Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Федорова Ирина Николаевна
Федорова Ирина Николаевна
Ачалăха кирек кам та йăл кулăпа аса илет пулĕ. Этем пурнăҫĕнчи савăк та телейлĕ тапхăр вăл, ҫавăнпа ачалăха самантлăха та пулин таврăнма ҫитĕннисенчен кашниех ĕмĕтленет. Çав ĕмĕте пурнăҫламалли мел вăл – аса илÿ.
Аса илÿ авăрне лексе ача-пăчана халалласа сăвă-калав шăрҫаламан ҫыравҫă ҫук та пулĕ. Эпир Ева Лисина, Лидия Сарине, Людмила Сачкова, Николай Ишентей, Валентина Элпи тата ытти сăвăҫсемпе ҫыравсăсен хайлавĕсене вуласа киленетпĕр, хамăр ачалăхри самантсене те аса илсе савăнатпăр, хурланатпăр та.
2024 ҫулта вара Чăваш кĕнеке издательствинче Владимир Андреевăн «Ачалăх сăввисем» ятлă кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Ку кĕнекери сăвăсенчен нумайăшĕ – вĕрентекенсемпе воспитательсем ыйтнипе шкулта е ача сачĕнче ирттерекен тĕрлĕ уяв-конкурс валли ятарласа çырнăскерсем. Вăл ача-пăча сăввисене пĕр çĕре пуçтарса уйрăм кĕнекен кăларма тахҫантанпах ĕмĕтленнĕ «Ачалăх сăввисем» кĕнекене юлашки çирĕм çул хушшинче çырнă тата куçарнă хайлавсене кĕртнĕ.

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 45, Хаçат: 2 (58), Категори: Çĕнĕ кĕнеке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: