Иванова Ю. Г. |
Вĕренÿ тĕллевĕ: ачасене ҫемье бюджечĕ ҫинчен пирвайхи пĕлÿ парасси, перекетлеме хăнăхтарасси тата пĕлсе тӑкаклама вĕрентесси;
Аталантару тĕллевĕ: тĕрлĕ пĕлÿ илес кăмăл-туртăма вăйлатса пырасси, ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарасси.
Воспитани тĕллевĕ: ачасене экономика пĕлĕвĕпе пурнăçра усă курма вĕрентесси.
Курăмлăх хатĕрĕсем: проектор, компьютер, укҫа, енчĕк, пухмач.
Словарь ĕҫĕ: ĕҫ укҫи, бюджет, ҫемье бюджечĕ.
Ачасемпе ирттермелли малтанхи ĕç: малтанхи уроксенче бюджет, профессисем ҫинчен калаҫни.
Валеҫсе памалли материал: ачасене валеçмелли укçасем.
Урок тĕсĕ: хутăш урок.
Усă курмалли сăмахсем: укҫа, банк картти, бюджет, ҫемье бюджечĕ, тăкак, тупăш.