Артемьева Т. В. |
Пуçламăш шкулта ачасене тăван чĕлхене вĕрентесси тĕп тĕллевсенчен пĕри. Пуплеве аталантарасси вара чĕлхе вĕрентĕвĕнче çак тапхăрти тĕп задачăсенчен пĕри. Çакна вĕренĕвĕн çĕнетнĕ стандартĕнче те çирĕплетнĕ. Çыхăнуллă пуплеве аталантарас ĕçре тĕпре – текст ăслай-хăнăхăвĕсене калăпласси: çак ушкăн хăнăху çителĕклĕ таран аталанни пур предметсене те ăнăçлă вĕренсе пыма май парать. Çакă вăл текст вĕренĕвĕн хутшăну единици пулнипе çыхăннă: вĕренÿ процесĕ пĕтĕмĕшле калуллă тата çыруллă текстсем урлă йĕркеленекен пуплев хутшăнăвĕнче пулса пырать. Ку ĕç тĕрлĕ енлĕ ăслай-хăнăху калăпласа аталантарассипе çыхăнать: текст йышăнма, ăнланма-ăса хума, асăмлама, калăплама пултарни. Ĕçе пĕрремĕш класран пуçласа тытăнмалла. Чи малтанах çакă ачасен пуплевне пур енлĕн аталантарассипе çыхăннă. Пуплеве пур енлĕн аталантарасси тăнласа е вуласа ăнланас, çыхăнуллă калаçас, çырас мехелсене куллен вăйлатни çинче никĕсленет. Меслетлĕхре çыхăнуллă пуплевĕн икĕ формине палăртаççĕ: калу тата çыру. Çакна кура çыхăнуллă пуплеве аталантарасси те икĕ енлĕ ĕç. Вăл уçăмлă калаçас, вулас тата çырас мехелсене çивĕчлетессипе çыхăннă. Çыру ăслай-хăнăхăвĕсем калу ăслай-хăнăхăвĕсем çинче никĕсленсе аталанса пымалла. Ĕçе тĕллевлĕ те тухăçлă туса пырас тесен ачасен ăслай-хăнăхăвĕсем еплерех калăпланса пынине шута илни пĕлтерĕшли никамшăн та иккĕленÿллĕ мар пулĕ. Вырăс чĕлхипе çакна тума материал çителĕклĕ, меслетçĕсем вĕренÿпе меслетлĕх комплекчĕсен шалашĕнче тĕрлĕ материал сĕнеççĕ; ку ĕç çулсерен иртекен Пĕтĕм Раççейри тĕрĕслев ĕçĕ урлă та пулса пырать. (Тĕрĕслев результачĕсем, шел пулин те, тăваттăмĕш класс ачисен текст ăслай-хăнăхăвĕсем çителĕклĕ шайра аталанса пырайманнине кăтартаççĕ.) Пуçламăш класс ачисем тăван чăваш чĕлхине епле вĕренсе-харпăрласа пынине палăртасси вара паянхи куна питех те çивĕч тăрать. Ку ĕçе тивĕçлĕ туса пыма вĕрентекенсен хатĕр çителĕксĕр, вĕренĕвĕн çĕнетнĕ çтандарчĕ ыйтнине тивĕçекеннисем çукпа пĕрех. Тĕрлĕ тĕрĕслев ĕçĕн (диктант, изложени, ăславлă çыру) пуххисем е темиçе теçетке çул каялла тухнисем çеç, е пачах та çук. Ĕç тетрачĕсене тĕплĕ шутласа-туса тăмасăрах пăрахăçларăмăр. Тĕрĕслев тетрачĕсем çук.