Г. Г. Храброва |
Тĕллевсем:
Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем (Личностные результаты)
а) ачасене кашни çын харпăр хăй сывлăхĕшĕн яваплă пулнине ăша хывма пулăшасси;
ă) ачасен пушă вăхăтне усăллă йĕркелеме вĕрентесси, сиенлĕ йăла-йĕркерен аякра тăма хистесси; б)сывлăх чи хаклă мул пулнине вĕренекенсем патне илсе çитересси;в)) ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарни;
Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем (Метапредметные результаты)
Йĕркелÿ: а) кирлĕ информацие ӳкерчĕк тăрăх шыраса тупма пултарни; харпăр хăй тĕллĕн ĕçлес туртăма аталантарни; илтнине ас туса юлма пултарни;
ă) вулавпа çыру усă курни; сăмах йышне пуянлатни; ваттисен сăмахĕсен вырăс эквиваленчĕсене тупма пултарни, текста итлесе ăнланма хавхалантарни;
Хутшăну: тĕрлĕ мелпе – мăшăррăн е ушкăнпа ĕçлени, пĕччен е иккĕн усă курса информаци тупма хăнăхни;
Информаци: сывлăх темăпа çыхăннă ÿкерчĕксем тăрăх сĕнÿсем пама, кирлине суйласа илме, пĕтĕмлетÿ тума пултарни;