![]() |
Павлова Р. А. |
Камсем эпир, мĕнле йышран эпир?
Хăш халăхсем пире тăван пек картнă,
Хăш тăвансен ретне пĕр танлăн лартнă?
Çĕр чăмăрĕн пĕр чĕптĕмĕ эпир,
Тымарсемпе тĕнче кăкне тытатпăр.
Виталий Никитин (Станьял)
Чăваш халăхне аваллăхпа мěн çыхăнтарать-ха? Ытти халăхсенни пек пирамидăсем, мрамор керменсем, коллизейсем пирěн çук. Тата чăваш çыруллăхне И.Я.Яковлев каларěшле: «Хěрлě ěне çисе янă тет». Чăваш халăхěн тÿссе ирттернě хěн-хурлă кун çулě хыççăн, чи хакли вăл – чăваш халăх сăмахлăхě кăна тăрса юлнă. Тěпчевçěсем каланă тăрăх, çынсене аваллăхпа унăн ячě çыхăнтарать. Мěнлерех пулнă-ши чăвашсен авалхи ячěсем? Мěне шута илсе ят панă-ши ашшě-амăшě хăйсен пепкисене?