яччăр, пире туйăмлă, ырă чунлă пулма хистеччĕр.
Проект актуаллăхĕ:
1. Творчествăлла тата хăйсене тĕллĕн ĕçлесе ачасем лайăхрах астуса юлаççĕ, тарăн пĕлÿ илеççĕ.
2. Проблемăлла ыйтусем тата творчествăлла ĕçсем предметпа интереслентерме май параççĕ.
3. Проект тĕрлĕ информаци ресурсĕсемпе тата компьютер технологийĕсемпе усă курма май парать.
4. Проект ĕçне пурнăçланă май вĕренекенсемпе вĕрентекенсем хушшинче туслă хутшăнусем аталанаççĕ.
Ушкăнпа ĕçлесе çитĕнÿсем тума пулать, вĕренекенсене аталанма тĕрлĕ майсем пур.
6. 1) В Послании Президента Чувашии М.В.Игнатьева Госсовету Чувашской Республики «В молодежь надо верить!» убедительно прозвучало обращение о необходимости в семьях закладывать основы не только физического, но и духовного здоровья наших детей, а значит, и будущего всего народа. «Не устаю призывать вас беречь свой дом и ценить счастье, дарованное судьбой», - эти слова Президента обращены к каждому жителю Чувашии, к каждой семье.
2) «Аçупа аннÿне хисепле! Вěсемшěн эсě яланах ача – пěчěк чухне те, ÿссе çитěнсен те, вăтам çулсене çитсен те. Санăн кашни утăму, кашни ěçÿ – аçупа аннÿ куçě умěнче. Тěрěс те лайăх утăмусем вěсене савăнăç кÿрěç, тěрěс мар утăм туни вара – хурлăх. Çавăнпа та аçу-аннÿне савăнтарма кăна тăрăш, вěсене нихăçан та ан кулянтар. Яланах ас ту: пурнăç малалла шăвать, эсě çитěнетěн, аçу-аннÿ ватăлать. Вěсене пурнăçра пулăш. Пěчěк чухне, ача чухне панă кил ăшшине аçупа аннÿне тавăрса пар. Эпир вěсем умěнче пысăк парăмра», - тенě Г.Н.Волков.
3) Идеальная семья немыслима без любви. Любовь - это тепло, нежность, радость. Это главная движущая сила развития человечества, то ради чего существуем все мы, то что подвигает человека к безрассудно- героическим поступкам. "Я люблю, и значит, я живу…" (В.Высоцкий)
Тĕп шухăшĕ:
Кирек мĕнле лару-тăрура та этем хăйĕн тивĕçĕсене ан мантăр.
Вĕренÿ темисен çыхăнăвĕ:
- чăваш чĕлхипе литература
- тăван ен культури
- ÿнер искусстви
- вырăс чĕлхипе литература.
Проекта пурнăçлама усă курнă мелсемпепе меслетсем:
Литература шырани, библиографи туни, ыйту-хурав, тĕпчев, иллюстраци, тишкерÿ, сюжетлă ÿкерчĕксем туни, кластер йĕркелени, икĕ енлĕ дневник туни, словарь ĕçĕ, текстпа ĕçлени, шухăшсене йĕркелесе çырни, илемлĕ вулав, вырăсларан чăвашла куçарни, текстри кирлě вырăнсене тупса вулани, текстăн тěп шухăшне палăртни, проблемăна ушкăнпа сÿтсе явни, пултару ěçě, презентаци слайчěсемпе ěçлени, ачасен пěтěмлетěвě, учитель пěтěмлетěвě, юрă итлени, пурте пěрле юрă юрлани, кěнеке выстăвки йěркелени, ваттисен сăмахěсемпе ěçлесси, сăмах çаврăнăшěсемпе усă кураса текст çырасси.
Проекта хутшăнакансем:
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 8 класра вĕренекенсем;
Ешмейкина Людмила Александровна, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ.
Проекта пурнăçа кĕртмелли вырăн:
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Атнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул», чăваш чĕлхипе литература пÿлĕмĕ.
■ Ешмейкина Людмила Александровна.
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул

Çыпăçтарнă файлсем:

2 514 Kb
Проект ĕçĕ
 
: 2665, Хаçат: 1 (7), Категори: Проект ĕçĕ

Комментарисем:

Migulaj (2013-03-07 19:52:04):
"источникĕсем"
Мĕнле пуян, илемлĕ чăваш чĕлхи пĕтнĕ курăнать.


Migulaj (2013-03-18 23:33:03):
видеклип - видеОклип

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: