Проект ĕçĕн тĕллевĕсем:
- Андриян Николаев пек вĕренме, тăрăшма вĕрентесси; тăван халăха, çĕре-шыва юратма хăнăхтарасси;
- вĕренекенсен çыхăнуллă пуплевне аталантарасси;
- пĕтĕмлетÿсем тума вĕрентесси.
Проект ĕçĕн задачисем:
- тĕрлĕ литература источникĕсем çине таянса проект ĕçне тума çăл куçсем палăртасси;
- пĕлĕве ÿстерес тĕлĕшпе маларах вĕреннĕ сведенисемпе вĕренекенсене хăйсене тĕллĕн анализ тума вĕрентесси;
- ÿкерчĕксем тăвасси;
- сăвă тексчĕсем тăрăх хĕвеллĕ тата таблицăлла кластер йĕркелесси.
- символсене ăнлантарасси;
- ĕçсене малалла пурнăçлама Power–pointпа усă курма вĕрентесси.
- видеклип йĕркелесси;
- çыру ăсталăхне аталантарасси;
Проект ĕçĕн тухăçлăхĕ:
1. Тăван халăхпа, ун мухтавлă яш-кĕрĕмĕпе мухтанасси;
2. Юратнă Çĕр-шывшăн хамăрăн та усăллă ĕç тăвас туйăма çĕклесси.
Проект ĕçне пурнăçланă май ачасем урокра илнĕ пĕлĕве мĕнле ÿстермеллине, малалла мĕнле аталанмаллине, нумай пĕлес, курас туртăма ÿстермелле. Апла пулсан урокра каланă сăмахсем пушшăн янăраса ахалех ÿксе ан çухалччăр. Кашни ачана Çĕр-шыв умĕнче ырă туйăмлă, ырă чунлă пулма хистеччĕр.
Проект ĕçĕн актуаллăхĕ:
1. Творчествăлла тата хăйсене тĕллĕн ĕçлесе ачасем лайăхрах астуса юлаççĕ, тарăн пĕлÿ илеççĕ.
2. Ÿкерчĕк тăрăх ĕçлени тата творчествăлла ĕçсем предметпа интереслентерме май параççĕ.
3. Проект тĕрлĕ информаци ресурсĕсемпе тата компьютер технологийĕсемпе усă курма май парать.
4. Проект ĕçне пурнăçланă май вĕренекенсемпе вĕрентекенсем хушшинче туслă хутшăнусем аталанаççĕ.
Ушкăнпа ĕçлесе çитĕнÿсем тума пулать, вĕренекенсене аталанма тĕрлĕ майсем пур.
5. 1) В Послании Президента Чувашии М.В.Игнатьева Госсовету Чувашской Республики «В молодежь надо верить!» убедительно прозвучало обращение о необходимости в семьях закладывать основы не только физического, но и духовного здоровья наших детей, а значит, и будущего всего народа. «Не устаю призывать вас беречь свой дом и ценить счастье, дарованное судьбой», - эти слова Президента обращены к каждому жителю Чувашии, к каждой семье.
Тĕп шухăшĕ:
Ырă ĕçсем тума çĕр çинче яланах вырăн пур.
Вĕренÿ темисен çыхăнăвĕ:
- чăваш чĕлхипе литература
- тăван ен культури
- ÿнер искусстви
- вырăс чĕлхипе литература.
Проекта пурнăçлама усă курнă мелсемпепе меслетсем:
Литература шырани, библиографи туни, ыйту-хурав, тĕпчев, иллюстраци, тишкерÿ, сюжетлă ÿкерчĕксем туни, кластер йĕркелени, словарь ĕçĕ, текстпа ĕçлени, шухăшсене йĕркелесе çырни, илемлĕ вулав, вырăсларан чăвашла куçарни, текстри кирлě вырăнсене тупса вулани, текстăн тěп шухăшне палăртни, проблемăна ушкăнпа сÿтсе явни, пултару ěçě, презентаци слайчěсемпе ěçлени, ачасен пěтěмлетěвě, учитель пěтěмлетěвě, юрă итлени, пурте пěрле юрă юрлани, кěнеке выстăвки йěркелени, ваттисен сăмахěсемпе ěçлесси, сăмах çаврăнăшěсемпе усă кураса текст çырасси.
Проекта хутшăнакансем:
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тури Çĕрпÿкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 8 класра вĕренекенсем;
Мурайкина Светлана Васильевна, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ.
Проекта пурнăçа кĕртмелли вырăн:
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тури Çĕрпÿкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул, чăваш чĕлхипе литература пÿлĕмĕ.
Çыпăçтарнă файлсем:
Комментарисем:
► Migulaj (2013-03-07 19:50:31):видеклип - видеОклип