Иванова Е. Ю. |
(Вăтам ушкăнри ачасемпе ирттермелли заняти)
Тĕллевсем: кантăк, металл, йывăç çинчен пĕлĕве çирĕплетесси, вĕсен тĕп паллисене тупса палăртма вĕрентесси, Руçри тата ытти çĕршывсенчи шăнкăравсен историйĕпе, музыка иснтруменчĕн тĕсĕсемпе паллаштарасси, историе хаклама вĕрентесси.
Ачасемпе ирттермелли малтанхи ĕç: чăваш халӑх вăййисене ачасемпе пĕрле вĕренни.
Кÿртĕм ĕç: воспитателĕн малтанах ачасене чăваш вăййисене тата шут сăввисене вĕрентмелле.
Валеҫсе памалли материал: шăнкăравсем, кашăксем.
Курăмлăх хатĕрĕсем: Петрушка тетте, шăнкăрав, кашăксем, презентаци, чиркÿ тата шăнкăрав сăнланă ÿкерчĕксем.
Словарь ĕçĕ: шăнкăрав, Руç.
Заняти йĕрки
Музыка ертÿçи:
Сывлăх сунатăп, арçын ачасем,
Сывлăх сунатăп, хĕрачасем.
Тунсăхлама вăхăт çук,
Юрă-ташă кунта чух.