Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Иванова Е. Н.
Иванова Е. Н.
Урок тĕсĕ: Информаципе коммуникации мелĕпе усă курса çĕнĕ пĕлÿ илмелли хутăш урок.
Урок тĕллевĕсем: Çĕрпÿ хулипе паллаштарасси,«Çĕрпÿ» текста вуласси, ăнланасси, содержанине каласа парасси, тăван хула илемне курма, хисеплеме ,юратма вĕрентсе пырасси,хисеп ячӗсемпе ушкăнĕсене аса илесси, йĕрке хисеп ячӗсен пулăвне тĕслĕхсемпе усă курса «хисеп ячĕ+япала ячĕ» модельпе сăмах майлашăвӗсем йĕркелесси,вӗсемпе предложени тăвасси,хисеп ячӗсене мĕнле çырмалли çинчен пĕтĕмлетÿ тăвасси,ачасен сыхăнулла пуплевне, тавракурăмне, шухăшлавне аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси.
ПУЛМАЛЛИ РЕЗУЛЬТАТСЕМ
Харкамлăх результачĕсем: калаçас,ыттисене тăнласа итлес пултарулăх аталанни; тимлĕх шайĕпе пахалăхӗ ÿсни, самантлăх, ятарлă тата ирĕклĕ астăвăм çирĕпленни; татах та нумайрах пĕлес кăмăл çурални, аталанни; çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пултарни; ачасен калаçăвĕнчи сăмах йышне пуянлатни.
Пĕлÿлĕх результачĕсем:хисеп ячĕсене аса илни;вĕсен ушкăнĕсене тишкересси, йĕрке хисеп ячĕсен пулăвне ăнланни; вĕсене пуплеве кĕртни; ыйтусене туллин хуравлама, шухăша пĕтĕмлетме хăнăхни; тăван хула илемне курма, хисеплеме , юратма вĕрентсе пырасси, ачасен чĕлхене вĕренес кăмăлĕ ÿсни.
Хутшăну результачĕсем: вĕрентекен ыйтăвне ăнланса тулли хурав пама, чăвашла калаçу йĕркелеме, çĕнĕ сăмахсене пуплевре усă курма хăнăхни; калаçăва хутшăнма, çыхăнуллă, ăнланмалла каласа пама тăрăшни; çыхăнуллă пуплеве чăвашла аталантарни; шухăшлав мелĕсемпе усă курма пĕлни; ыттисене ăнланмалла калама, ыйту пама пултарни; вĕрентекен, юлташĕсем каланине итлеме пултарни; калаçнă-хутшăннă чухне пĕр-пĕрне хисеплеме вĕренни.
Йĕркелÿ результачĕсем: хăйĕн ĕçне сăнаса-асăрхаса пыма пултарайни; хăй пурнăçланă ĕçне вĕрентекен, пĕрле вĕренекен юлташĕсем хакланине йышăнни; урокра яланах мĕнле те пулин тĕллев лартмаллине ăнланни; хăйĕн ĕçне мĕнле тĕллевпе тунине ăнланни; япала,ÿкерчĕк, схема, модель, таблица тăрăх мĕнле йĕркепе каламаллине пĕлни; сăмахсене хусканусем туса палăртнине ăнланни; вĕрентекен тĕслĕхĕпе усă курма вĕренни.
■ Иванова Елена Николаевна.
Çĕрпÿри 1-мĕш вăтам шкул

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 155, Хаçат: 1 (57), Категори: Хутăш урок

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: