Афанасьева Валентина Владимировна |
Фёдор Павлович Павлов драматург, сăвăç, комозитор çуралнăранпа 130 çул çитине халалланă уяв сценарийĕ
Уяв тĕллевĕ: вĕренекенсене Ф.П. Павлов пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарасси
Уяв ирттермелли залра Фёдор Павлов илемлетнĕ чăваш халăх юррисем янăраççĕ, экран çинче композиторăн пурнăçне сăнлакан слайдсем ылмашăнса пыраççĕ.
Сцена çине ертсе пыракансем тухаççĕ.
1 ертсе пыракан: Ырă кун пултăр, хаклă ачасем, вĕрентекенсем, килнĕ хăнасем! Паян эпир хамăр ентеше, пултаруллă чăваш çыннине, паллă композитора, драматурга, сăвăçа Фёдор Павлович Павлова хисеплесе ăна чыслама, унăн пурнăçне аса илме пуçтарăнтăмăр.
2 ертсе пыракан: Авăн уйăхĕнче Фёдор Павлович Павлов çуралнăранпа 130 çул çитет. Чăвашсен профессиллĕ музыкин никĕсне хываканĕ 1892-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнине кĕрекен Етĕрне уесĕнчи Патăрьел ялĕнче çуралнă.
1 ертсе пыракан: Фёдор Павлович музыка ăсти кăна мар, чăваш драматургин никĕсне хываканĕсенчен пĕри шутланать. Вăл чăваш халăхĕ аван пĕлекен „Сутра“ комеди тата „Ялта“ драма авторĕ.
2 ертсе пыракан: Халĕ эпир сире çак пултаруллă çыннăн ачалăхĕн хăш-пĕр саманчĕсемпе паллаштаракан сценкăсене пăхма сĕнетпĕр.