(Геннадий Максимов çырнă „Атăлти хĕрессем” произведенипе Валентин Распутинăн „Прощание с Матёрой” хайлавне танлаштарса тĕпчесси)
Фомина И. А. |
Геннадий Максимовăн “Атăлти хĕрессем” тата Валентин Распутинăн “Прощание с Матерой” хайлавĕсене халиччен никам та танлаштарса тĕпчемен. Икĕ повеçри пĕрпеклĕхсемпе уйрăмлăхсене танлаштарса пăхни – çĕнĕлĕх.
„Çакă çутă тĕнчере
Вăйли çук та этемрен
Çĕрсем çинче, шыв çинче
Хуçа пулса вăл тăрать” – „Нарспи” поэмăри çак йĕркесене татса илет те вулакан: „ Вăйлă каланă!” – теме пăхать. Анчах та поэтăмăр калас текен шухăша малаллахи йĕркесенче ăнланса илетпĕр:
„Анчах вăйлă этем те
Хăй тĕнчине пăхăнать”.
Этем тĕнчинче вара укçа, мул пуç пулса тăрать. Çын çак мулшăн, çĕр çинчи ĕмĕрсем хушши йĕркеленнĕ ырлăха çавăрса илессишĕн çут тĕнче вăйне, çут çанталăка пăхăнтарма тăрăшать. Çут çанталăк патши пулас тесе хастарланни этемлĕхе мĕнле хăрушлăх патне илсе çитернине Геннадий Максимов çыравçă „Атăлти хĕрессем” повеçре витĕмлĕн кăтартса парать. Произведенире автор Шупашкар ГЭСне хута ярас умĕнхи вăхăта сăнарлать. Тырă-пулă тулăх паракан уй-хир, çут çанталăк пурлăхĕпе пуян вăрман, ялсем, хуласем – веçех шыв айне пулмалла иккен. Çав шутра Айлăмкас ялĕ те... Çĕршыв экономикине çĕклес тĕллевпе пысăк ĕç пуçарса янă: Çĕпĕрти юхан шывсенче, Атăл çинче ГЭСсем туса лартмалла. Калама çук пысăк стройкасем кĕрлесе тăнă чухне Айлăмкас тата ун çыннисен шăпи пирки кам шутласа тăтăр? Анчах та шăп çеç никам илтмен-пĕлмен 60 килĕллĕ Айлăмкас çыннин шухăш-кăмăлĕ, ăс-тăнĕ урлă этем тата çут çанталăк мĕнле шайлашура пулмаллине ăнкарса илетпĕр. Этемлĕхшĕн нимпе хаклайми пысăк пĕлтерĕшлĕ проблемăсем çĕклет автор хăйĕн повеçĕнче:
- Çын тата çут çанталăк пĕр-пĕрне пĕтерес мар тесен мĕнле килĕшÿре пурăнмалла?
- Ăрупа ăру хушшинчи çыхăнăва татмасăр мĕнле упрамалла?
- Халăх шанăçне çухатас мар тесен влаçăн мĕнле пулмалла?
- Киввине тĕппипе аркатмасăр çĕннине тума çук-им?
- Леш тĕнчепе ку тĕнчен куçа курăнман çыхăнăвне мĕнле упрамалла?