Севрикова Любовь Константиновна |
Воспитани тěллевěсем : Иван Иванович Христофоров юрăç юррисене итлеттерсе, чăваш халăх, эстрада юррисене яланах итлеме, юрлама туйăм çěклесси.
Пěлÿ тěллевěсем: Чăваш çěрě çинче çуралнă Иван Иванович Христофоровăн пурнăçěпе тата ěçěпе кěскен паллаштарасси , юрăç çинчен кěскен каласа пама хăнăхтарасси.
Аталантару тěллевěсем: çыхăнуллă пуплеве , шухăшлава, тимлěхе, илемлě вулав хăнăхăвěсене аталантарасси.
Урока кирлě хатěрсем: компютор, проектор, урок темипе хатěрленě слайдсем.
Усă курнă литература: 1. Андреев И. А. Чăваш чěлхи. Вырăс шкулěнчи 1-9 классен программи / И.А.Андреев.- Шупашкар, 2004. 2. Печников О.И. Чăваш сăмахě: вырăс шкулěн 8-мěш класс валли. (вěрентÿ кěнеки) / О.И. Печников, М.Н. Печникова. – Шупашкар,2008 .3 Журавлев. И.А. « Эй, тăван, тус тăван, ěмěр пěрле пурăнар…/ хаçат «Хресчен сасси». 1999 ç.
Усă курнă технологисем: сывлăха сыхлас технологисем, проблемăллă тата аталантару технологийĕсен элеменчĕсем , ушкăнра хутшăнса ĕçлесси.
Урок юхăмě.
I. Класа урока йĕркелени.
- Ырă кун пултăр, ачасем!
- Ырă кун пултăр, вěрентекен!
- Ырă кун пултăр, хăнасем!
- Шăппăн вырнаçса ларăр!
(ачасем « Урокра» юрă юрлаççě).
I I. Урокăн темипе ,тěллевěсемпе паллаштарасси.
- Ачасем, халĕ эпĕ сире пĕр тупмалли юмах парăп. Эсир тупсăмне пĕлме тăрăшăр.
Шыв мар юхать, кăвар мар шăранать.
(юрă)
-Тĕрĕс ачасем, тупсăмĕ юрă.
-Ачасем, эсир те паянхи урока юрă юрласа пуçларăр. Тата мěнле
чăваш юррисене пěлетěр эсир?
-Ачасем, юрăсем вěсем мĕнле ушкăнсем çине пайланаςςĕ-ши?
-чăваш халăх юррисем
-эстрада юррисем
-сăпка юррисем
-ача-пăча юррисем
-вăйă юррисем
-кĕреке юррисем
-Халĕ эпĕ сире чăваш юррисене итлесе пăхма сěнетěп. Эсир ςак юрăсем хăш ушкăна кĕнине калăр.
-Хальхи вăхăтра телевизорпа, радиопа ытларах эстрада юррисем шăранаςςĕ. Эстрада ςăлтăрĕсене эсир камсене пĕлетĕр?
-Чăваш халăх юрăςисене пĕлетĕр-и эсир, ачасем? Халě тата тепěр юрă итлесе пăхма сěнетěп. Çак юрра мěнле юрăç шăрантарать-ши?
-Паянхи урокра эпир сирĕнпе чăваш халăхĕн паллă юрăςăн И.И.Христофоровăн ĕςĕ-хĕлĕпе паллашăпăр. Вăл шăрантаракан юрăсене итлесе савăнăпăр.
I I I. Фонетика зарядки ирттересси.
-Ачасем, анчах та малтан кăштах чĕлхене вылятса илер-ха.
Ман хыççăн тěрěс калăр!
ă-ă-рă-юрă-юхтăр юрă
Юхтăр юрă ян! та ян!
а) вĕрентекен вулать, куςараςςĕ
ă) ушкăнпа вулаςςĕ
б) ачасем ăшра вулаςςĕ
в) саспа, сăнчăрпа вулаςςĕ
IV. И.Христофоров ĕςĕ-хĕлĕпе паллаштарасси.
-Халĕ вара эпир чаплă юрăς ĕςĕ-хĕлĕпе паллашăпăр. Паллашма вара пире кĕнекери текст пулăшĕ. Кĕнекесене 70-мĕш страница тĕлне уςăр та «Юратнă юрăς» калава тупăр. Калавра пире ăнланма йывăр сăмахсем пур. Вĕсене пăхса тухар-ха.
1) Словарь ĕςĕ
пулас юрăς- будущий певец
Çĕнĕ Пăва- Новое Байбатырево
кĕтĕве тапăра антар- согнать стадо на водопой
сулхăн- прохлада
конкурса хутшăн- принимать участие в конкурсе
каларĕ тейĕр- вспомните мои слова
а) кăтартуллă вулав.
ă) ăшра вуласси
б) сăнчăрпа вуласси
г) калавпа усă курса ыйтусем çине хурав туптарасси.
Ăςта ςуралнă? Ăςта вĕреннĕ?
(Елчĕк р-че Ç.П.Ялĕнче) (Мариуполь музыка училищинче)
Вăл юрлакан юрăсем? Ача чухне мĕнпе Салтакра кам
(Вĕς, вĕς куккун «Ăςта инструментпа выляма пулнă? (шофёр)
каян чĕкеς») юратнă? (шăхличĕ)
д) схемăпа усă курса малтан диолог, кайран монолог тутартарасси.
V. Кану саманчě. (Куçа тата кěлеткене кантарни)
VI. Вěрентекен Иван Ивановичăн несěлěпе, юрăçшăн чи паллă çулěсемпе паллаштарни.
- Ачасем, манăн Иван Ивановичпа курса куçа- куçăн калаçма тÿр килчě. Хăйěн пурнăçěнчи чи паллă çулсене вăл çак çулсене шутлать:
1935- И.И.Христофоров Елчěк районне кěрекен Çěнě Пăва ялěнче çуралнă.
1961-пěрремěш хут сцена çине тухнă.
1967- « Вěç-вěç куккук» юрри пěрремěш хут радиопа шăраннă.
1975- Чăваш халěх артистсчě ятне панă.
1987- юрăç çырнă «Ĕмěт»юрри шăранма пуçланă.
1991- юратнă ывăлě Иван Иванович çуралнă.
VII. Ачасен пěлěвне кроссворд тупсăмне туптарса, тата тест ирттерсе тěрěслесси.
Сăмахкаçмăш |
Ыйтусем.
Суллахайран сылтăмалла:
1) Чăваш халăх юрăçин хушамачĕ.
Çÿлтен аялалла:
1) И.Христофоров мĕнле уйăхра çуралнă?
2) А.Орлов –Шуçăм Чăваш патшалăх юрăпа ташă …ĕ валли солист шыранă.
3)Пулас юрăç çар хыççăн мĕнле хулара музыка училищинче вĕреннĕ?
4)И.Христофорв паллă юрăç тата....(профессии ятне çырăр)
5)Салтакра И.христофоров кам пулса ĕçленĕ?
Тест
1)И.Христофоров мĕнле районта çуралнă?
А) Канаш районĕнче
Б) Улатăр районĕнче
В) Куславкка районĕнче
Г) Елчĕк районĕнче
2) Миçе çулта чухне вăл ял кĕтĕвне кĕтнĕ?
А) 12-14
Б) 7-8
В) 16 -18
Г) 10 -12
3) Ача чухне кам пулма ĕмĕтленнĕ?
А) Шофер
Б) Артист
В)Тухтăр
Г)Вĕрентекен
4) Ача чухне мĕнле музыка инструменчĕ çинче вылянă?
А) Балалайка
Б) Купăс
В) Шăхлич
Г) Шăпăр
6) Юрăç пултарулăхне пĕрремĕш хут композиторсенчен кам асăрханă?
А) Ф. Павлов;
Б) Г.Воробьев;
В) А. Орлов – Шуçăм;
Г) С. Максимов
7) Конкурсра мĕнле ĕç пулнă?
А) Юрă юрласа парасси
Б) Ташă ташласа парасси
В) Сăвă каласа парасси
Г) Юптару каласа парасси
8) И.Христофоровăн пĕрремĕш юрри мĕн ятлă?
А) «Пĕррехине çурхи лăпкă каç»
Б) «Тăван çĕршыв»
В) «Вĕç,вĕç, куккук…»
Г) «Ăçта каян,чĕкеç?..
9) Миçемĕш çулта Христофорова Чăваш халăх артисчĕ ятне панă?
А) 1965
Б)1975
В) 1985
Г) 1991
10) Иван Христофоров репертуарĕнче миçе юрă?
А) 190
Б) 205
В) 350
Г) 380
VIII. Çыру ĕçĕ иртересси. Схемăпа усă курса синквейн çырмалла.
1) я. я. (1) юрăç
2) п .я. (2) пултаруллă, чаплă
3) гл (3) шăрантарать, юрлать, савăнтарть
4) предложени (1) Иван Ивановия Христофоров-чаплă юрăç
5) тĕп шухăш Юратнă юрăç
IX. Килти ĕς парасси.
И.И.Христофоров концерчĕ пулать. Йыхрав хучĕ ςырса килмелле.
X. Пĕтĕмлетÿ тăвасси. Ачасен ĕçне хакласси.
И.И.Христофоров чăннипех те паллă юрăç . Вăл çитмĕл çултан иртнĕ пулин хăйĕн сассипе чăваш халăхне савăнтарать. Хăйĕн ывăлне те çак çул çине тăратнă.
Ачасем, эсир те чăваш юррисене итлĕр, шăрантарăр. Тен эсир те Христофоров ĕçне малалла тăсакансем пулăр! Халĕ вара сывă пулăр!
Сывă пулăр! Сывă пулăр!
Яланах хаваслă пулăр!
Яланах илемлĕ пулăр!
Яланах телейлĕ пулăр!
Сывă пулăр! Сывă пулăр!