Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Кузьмина Юлия Егоровна
Кузьмина Юлия Егоровна
(7-мĕш класс)
Урок тĕсĕ: пуплевпе çырăва аталантармалли хутăш урок.
Пěлÿ тěллевě: Петĕр Хусанкайăн тата Маргарита Алигерăн сăнар тăвас пултарулăхĕпе паллашасси, икĕ произведение шайлаштарса пăхма тата илемлĕ сăнара хак пама вěрентесси, проект тума тата тěслěхсемпе усă курса каласа пама хăнăхтарасси, анлă план тăвасси, урокра пухнă пĕлĕве чăн пурнăçа куçарса усă курас хăнăхăва аталанма çул уçасси.
Сапăрлăх тěллевě: ачасен çынлăх (гуманизм), паттăрлăх, хěрхенÿлěх туйăмĕсене хускатасси; тĕрлĕ халăх çыннисене тан курса хисеплеме, паттăрсенчен ырă тĕслĕх илес туйăма аталантарасси.
Аталану тĕллевě: ушкăнпа ĕçлеме; танлаштару, пĕтĕмлетÿ тума; сăнарлă сăмах илемне асăрхама, сăнарлă шухăшлама хăнăхтарасси; сценка лартнă май мимика, сасă улшăнăвĕ сăнара уçса пама кирлине ăнкарттасси.
Словарь ěçě: сăлпăран, питне пиевлет, саламат-чĕн çĕлен, тăлмач, çичĕ ют, юп кур, пархатарлă асмат, шуйхаштарнă, кăтăш пул, ĕнтрĕк.
Урок мелěсемпе меслечěсем: учитель сăмахě, прект хÿтĕлевĕ, рольсемпе выляни, ачасен илемлě вулавěпе ÿкерÿ ăсталăхĕ, çыравçăсен пултарулăхне хаклани, карточкăсемпе ĕçлени, ыйту- хурав, кластерпа сингвейн йĕркелени, тěп сăнара характеристика парасси, план туни.
Пуплеве аталантарас хăнăхусем: ыйтусем çине тулли предложенисемпе çыхăнуллă хуравласси, тÿрĕ пуплевлĕ предложенисемпе цитатăсене мĕнле çырмаллине аса илесси, сочиненире кирлě цитатăсене çырса илесси, план тăвасси, çыхăнуллă текст йĕркелесси.
Литература теорийĕ: композици, паттăрлăх хавхи, гражданла лирика.
Курăмлăх хатěрěсем: П.П. Хусанкайпа М.И. Алигер, Зоя Космодемьянская сăн ÿкерчĕкĕсем, кěнекесем, магнитофон, компьютер, проектор,урок презентацийĕ, фонохрестомати, видеокассета, фотоаппарат,таблица.
Валеçÿ хатĕрĕсем:карточāсем, икĕ вариантлā тест ыйтāвĕсем.
Урок эпиграфĕ:
Тăван йăваран хакли çук.
Ваттисен сăмахě.
Тěнче çапах та хÿхěм, капăр,
Пурнас килет такамăн та.
Петěр Хусанкай
Я писала в поэме обо всём, чем жили мы, когда воевали с немецким фашизмом, обо всём, что было для нас в те годы важно.
Маргарита Алигер
 
УРОК ЮХĂМË
I.Урок «Священная война»юрăпа пуçланать. Проектор çинче Аслă аттелĕх вăрçи вăхăтне сăнлакан эпизодсем.
Урок темипе, эпиграфĕпе, вěренÿ тěллевěпе паллаштарни. Вăхăчĕ: 2 мин
Доскан виççĕмĕш пайĕнче çитес урок валли килте тумалли ĕç:
«Зоя-Таня - Тăван çěр-шывăн мухтавлă хěрě» темăпа презентаци тума, е ăслав сочиненийĕ, е реферат çырма, е хăвăр тăванāр вăрçăра çапăçни çинчен каласа пама юрать.
II.Килти ĕçе тĕрĕслени: килте вырăсла тата чăвашла текстсен юлашки сыпă-кĕсене вуласа пĕтермелле пулнă, проектпа ĕçлекенсене ĕçе вĕçне çитерме, пул-таруллисене учебникри 168 – мĕш страницăри ыйтусем çине хуравсем хатĕр-леме хушнă. Ачасем ыйту-хурав меслечĕпе произведенисен содержанине аса илеççĕ. Вĕсен умěнче икĕ вариантлă тест. Вăхăчĕ:3 мин
 
II.1. Тест Вăтам вĕренсе пыракансем валли
1. Таня амăшне ăçта каясси çинчен пěлтерет?
1. госпитале;
2. çěр улми пуçтарма;
3. вăрçа.
2. Çамрăк партизанка фашистсем йышăннă яла мěн тěллевпе пырса кěрет?
1. кěпер сирпěтме;
2. «чěлхе» тытма;
3. пěр вунă нимěçе те пулин пěтерме.
3. Хěр шучěпе мěн вăл чи аслă юрату?
1. вырăс хěлě;
2. халăх;
3. уяв.
4. Таня шкулта вěреннě чух кама савса вуланă?
1. Лермонтова;
2. Пушкина;
3. Крылова.
5.Героиньăн шăллě мěн ятлă пулнă?
1. Славик;
2. Шурик;
3. Жоржик.
6.Таньăна нимěçсем хăш уйăхра тытаççě?
1. ноябрьте;
2. декабрьте;
3. январьте.
Уйрăмах пултаруллисем валли:
1. Нумай пăнчă вырăнне кирлĕ сăмахсем лартăр:
1. «Çук! Мускавăн…хупă!»(хапхи).
2. «Вăрман…: çын итлерĕ. Уй…: пăхрĕ çын. …(хăлхаллă, куçлă, утать).
3. «Вăхăт çитрĕ: тĕрĕслетĕр…пире» (самана).
4. «Чăлха, кофтăпа…тата тĕрлĕрен япали» (шăлавар).
5. «Кил хуçи…пичче» (Кулик).
2. Сăмах çаврăнăшĕсен синонимĕсене тупăр:
Тĕп йăви, чĕн çĕлен, хура ĕç, çичĕ ют, пархатарлă асамат
 
3.Тĕрессине туп:
1. Тăван çĕр-шыв сывă пулсан а)хакли нимĕн те çук;
2. Тăван çĕр-шывран ă) пуçна ан шелле;
3. Тăван çĕр-шыв чысĕшĕн б) тăван йăву та пулĕ сан.
 
4. Тĕрĕссине туп:
1. П.Хусанкай…………………………… а) «Ăçта - ши ман асатте?»;
2. Н.Теветкел ă) «Тĕп пултăр вăрçă» сăвă;
3. М.Сениэль б) «Таня» поэма.
 
5. Тĕрĕс хурав туп:
1. Тăван çĕр-шывшăн тăр хаюллă
а) хăрушă тăшмана эс, ывăлăм!
2. Маттур салтакшăн вилĕм çук,
ă) яту ĕмĕре юлĕ мухтавлă.
3. Ан ярчĕ ман чĕрем патне
б) мухтавĕ ĕмĕр пурăнать.
 
Вĕренекенсем тест ыйтăвĕсем çине хуравланă хыççăн пĕр- пĕрин ĕçĕсемпе ылмашăнаççĕ, учитель тĕрĕс ответсене вуласа парать.
II.2. Проектпа ěçлекенсем проект ěçěн темипе («Кам – ха вăл Таня?»), ума мĕнле тĕллевпе задачăсем лартни тата вĕсене мĕнле пурнăçлани çинчен, проект тухăçлăхĕпе, актуаллăхĕпе, тĕп шухăшĕпе, хăйсен ĕçĕнче усă курнă мелсемпе, меслетсемпе паллаштараççĕ,интернетра тата библиотекăсенче мĕнле материалсем тупни çинчен каласа параççĕ, тĕпчевĕн кĕске аннотацийĕпе паллаштараççě. Пултарулăх ушкăнě «Уйрăлу саманчě»сценка выляса парать.
Вăхăчĕ:5 мин.
Кану саманчĕ.. Ачасем тăрса тĕрлĕ хусканусем тăваççĕ. Ушкăнсем пĕрин хыççăн тепри паттăрлăх, хăюлăх çинчен ваттисен сăмахĕсене аса илсе калаççĕ, партăсем хушшине лараççĕ. Вăхăчĕ: 1 мин
 
III.1. Словарь ĕçĕ.Урокра тата сочиненире усă курма П. Хусанкайăн «Таня» поэминчен ăнланман сăмахсене тетраде çырса хураççĕ, учитель сăмахсен пĕлтерĕшне ăнлантарать. Вăхăчĕ: 3 мин.III.2. Вуланине пĕтĕмлетсе хайлавсен тытăмне (композицине) тишкерни.
Вăхăчĕ: 8 минIV. Тĕп сăнара тишкерсе хак пани.
IV.1. Вĕренекенсем ушкăнсене уйрăлаççĕ. Вăхăчĕ: 1 мин.
1-мěш ушкăн – проектпа ěçлекенсем;
2-мěш ушкăн – литература критикěсем;
3-мěш ушкăн – ÿнерçěсем;
4-мěш ушкăн – журналистсем.
IV.3. Литература критикěсем икĕ текстра илемлĕх мелĕсене тупаççĕ, авторсен сăнарлă чĕлхине тĕпчеççĕ, тропсене доска çине çырса хураççĕ. Вĕрентекен ушкăна карточкăсем валеçсе парать. Вĕсенче çакăн пек ыйтусем:
1. Тĕрлĕ халăх çыннисен туслăхне, вĕсем пĕр çын пек кар тăрса тăшмана хирĕç тухнине поэмăсен хăш йĕркисенче вулама пулать?
2. Зоя-Таня юлашки сăмахĕсене мĕнле туйăмпа калать?
3. Поэмăсен тĕп шухăшĕ хăш йĕркесенче пытаннă?
Ушкăнри ачасем ыйтусем çине çыхăнуллă, тулли предложенисемпе хуравлаççĕ. (Кунта ытти ушкăнрисем те хутшăнма пултараççĕ). Вăхăчĕ: 5 мин.
IV.4. Учитель таблица тāрāх цитатăсене тата тÿрĕ пуплевлĕ предложенисене çырмалли правилăсене аса илтерет. Вĕренекенсем сочиненире усă курмалли цитатăсене тетрачĕсенче паллā тāваççĕ. Вăхăчĕ: 2 мин.
IV.4.1. Ÿнерçěсем поэма тăрăх Таня сăнарне ăсталанă ĕçĕсене доска çине вырнаçтараççĕ. Класс вĕсенчен хăшĕ пултаруллăрах ÿкернине палăртать.
Вăхăчĕ : 1 мин.
IV.5. Журналистсем ушкăнсем патне пырса интервью илеççĕ, ачасем ĕçленине фотоаппаратпа ÿкереççĕ, шкул хаçачĕ валли тата фильм ÿкерме материалсем пухаççĕ.
IV.6. Пĕтĕмлетÿ.. Произведенисене танлаштарса хаклани. Вăхăчĕ: 3 мин
IV.7. Сочинени çырма çăмăлрах пултăр тесе Зоя-Таня сăнарĕ тăрăх кластерпа синквейн йĕркелеççĕ. Вăхăчĕ:3 мин.
Синквейн
Япала ячĕ: вăрçă
2 паллă ячĕ: хăрушă, тискер
3 глагол: аркатать, çунтарать,вĕлерет
Предложени: Хăрушă тискер вăрçă аркатать, çунтарать,
вĕлерет.
Пĕтĕмлетÿ сăмахĕ тискерлĕх
 
Япала ячĕ: Таня-Зоя
2 паллă ячĕ: паттăр, хăюллă
3 глагол: вăрттăнлатать, каламасть, парăнмасть.
Предложени: Паттāр Таня хăйĕн ятне вăрттăнлатать,фашистсене
нимĕн те каламасть, парăнмасть.
 
Пĕтĕмлетÿ сăмахĕ паттăрлăх
 
IV.8. Вĕренекенсем учительпе пĕрле сочинени валли Зоя-Таня характеристикин анлă планне йĕркелеççĕ. Вăхăчĕ: 4 мин.
 
План:
1.Вăрçă пуçланиччен:
- шкулта тăрăшса вěренни;
- комсомола кěни;
- каникулта уй-хирте ырми-канми ěçлени.
2.Хěр ачапа амăшě хушшинчи хутшăнусем:
- килěштерсе пурăнни;
- амăшне пěтěм чун-чěререн юратса хисеплени;
- хаклă çынна хěрхенес туйăма çĕнтерсе вăрçа кайма шут тытни.
3.Умри тěллеве пурнăçлама тăрăшни, хастар чěреллě пулни.
4.Çěр-шыва чун-чěререн юратни, ун ирěклěхěпе чысěшěн вут-çулăм ăшне кěме хатěр пулни.
5.Зоя-Таня тыткăнра:
- хăйне тăшман умěнче хăюллă та мăн кăмăллă тытни;
- юлташěсене тăшмана сутманни;
- тÿсěмлěхě пысăк пулни;
- вилěме хăрамасăр, паттăррăн кěтсе илни;
- хăйне телей кÿнě çěр-шывě ăна манмасса, ялан асра тытасса
шанса тăван çěрěнчен уйрăлни.
6.Зоя-Таня - пирěншěн ырă тěслěх. .
IV.9. Вĕренекенсем пĕрин хыççăн тепри пĕрер предложенин план тăрăх сăмах вĕççĕн ушкăнпа çыхăнуллă текст йĕркелеççĕ. Вăхăчĕ : 2 мин.
V. 1 Урока пĕтĕмлетни: Шăплăх минучĕ
Учитель: Хăвăр ялтан вăрçа тухса кайнă çынсем çинчен пĕлетĕр –и - ха эсир? Тен, вĕсем хушшинче Зоя-Таня пек партизансен отрядĕнче çÿренисем те пулнă.
Шăплăх минучĕ…
Паттăрсене асăнатпăр паян.
Шăплăх минучĕ,
Шăплăх минучĕ –
Вăрçă шавне вăл хуплатăр ялан! (Пĕр минут шăппăн тăни).
V. 2 Учитель: Зоя-Таня сāнарĕ пирĕншĕн ырā тĕслĕх. (2 мин.)
Паттāрсем пире пурнāçа юратма, Тāван çĕр-шывшāн, çывāх çынсемшĕн кĕрешме хавхалантараççĕ, таса ята сыхласа хāварма вĕрентеççĕ.
Пахчара та, урамра та
Ÿсчěр тěрлě чечексем.
Çěр çинче те, сывлăшра та
Cÿнччěр вăрçă вучěсем.
V. 3 Ачасен урокри ĕçне хакласа журналпа дневниксем çине оценкăсем лартни. Вăхăчĕ: 1 мин.
Урок «Шăпчăксем юрлатчĕç чарăнмасăр» юрăпа вĕçленет.
.
Усă курнă литература
 
1.В.П.Никитин пĕтĕмĕшле ертсе пынипе 2003 çулта чăваш шкулĕн 5-11 класĕсем валли хатĕрленĕ «Чăваш литератури программи».
2. Тăван литература: Вĕренÿпе вулав кĕнеки.7–мĕш класс валли/ З.С.Антоновăпа П.Н.Метин çырса-пухса хатĕрленĕ.- Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви.
3. Чăваш совет литератури, Чăваш АССР кĕнеке издательстви, Шупашкар -1972.
3. Петĕр Хусанкай. Статьясен пуххи, Шупашкар – 1988.
4. Метин П.Н., Мефодьев А.И. Литературăпа халăх сăмахлăхĕн ăнлавĕ. Шкул словарĕ. Шупашкар: Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕн изд-ви, 1997.
5. Чувашский язык и литература: теория и методика: сб.ст.Выпуск Х111. – Чебоксары : Чува. гос.пед. ун-т,2011.
6. http://er3ed.grz.ru/aliger-zoya.htm
 
■ Кузьмина Юлия Егоровна.
Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Трак вăтам шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литературин учителĕ

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 5271, Хаçат: 1 (7), Категори: Чăваш литератури

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: