Андреева И. Н. |
Уроксем хыççăнхи мероприятин задачисем:
− шкул ачисен патриотизм туйăмне, граждан яваплăхне туйма вĕрентесси;
− вӗренекенсене пĕр-пĕринпе хутшăнма, ушкӑнпа ĕҫлеме, кирлĕ информацие шыраса тупма хăнăхтарасси;
− харпăр хăй шухăшна калама вĕрентесси, аргументсене илсе парасси, ĕҫе планлама пĕлесси, пурнăҫланӑ ĕҫсене тĕрĕс хак парасси.
Актуаллăхĕ:
2024-мĕш çулта чăвашсен мухтавлă ывăлĕ, Граждан вăрçин геройĕ В.И.Чапаев çуралнăранпа 137 çул çитрĕ. Эпир хамăр ентеш çинчен ытларах пĕлме, унпа мухтанма тивĕç.
Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, ӳкерчĕксем, маршрут листи.
Вăйă вырăнĕ: класс
Хутшăнакансем:
6-8 класра вĕренекенсем (командăра 7 -8 ҫын). Маршрута пĕр вăхăтрах пĕр команда та, темиҫе команда та тухма пултарать.
Эпиграф: Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ