Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Симĕс чăрăш айĕнче
Симĕс чăрăш айĕнче
 
Çĕн Çул каçĕ - питĕ асамлă, чуна хумхантаракан самант. Ăна кĕтсе илме хатĕрленнĕ май кашни шкулти кашни класрах ачасемпе педагогсем уяв умĕнхи авăра кĕнĕ. Пурин те хăйĕн ĕçĕ пур: пĕри симĕс чăрăша капăрлатать, тепри хаçат е Çĕнĕ Çул плакачĕ ăсталать, виççĕмĕшĕ - сцнари хатĕрлет. Никам та ĕçсĕр лармасть - уявра вак-тĕвек пулмасть вĕт!
Класа Çĕнĕ Çула мĕнле хатĕрлемелле? Мĕнпе илемлетмелле, салам ÿкерчĕкĕсене ăçтарах вырнаçтармалла? Класра чăн-чăн юмах тĕнчи пултăр тесен тата мĕн-мĕн тумалла-ши?
Кун пек чухне йышпа ĕçлени, пĕр-пĕрне пулăшса пыни малти вырăна тухать. Шăпах çакна шута илсе йĕркелетпĕр те эпир хамăрăн шкулти тата класри ĕçсене Çĕнĕ çул уявне хатĕрленнĕ май. Йышпа та ушкăнпа кар тăрса тунă ĕçе мĕн çиттĕр ĕнтĕ!
Раштав уйăхĕн иккĕмĕш пайĕнче çакăн пек йышпа эпир темиçе ĕç тума ĕлкĕртĕмĕр. Ачасене "Эрешлĕ юр пĕрчийĕн тĕнчинче", "Çĕнĕ çул паллисем", "Уяв теттисем", "Туссемпе - чăрăш айĕнче", "Ăшă саламсем" тата ытти хăш-пĕр занятисем уйрăмах килĕшрĕç. Паян эпир журнал вулаканĕсене хамăр йышпа хатĕрленĕ Çĕнĕ Çул каçĕн сценарийĕпе паллашма сĕнесшĕн. Тен ăна хăвăр патăрта, симĕс чăрăш айĕнче лартма та май килĕ.
Пăтăрмахри сăнсем:
Хĕл Мучи
Юр пике
Куян
Тилĕ
Кашкăр
Упа
 
Сцена çинче, куракансенчен суллаяхалла - йывăç хăвăлĕ. Тепĕр енче чаршав, ăна çăмăллăнах уçса хупма пулать. Чаршав çине вăрмана упрама ыйтса çырнă плакатсем çакăнса тăраççĕ.
Сцена варринче - пысăк ёлка. Кĕвĕ янраса каять, сцена çине Юр пике юрласа тухать.
 
Юр пике.
Хĕл Мучи сас пачĕ
Уява чĕнсе.
Çил-тăман лăпланчĕ
Вăрман хушшинче.
Кĕç çитет Çĕн Çул та
Уявпа кунта.
Савăнса вăл юрлĕ
Пĕтĕм чĕр чунпа.
("Шăнкăрав сас пачĕ Урока чĕнсе.")
Сывлăх сунатăп сире, ачасем! Мана палларăр пулĕ - эпĕ Юр пике. Мансăр Çĕн çул каçĕн пĕр юмахĕ те иртмест. Юмах янине вара кашни ачах итлеме юратать. Хăшĕсене пĕлетĕп эп (пÿрнепе юнать) телевизорпа компьютер умĕнчен пăрăнма та пĕлмеççĕ - е юмах кураççĕ, е юмахра выляççĕ. Юрамасть ун пек куçсене пăсма.
Паян вара эпир сире чăннипех те йĕркеллĕ, чăн-чăн юмах кăтартăпăр. Анчах, малтан, юмахри сăнарсемпе паллаштарам сире. Катăк тута - Куян тус, ăçта эс?
 
Куян (юрласа кĕрет.)
 
Эп çÿретĕп вăрманта
Хĕл Мучине шыраса.
Шыраса, шыраса,
Хĕл Мучине шыраса.
 
Кашни çулах çĕн çул каç
Парне парать Хĕл Мучи.
Хĕл Мучи, Хĕл Мучи,
Парне парать Хĕл Мучи.
("Пĕчĕкçеçĕ путене сарă тула юратать")
Юр пике. Эс, Куян, яланхи пек мар тем. Хаваслă.
Куян. Мана, Юр пике, эс пур чухне никам та тĕкĕнмест.
Юр пике. Эх, каллех, мухтанассипе эс, Куян. Час тилĕ килмелле. (Куян хăвăртрах Юр пике хыçне пытанать.)
 
Тилĕ (юрласа кĕрет.)
Тилĕне чее тееççĕ,
Тилĕне чее тееççĕ,
Тилли чее пулмасан та
Пурпĕр суя сараççĕ.
("Аннене анне тееççĕ")
Юр пике. Эх, çак Тилĕ вара! Юрлама та ăста та чее юрлатăн-çке эсĕ.
Тилĕ. Нимĕн те чееленмен эп. (Тутине тăсса пăрăнса тăрать.)
Юр пике. Ан кутăнлан-ха, Тилĕ, час Кашкăра чĕнсе илеп.
Тилĕ. Кирлех тет вăл мана.
Кашкăр килет, уласа юрлать.
Кĕске хÿре - Куянĕсем
Кĕртсем тăрăх чупкалаççĕ.
Мана курсан хăранипе
Таçта тарса çухалаççĕ.
У-у-у-у, çухалаççĕ.
("Вăш-вăш ай çил вĕре Каш-каш вăрман кашлать")
Кашкăр. Кунта Куян шăрши пур! Ăçта-ха вăл?
Юр пике. Нăк, чарăн Кашкăр. Ан тĕкĕн Куяна. Атту...
Кашкăр. Эп пурпĕр ăна пĕччен çимес, вăн, ачасене те пĕрер татăк валеçсе парап. Вĕсем те пĕçермен куян какайне кăмăллаç, (ачасене) аха вĕт?
Ачасем. Çу-ук!
Кашкăр (каялла чакса). Ну ĕнтĕ халь, ĕмĕтленме те юрамасть ман.
Юр пике. Куяна ан тĕкĕн урăх.
Кашкăр. Юрать, юрать, тĕкĕнмес... хальлĕхе.
Юр пике. Пурте пур темелле, Упана кăна курмастăп. Ăçта çÿрет вăл вăрман хуçи? Эсир пĕлместĕр-и, ачасем?
Ачасем. Çыврать вăл!
Юр пике. Чăнах та! Эп вăл хĕлле çывăрни çинчен мансах кайнă. Вăратма тивет - Упасăр май çук. Айтăр, пур те пĕрле кăшкăрса вăратăпăр ăна. "У-па, вă-ран, У-па, вă-ран!"
Пурте кăшкăраççĕ. Упа курăнмасть.
Тилĕ. Тупăннă кусем, Упана вăратасшăн. Хăлхи патне тупă лартмасăр вăратма çук ăна.
Куян. Эп ăна тупăсăрах вăрататăп.
Юр пике. Тăхта, Куян. Пирĕн юмаххи пуçланман-ха. Малтан пуçлар.
Куян. Упасăр мĕнле пуçлăпăр?
Юр пике. Куян, лăплан эс, эп те пĕр япала шутласа тупрăм. Хальлĕхе пурте юмаха пуçлама саланăпăр.
Кĕвĕ янрать, чĕр чунсем сцена хыçнелле кĕреççĕ: Тилĕпе Кашкăр сулахаялла, Куян сылтăмалла.
 
Юр пике. Куян, эс таврăн-ха.
Куян таврăнать.
Юр пике. Мĕн шутласа тупрăм терĕн-ха эсĕ?
Куян. Упана мĕнле вăратмаллине пĕлеп эп.
Юр пике. Питĕ аван апла. Маттур. Упана вăратиччен çакна вула-ха.
Куян. Телеграмма! Вăрттăн, никама та калама юрамасть! Вăт, чаплă! (вулать) "Эп кăшт каярах çитеп. Куянпа Упан виçĕ чăрăшлă уçланкăран Хĕл Мучин парнисене йăтса килмелле те пĕтĕм чĕр чунсене салатса памалла, Тилĕпе Кашкăра памалла мар. Хĕл Мучи!" Вăт, чаплă, эп пур чĕр чуна хам парне валеçсе парăп, Кашкăрпа Тилле вара, паллах, памалла мар нимле парне те. Тарăхтарса çитерчĕç вĕсем мана çу каçа. (Юр пикене) Хĕл Мучи мĕн хушăра парне илсе çитернĕ вара уçланкăна?
Юр пике. Çĕн Çул каçĕнче темле тĕлĕнтермĕш те пулать, Куянăм. Анчах та сана вăрттăн калам. Унта хальлĕхе нимле парне те çук. Çак ёлка айĕнче Упа ташша ярсан ёлка тĕрлĕ çутăпа йăлкăшма пуçлĕ. Вара уçланкăра та тÿрех парне миххи курăнса кайĕ.
Куян. Ăнлантăм. Час Упана вăрататăп. Кăшт тăхта-ха.
Юр пике. Эсĕ, Куян, мансăрах вăрат ăна. Манăн ытти вăрмансене те çитмелле вĕт-ха.
Куян. Юрать. Мана пĕрех.
Юр пике (тухса кайнă май). Куян, эс унта Тилĕпе Кашкăра нимĕн те ан кала, унсăрăн вĕсем пĕтĕм уява пăсма пултараççĕ.
Куян. Юрать, юрать. Хам та пĕлеп. (Карас телефонĕ кăларать.) Ăçта-ха вăл ман Упа утаман? Шăнкăравлатăп та, чалт кăна вăранса каять. Аха, акă. 2013. (Шăнкăрав сасси, анчах никам та тытмасть.) Ма тытмасть вăл!? Телефонне хăй айне туса аркатса хунă пуль-ха. Ун айне телефон çаклансан - тÿрех телефонтан нимĕр пулать пуль.
Тилĕ кĕрет.
Тилĕ. Эх, Куян тус. Телефонсем мĕнле чаплă сан. Кам патне шăнкăравлатăн-ха?
Куян. Сана мĕн ĕç?
Тилĕ. Пăх ăна, мĕнле калаçать вăл?!
Куян. Мĕнле калаçас килет - çапла калаçап.
Тилĕ. Эп манпа ун пек калаçнине юратмастăп.
Куян. Эп пĕлеп эс мĕн юратнине. Хĕл Мучи парнине юрататăн эс.
Тилĕ. Паллах. Парне юрататăп эп. Эх, мĕн парать-ши мана кăçал Хĕл Мучи?
Куян. Ним те памасть! Сана та памасть, Кашкăра та - чышкă-муклашкă.
Тилĕ. Эх, катăк тута! Калаçать тата пĕли-пĕлми.
Куян. Эп пĕлеп, Хĕл Мучи телеграмма янă. Ак вăл! (Телеграмма кăтартать.)
Тилĕ. Суй-ха. Нимле телеграмма та мар вăл сан. Кăтарт-ха.
Куян. Сире Кашкăрпа иксĕре кăтартма хушман. Вăрттăн телеграмма вăл.
Тилĕ. Паллах Кашкăра кăтартма юрамасть. Мана вара юрать. Эп халь лайăх Тилĕ вĕт. Пĕр профессор патне чеерен сипленме те çÿреп. Вăл мана Куянсемпе Чĕрĕпсене пулăшма хушрĕ. Вара чеерен хăтăлан терĕ.
Куян. Эс мана луччĕ Упа патне шăнкăравласа çитме пулăш.
Тилĕ. Паллах, пĕр сăмахсăрах. (Телефонне кăларать.)
Хăвăллă йывăç хыçĕнче Кашкăр курăнса каять. Тилĕ ăна Куян асăрхамалла мар телефонне кăтартать. Леш кĕсйинчен телефон кăларса йывăç хыçне лăпчăнать.
Тилĕ (телефонпа шăнкăравлать, йывăç хыçĕнче Кашкăрăн телефонĕ шăнкăртатать) Упа йĕни-и ку? (Телефонне Куяна парать)
Кашкăр (Упа сассипе) Аха.
Куян. Упа-и?
Кашкăр. Упа.
Куян (Тилле) Эс пăрăн кунтан. Ан итлесе тăр. (Тилĕ аякалла утса каять). Упа, каçар мана, вăратнăшăн.
Кашкăр. Тем мар.
Куян. Эс Упах-и?
Кашкăр. Упах терĕм вĕт сана. Эп сана питĕ юратап вĕт, Ку-уян.
Куян. Ăçтан пĕлетĕн эс Куянпа калаçнине.
Кашкăр. Пĕтĕм вăрман Куян шăршипе тулчĕ те... чăтма çук урăх!
Куян. Упа, эс Кашкăр пек калаçатăн.
Кашкăр. Мĕнле калаçмалла ман тата?
Куян. Упа пек.
Кашкăр. Аха. ăнлантăм Упа пек калаçмалла. Эп Упа. Кала Куян, ма шăнкăравлан, ма вăратан мана?
Куян. Эп, Упа, Хĕл мучирен, телеграмма илтĕм.
Кашкăр. Чăнах-и? Мĕн çырнă вара унта?
Куян. Пурне те Хĕл Мучи парнине валеçсе памалла иксĕмĕрĕн. Тилĕпе Кашкăра çеç памалла мар.
Кашкăр. Ман парас çук-и?!! (Йывăç хыçĕнчен тухма тăрать, анчах тилĕ ăна каялла туртса кĕртет)
Куян. Сана мар, Кашкăра.
Кашкăр. А-а, юрать апла. Телеграммине вуласа пар-ха.
Куян. Вуласа паримас, час хам пырап.
Куян йывăç еннелле чупса каять те Кашкăр çине пырса тăрăнать.
Кашкăр. Вăт, çаклантăн халь ман алла. Эс маншăн Хĕл Мучин кучченеçĕ пулăн.
Тилĕ (Куян патне тепĕр енчен пырать) Телеграмма та пирĕн алла çакланать.
Иккĕшĕ те Куяна хăвалама пуçлаççĕ. Куян тарнă чухне телеграммине ÿкерсе хăварать. Тилĕ телеграммăна асăрхаса ăна кĕсьене чикет.
Тилĕ. Тыт, ăна Кашкăр, тыт! (Хăй çав вăхăтра каялла чака-чака, йăпшăна-йăпшăна вăрманалла вĕçтерет.)
Кашкăр Куяна хăваланă май ёлка хыçĕнчен тухакан Упа çине пырса çапăнать.
Упа. Эс каллех Куяна канăç памастăн-и-ха?
Куян (Упа хыçне пытаннăскер). Аха, кашни кун çисе ярап тесе хăвалать.
Кашкăр. Сивĕ мана, вăт, ăшăнмалла чупатăп эп.
Упа. Пĕлеп сана, Кашкăр, мĕнле ăшăннине. Çухал куçран. (Кашкăр пăнч кăна тарса çухалать.)
Упа. Мĕн эс, Куян, мана вăратса çÿретĕн, пĕтĕм вăрман кĕрлет паян.
Куян. Ман çине Кашкăрпа Тилĕ тапăнчĕç. Телеграммăна туртса илесшĕн пулчĕç. Хама та кăшт кăна çисе ямарĕç.
Упа. Мĕнле телеграмма тата?
Куян. Хĕл Мучи янă. Эп сана телефонпа каларăм вĕт-ха.
Упа. Эп санпа калаçман, телефона сÿнтерсеччĕ эп - атту çывăрма памаççĕ.
Куян. Санпах калаçрăм вĕт-ха. Телефонне ак Тилĕ пачĕ. (Тилĕ телефонне Упана парать)
Упа (телефона илсе юлашки шăнкăрава пăхать) Ка-ша-ман. Кашкăрпа калаçнă эс, ак хăв пăх.
Куян. Улталарĕç вĕсем мана!
Упа. Ан кулян. Телеграммине пар-ха.
Куян телеграмма шырать - анчах тупаймасть.
Упа. Хăть мĕн çырнине ас тăватăн-и?
Куян. Ас тăвап. (Упа тавра çаврăнкаласа) Тилĕпе Кашкăр сан хыçна пытанман-и? Вĕсен пĕлме юрамасть телеграммăра мĕн çырнине.
Упа. Çук вĕсем кунта. Ан хăра. Кала.
Куян. Манăн санпа... Э-э... Санăн манпа пĕрле виçĕ чăрăш ÿсекен уçланкăран Хĕл Мучи хатĕрленĕ кучченеç миххине илсе унти пĕтĕм парнене чĕр чунсене валеçсе памалла. Кашкăрпа Тилле çеç парас çук.
Упа. Çавă çеç-и?
Куян. Аха.
Упа. Ним те манмарăн-и?
Куян. Çук, манман.
Упа (ачасенчен). Чăнах та нимĕн те манса хăвармарĕ-и Куян?
Ачасем Манн-нă-ă!
Куян. Аса илтĕм, аса илтĕм.
Упа. Мĕн, каласа пĕтер.
Куян. Уçланкăри парне пире курăнтăр тесен, Упан ташламалла тесе каларĕ Юр пике.
Упа. Ташламалла...
Куян. Аха. (Ачасене.) Çапла вĕт, ачасем.
Ачасем. Аха. Тĕрĕс
Ачасем. Тĕрĕс
Ачасем. Ташламалла.
Упа. Ман ташлама вăй та çук. Киле кайса пĕрер катка пыл çиме тивет малтан. (Куяна) Атя манпа, сана кишĕр çитерĕп.
Упапа Куян тухса каяççĕ.
Тилĕ йăпшăнса кĕрет.
Тилĕ. Эх, ку Упа пĕр катка пыл çисе яриччен каç пулса каять. Мĕн тумалла, мĕн тумалла?
Кашкăр пашкаса кĕрет.
Кашкăр. Эс Упана курмарăн-и?
Тилĕ Курман.
Кашкăр. Тытса çурать пуль тенĕччĕ. Сехре хăпсах тухрĕ.
Тилĕ. Тупнă хăрамалли. Тем тăвать вăл санпа. Вĕсене ав Хĕл Мучи кучченеç те парать. Иксĕмĕр кăна тăрса юлатпăр вăрманта шăхăрса, нимсĕр.
Кашкăр. Ма тăрса юлатпăр?
Тилĕ. Упа, хăй, ташласан, эпир вăл михĕ патне виç çухрăма та пыраймастпăр. Хăй ĕçлесе илнине эпир тытса илсен пире иксĕмĕре нихçан та каçармĕ вăл. Пĕр-пĕр кун пурпĕрех туртса çурать.
Кашкăр (чĕтресе). Нимле парне те кирлĕ мар.
Тилĕ. Ан ухмахлан. Мĕн эпир ташлаймастпăр-и? Ташлатпăр та, ёлка йăлкăшма пуçлать. Кам ёлкăна чĕртнĕ, çав парне салатать. Ăнлантăн-и?
Кашкăр. Ăнлантăм. Атя, ташлар.
Тилĕ. Айван эс.
Кашкăр. Мĕн тата?
Тилĕ. Эс мĕн Упа пекех йывăр-и? Шăммупа тирÿ кăна вĕт. Ёлка вара Упа пек йывăр чĕр чун ташласан кăна çутăлать.
Кашкăр. Вара фермăна кайса пĕр сурăх туртса çурмалла пуль.
Тилĕ. Аха, сана унта иккĕн пăшалпа кĕтсе ларатчĕç-ха.
Кашкăр. Чăн та-и?
Тилĕ. Ан хăра. Ăçтан пĕлес ман? Эс фермăна кайса киличчен иксĕмĕр парнесĕр тăрса юлатпăр.
Кашкăр. Пулмарĕ апла Хĕл Мучи кучченеçне илесси.
Тилĕ. Мана итлесен веçех пулать. Итле мана. Иккĕн эпир упа йывăрăш пулатпăр. Эп сан çине хăпарса ларатăп - эс ташлан. Ёлка Упа ташлать тесе çутăлса каять те - парнесем пирĕн кĕсьере. Ăнлантăн-и?
Кашкăр. Ăнлантăм. Лар хăпарса.
Тилĕ Кашкăр çине утланса ларать, кашкăр Упа пек ташлама пуçлать. Кĕвĕ вăйланса та вăйланса пырать, юлашкинчен ёлка тĕрлĕ тĕспе йăлкăшма пуçлать.
Кашкăр ывăнса çитсе ураран ÿкет
Тилĕ (Кашкăра) Эс выртах, эп час кайса илсе килеп.
Кашкăр. Каллех уталатăн эс мана, Тилĕ!!!
Тилĕ. Эп улталаман никама та... (Кулкаласа, васкаса тухса каять.)
Тепĕр енче Упапа Куян кĕреççĕ. Тĕрлĕ тĕспе вылякан ёлкăна курсан тăпах чарăнаççĕ.
Куян. Вăт, эс пыл çисе ларнă хушăра парнесене Тилĕпе Кашкăр йăкăртса та кайнă.
Упа. Кашкăрĕ кунта -ха. Тилĕ чееленнĕ ĕнтĕ каллех.
Кашкăр (йăнăшса). Эп Айăплă мар. Тилĕ Хĕл Мучи миххине вăрларĕ.
Хĕл Мучипе Юр пике кĕреççĕ.
Хĕл Мучи. Вăт Аван, Упа! Маттур ача та иккен эс, Куян.
Упа. Эпир мар-ха маттуррисем. Тилĕ пуринчен те чеерех пулчĕ кунта. Ну, кăтартап эп ăна.
Юр пике. Никама та ним те кăтартма кирлĕ мар. Эпир Тилĕпе Кашкăра тĕрĕслесе пăхас терĕмĕр çеç.
Кашкăр Эп урăх вăл Тилĕпе нихçан çыхланмастăп. Куяна та тек хăваламас. Курăк çиме пуçлап. Тупата та туршăн.
Хĕл Мучи. Юрĕ. Ĕненсех каймастпăр та. Пурпĕр каçарма пулать Кашкăра. Хăй айăплине ăнланчĕ вăл. Каçармалла пуль ăна, ачасем.
Ачасем. Каçармалла!!!
Тилĕ, пысăк михĕ çĕкленĕскер, аран-аран килет.
Упа. Ну, Тилĕ сантан кĕтменччĕ.
Тилĕ. Ара, кунта миххипех кишĕр те, мана кишĕр кирлĕ мар. Куяна валли илсе килес терĕм вара. Вăл кишĕр юратать вĕт.
Хĕл мучи. Маттур, Тилĕ тус. Сантан кун пеккине кĕтменччĕ.
Юр пике. Каларăм вĕт, Хĕл Мучи, ку вăрманти чĕр чунсем пурте лайăх тесе. Вĕсем пурте санăн чаплă парнÿсене тивĕçлĕ.
Хĕл Мучи. Юрать апла, пурне те парнесемпе кучченеçсем валеçсе парăпăр. Упа Утаман илсе кил-ха миххе манăнне.
Упа. Ăçтан?
Хĕл Мучи. Ав, йывăç хăвăлĕнче ларатчĕ вăл.
Куян. Вăт япала!!! Эпир паçăртанпах кунта вĕт, нихăш те хăвăла кĕрсе пăхма ăс çитереймен!!!
Пурте кулаççĕ. Упа йывăç хăвăлĕнчен михĕ туртса кăларать. Хĕл Мучи пурне те парнесемпе кучченеçсем валеçсе парать. Пурте юрлаççĕ.
 
 
Çĕнĕ Çул та ак çитрĕ,
ачасем савăнаççĕ.
Хĕл Мучи парнисем алăра.
пур ача та телейлĕ
куçĕсем ялкăшаççĕ
Ма тесен çĕн çул каçĕ умра.
Хушса юрламалли:
Ав ташлаççĕ, ак юрлаççĕ
Симĕс чăрăш айĕнче.
Шел пулин те, Çĕн çул каçĕ
пĕрре çеç килет.
 
 
Хĕл Мучи чăн асамçă,
Туййипе çавăрать те
Симĕс чăрăш çунать пин тĕспе.
Саламлать уявпа вăл,
Савăнать пирĕнпе вăл,
Парнесем те парать кашнине
("Пусть бегут неуклюже")
■ Андреева Антонина Петровна.
Çĕрпÿри 2-мĕш шкул интернатăн воспитателĕ
 
: 3587, Хаçат: 6 (6), Категори: Сценарисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: