![]() |
Дмитриева В. Т. |
Мĕн-ши вăл пуянлăх? Кашни ҫын ҫак сăмаха хăйне май ăнланать. Пĕриншĕн пуянлăх вăл кĕсье туллии укҫа,чапла машин, нумай хваттер, тепришншĕн - вара, ҫывăх тăванĕсем ҫумра, юнашар пулни.
Эпĕ хама пуян ҫын тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен ман ҫумра ҫывăх тата тăван ҫынсем пурăнаҫҫĕ. Мĕн чуль ача ашшĕ - амăшĕсĕр ÿсет. Тĕрлĕ сăлтава пула, ача ҫуртĕнче ҫитĕнеҫҫĕ. Манăн ҫемье – манăн пуянлăх. Эпĕ телейлĕ ача.
Ҫемье-мĕнле илемлĕ те ăшă сăмах. Ҫемье вăл общество ячейки, маншăн шанчăклă та ҫирĕп тыл, яланах кĕтекен чи ăшă та хăтлă вырăн, вăл нихăҫан та пĕччен хăвармасть. Пурнăҫри йывăр лару-тăрура яланах манна пулăшать.
Кашни ачан пуласлăхĕ тăван ҫемьепе ҫыхăннă. Туслă ҫемьере ачасем пĕр – пĕрне пăхса маттур, ăслă, ашшĕ – амăшне яланах пулăшма тăрăшаҫҫĕ. Ҫемьере ҫирĕп те активлă ăру ÿсни ашшĕ-амăшне савăнтарать, вĕсене чапа кăларать. «Ҫемье ăшши- чун ăшши». Кил ăшшине упракан кам тесе шутлатăр, эсир? Анне! Мĕнле ачашшăн, илемлĕн янăрать ҫак сăмах. Эпĕ хамăн аннене питĕ юрататăп, ăна хыттăн тав тăватăп. Вăл яланах мана пулăшса пырать, тĕрлĕ ăслă сĕнÿ парать.Эпĕ унтан тĕслĕх илетĕп. Йывăр самантсенче ыр сăмахсем каласа «ҫунат хушать». Пирĕн аттепе –анне туслă пурăнаҫҫĕ. Атте аннене кÿрентернине эпĕ нихăҫан та курман. Вăл яланах аннене пулăшса пырать. Ҫавăншăн эпир питĕ савăнатпăр, вĕсемпе мухтанатпăр. «Атте-анне пурри - кил ăшши, чун ăшши».
Пирĕн ҫемье пысăк. Ку манна питĕ савăнтарать, мĕншĕн тесен нихăҫан та кичем пулмасть, сан тавра сана юратакан, яланах пулăшма хатĕр ҫынсем. Эпĕ те хамăн шăллăма пулăшма яланах хатĕр.
Ҫемье пире мĕн парать? Ҫемье пире юрату парать, пĕр- пĕрне хисеплеме вĕрентет, пĕлÿ илме пулăшать, малалли пурнăҫа йĕркелеме, ĕмĕтленме пулăшать. Ҫемьесĕр эпир кам? Пĕччен пурăнма, пурнăҫ ҫулĕпе утма питĕ йывăр. Юлташсем нумай пулсан та ҫемьене нимĕнпе те улăштармастăн.
Ҫынăн пур те пур: лайăх ĕҫ, пуянлăх, юлташсем… Енчен те йывăр вăхăтра ăна пулăшакан ҫын пулмасан, питĕ кичем пулать. Ĕҫрен килетĕн - сана килте никам та кĕтмест, килте пушă. Анне ҫук пулсан санпа чуна уҫса калаҫакан та, канаш паракан та, тутлă апат-ҫимĕҫпе хăналакан та пулмасть. Ҫемьере сана эсĕ мĕнлине пăхмасăр юратаҫҫĕ, йышăнаҫҫĕ, хÿтĕлеҫҫĕ, хăвна ҫирĕп, хăюллă туятăн. Кунта тата пулăшса пынисĕр пуҫне, кăмăл-туйăм енчен, хăвна пурнăҫра мĕнле тытмаллине вĕрентсе пыраҫҫĕ. Ҫемьере эпир ҫынсемпе хутшăнма, вĕсемпе туслашма, тĕрлĕ хирĕҫÿне сирме вĕренетпĕр.
Пĕр тăвансем ҫумра пулни, пĕр-пĕрне ал пани питĕ вырăнлă. Мĕн пурнăҫ тăршшĕпе ҫын хăйĕн тăванĕсемпе пурăнать. Чи малтан эпир атте-анне ҫемьинче, кайран, вăхăт ҫитсен, хамăр ҫемье ҫавăратпăр. Ҫемье – пирĕн вăй, чи кирлĕ пуянлăх.
Иван Яковлевич Яковлев сăмахĕсем пуҫа килеҫҫĕ: «Ҫемйĕре лайăх пăхса усрăр:ҫемье вăл халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ. Ҫемье пурнăҫĕ тĕлĕшпе ваттисем каланă сăмаха чăваш халăхĕ ялан хытă тытса тăнă. Ҫемьенĕн лăпкă пурнăҫĕ пире пурнăҫ хыттинчен хÿтĕлесе тăрать. Килĕштерсе тĕреклĕ ҫемьешĕн катаран килекен пурнăҫ синкерĕсем хăрушă маар… Ҫемйĕре сыхă усрасан, ачăрсене чипер упраса пурăнсан, килĕштерсе лăпкă ĕҫлесе пурăнма хăвăр валли тĕреклĕ чарак хурăр». Мĕнле лайăх, тĕрĕс каланă. Ҫак сăмахсене манас марччĕ.