Морозова В. Г. |
Тĕллевсем:
Вĕренÿ тĕллевĕ: ачасен чăвашлăх туйăмне аталантарасси, тăван халăха юратма вĕрентесси.
Аталану тĕллевĕ: чăваш халăхĕн йăли-йĕркине тытса пырасси, илемлĕхе курма, туйма хăнăхтарасси, чăваш чĕлхин илемлĕ пуплевĕпе, чăваш юрри-ташшипе килентересси.
Воспитани тĕллевĕ: ачасем хушшинчи туслăха çирĕплетесси, фольклорпа çыхăннă вăйăсене хутшăнтарасси.
Словарь ĕҫĕ: Иван Яковлевич Яковлев, чăваш чĕлхи, чăвашсем, гимн.
Курăмлăх хатĕрĕсем: чǎваш тумě, И.Я.Яковлев портречĕ, пиҫиххи.
Валеҫмелли материал: сăвăсем, юрăсем.
Воспитателĕн занятиччен ирттернĕ ĕҫ: И.Я.Яковлев пултарулăхĕпе тĕплĕн паллашни, ачасене валли юрăсемпе сăвăсем тата вăйăсем тупса хатĕрлени.
Ачасемпе занятиччен ирттернĕ ĕç: ачасемпе чăваш юрри-ташшине, сăвăсем вĕренесси, чăваш халăх вăййисене вылясси.
Ачасемпе уйрăмшар ĕҫлени: заняти вĕҫĕнче ачасемпе уйрăмшар ĕҫлени.
Заняти тытăмĕ тата методика мелĕсем: воспитатель сăмахĕ, ачасен илемлĕ вулавĕ, уйрӑмшарӑн сăвăсем вулани, юрӑ юрлани, ташă ташлани, ыйтусем ҫине хуравлани, пĕтĕмлетÿ туни.