Петрова А. Г. |
Вĕренÿ предмечĕ: тăван (чăваш) литература
Программăна мĕнле ачасем валли хатĕрленĕ. Тăван чĕлхене лайăх пĕлекен ачасем валли хатĕрленĕ ĕç программи.
Ачасен ÿсĕмĕ: 7-мĕш класс
Пай. Халăх сăмахлăхĕ
Урок теми: «Чăваш тата мари халăхĕсен улăп паттăрĕсем (чăвашсен «Улăп халапĕсем» тата марисен Онар паттăр çинчен калакан халапĕсем)
Урок тĕсĕ: малтан вĕреннĕ темăпа çĕнĕрен илнĕ пĕлĕве çирĕплетмелли урок.
Урок тĕллевĕсем: чӑваш тата мари эпосĕсемпе паллашни; чăваш тата мари халапĕсен тӗслӗхӗсем тăрăх Улăппа Онар сăнарĕсен пӗрпеклӗхĕсемпе уйрӑмлӑхсене тупса палӑртни.
Алла илме палăртнă результатсем
Харкамлăх результачĕсем: Раççей çĕрĕнче пурăнакан чăваш тата ытти халăхсен культура хаклăхне, тĕрлĕ халăхсен хутшăну культурине ăнланма пултарни; патриотла туйăмсене çирĕплетни, тăван çĕр-шыва хÿтĕлекен паттăрсене, хамăр халăх историне хисеплеме хăнăхни.