![]() |
Андреева Т. В. |
Урок тĕсĕ: ҫĕнĕ тема вĕренмелли урок.
Урок тĕллевĕ:
- ачасене предложенин тĕп членĕсемпе паллаштарасси, вĕсене предложенинче тĕрĕс тупма вĕрентесси; вĕренекенсен тĕрĕс, таса тата илемлĕ çырас хăнăхăвĕсене аталантарассипе ĕçлесси.
Вĕренÿ задачисем:
- ачасене 2 – мĕш класра усă курма хатĕрленĕ электрон кĕнекепе паллаштарасси;
- ачасен шухăшлавне, çыхăнуллă пуплевне аталантарасси;
- ачасене çут çанталăк илемне курма, ҫуркунне илемне асӑрхама вĕрентесси;
- ачасенче хаваслăх, ҫĕкленÿлĕх туйăмне ҫуратасси;
Урока кирлĕ хатĕрсем: Л.П.Сергеев, Т.В.Артемьева. «Чăваш чĕлхи», 2 класс,
компьютер, мультимедиа проекторĕ, экран, слайдсем, пукане, карточкăсем.