Комиссарова А. Г. |
Кашни халăх хăйĕн чĕлхипе, йăли-йĕркипе, тумĕпе, шухăш-кăмăлĕпе, тепĕр майлă каласан, хăйне евĕрлĕхĕпе палăрать. Ку иксĕлми пуянлăх. Юлашки вăхăтра чăваш каналĕсем, радиохумсем хутшăнни савăнтарать. Çапах та пăшăрхантараканни те юнашарах: майĕпен ялсем вырăсланаҫҫĕ, ачасем тăван чĕлхепе сайрарах калаҫаҫҫĕ.
Ĕнерхи тата паянхи ачасем. Малтанхи ăру килте, шкулта, урамра чăн чăвашла, атте-анне чĕлхипе калаҫнă. Чăвашла кĕнекесем вуланă, хаҫат-журналпа туслă пулнă. Сăвă-калав, сочинени, изложени, чăвашла ҫырасси пĕрре те йывăр пулман пирĕншĕн, ĕнерхи ачасемшĕн. Паянхи лару-тăру пачах урăхла. Ачасем ача пахчине килнĕ чухнех вырăсланса килеҫҫĕ. Тем пекех чăвашла калаҫтарма тăрăшсан та усси ҫук, пĕр-пĕрин хушшинче вырăсла пуплеҫҫĕ. Ашшĕ-амăшне: «Тархасшăн килĕрте тĕпренчĕкĕрсемпе тăван чĕлхепе калаҫăр-ха. Шкулта, чăваш чĕлхине вĕреннĕ чухне хăйсенех ҫăмăл пулать тетпĕр эпир халĕ, педагогсем.
Этем ăс-хакăлĕпе ĕмĕт-туйăмне вăй параканĕ – тăван сăмах. Халăх сăмахлăхĕ – ҫынăн ĕмĕрхи ăсне, савăнăҫĕпе хурлăхне ӳкерсе юлнă пуянлăх. Ачасене тăван чĕлхене вĕрентесси тата халăх культурипе паллаштарасси пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăннă. Эпир кĕҫĕннисене ача садĕнчех чăваш чĕлхине юратма, ăнланма, калаҫу йĕркелеме пулăшатпăр. Тăван халăха хисеплеме, унпа мăнаҫланма вĕрентетпĕр. Ку енĕпе халăх сăмахлăхĕ пулăшать. И.Я.Яковлев ачасем вали ҫырнă калавĕсенче халăх сăмахлăхĕпе усă курнă. Воспитани енĕпе ирттерекен калаҫусенче, вăйă-вĕренӳре ҫак паха енпе усă куратпăр. Мĕн авалтан юрă пысăк хисепре пулнă. «Юрă – халăх чунĕ» – тесе ахальтен каламан пулĕ ҫав.