Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
( Л. Сачковăн «Шăпăрлан» тата Н. Носовăн «Незнайка» хайлавĕсем тăрăх хатĕрленĕ урок)
Урок тĕсĕ: хайлав текстне тишкермелли хутăш урок.
Пĕлӳ тĕллевĕ: хайлаври çырса кăтартнă ĕçсене хак пама, пĕтĕмлетӳ тума вĕрентесси; персонажсем хускатнă ыйтусене сӳтсе явасси.
Аталантару тĕллевĕ: сăнарсене пур енлĕн хаклас пултарулăха аталантарасси; сăнарсем çинчен пĕлнине пĕтĕмлетесси.
Сапăрлăх тĕллевĕ: ачасене çут тĕнче вăрттăнлăхĕсемпе кăсăклантарасси, Лявуç пек хастар пулма хавхалантарасси.
Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, ыйту-хурав, проблемăллă калаçу, сăнарсене хак пани, кроссворд, таблица туни, хайлавăн содержанийĕ тăрăх интеллект карта ӳкерни, словарь ĕçĕ.
 
Пуплеве аталантарасси: ыйтусене туллин хуравлама хăнăхтарасси; харпăр хăй шухăшне çирĕплетсе тата хирĕçлесе калаттарасси; сăнарсем çинчен çыхăнуллă каласа пани.
Словарь ĕçĕ: шăпăрлан, вупăр, эсремет, мая çăмарти
Урокра кирлĕ курăмлăх хатĕрĕсем: Л.Сачковăпа Н.Носов портречĕсем, ачасем валли хатĕрленĕ презентаци, хайлав содержанийĕ тăрăх тунă ӳкерчĕксем, XMind программăпа усă курса хатĕрленĕ интеллект карта.
Урокра усă курма кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, А4 форматлă листасем, тĕрлĕ тĕслĕ фломастер.
 
Урок эпиграфĕ: «Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен».
■ Осипова Альбина Дмитриевна.
Чарпуҫ вăтам шкулĕ

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 101, Хаçат: 1 (57), Категори: Пуçламăш класс

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: