Чӑваш чӗлхи – пирӗн пуянлӑхӑмӑр. Ăна упраса хăварас, малалла аталантарас тесен ачасене мĕн пĕчĕкрен чăвашла калаçтармалла. Чăваш Енре шкул çулне çитмен ачасен чăвашла пуплевне аталантарасси паянхи кун тĕп ыйтусенчен пĕри. Ача садне çӳрекен кашни ача хăйĕн тăван чĕлхине пĕлсе ӳсмелле, анчах та кашни çулах чăвашла калаçакан ача шучĕ чакса пырать. Çакăн сăлтавĕсем нумай: хулара чăвашла калаçакан çемье сахаллансах пыни, ашшĕ-амăшĕ тăван чĕлхене япăх пĕлни, глобализаци т. ыт. те. Шел пулин те, хальхи чӑваш ҫемйинче ашшӗ-амӑшӗ чылай чухне ачипе чӑвашла калаҫмасть. Ашшĕ-амăшĕн ачине чăвашла вĕрентес кăмăлĕ çук пулсан вара ачасене чăваш пулса ÿстерме йывăртарах. Ҫемьере тӑван чӗлхе янӑраса тӑрсан çеç ача чӗлхене хисеплеме, юратма хӑнӑхать.
Чӑвашлӑха аталантарассине ҫемьерен тата шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенчен пуҫланмалла. Апла пулсан, кашни педагогăн ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнса ĕçлемелле, вĕсене хăйсене чăвашлăх патне туртăнтармалла, ку ĕçре вĕсене пулӑшмалла, хавхалантармалла. Паллах, ку ĕç кулленхи хутшăнуран пуçланать. Чи малтан, ашшĕ-амăшĕпе чăвашла калаçмалла. Ирхине «Сывлăх сунатăп», «Ырă кун пултăр!», çывăхрах калаçаканнисемпе «Салам!», «Аван-и?» тесе сывлăх сунсан, каçхине «Чипер кайăр!», «Тепре тĕл пуличчен!», «Сывлăхпа çÿрĕр!» тесе сыв пуллашсан питĕ аван пулмалла.