Анатолий Дмитриевич Ефимов |
Мальвина Петрова сăввисем пирки каланă сăмах
Юлашки вăхăтра Чăваш литературинче поэзи анлă аталанма пуçларĕ. Çĕнĕрен те çĕнĕ поэтсем çурални, вĕсен çирĕп те янкăс, хăйне евĕрлĕ сассине илтни пире чăнласах та савăнтарать. Ку вăл Чăваш поэзийĕ К. Ивановпа Н. Шелепи, П. Хусанкайпа Г. Айхи никĕсленĕ йĕрпе пынинне тата вĕсен вĕрентĕвне çамрăк ăру хăйне евĕрлĕ çулпа аталанса малалла утнине, çирĕм пĕрмĕш ĕмĕре пуçа каçăртса тĕнче шайĕнчи позине çирĕппĕн утса кĕнине палăртать.
Мальвина Владимировна Петрова та поэзине çирĕп утăмпа пырса кĕчĕ. Унăн сăввине пĕрре вуласан – ялан вулассăм килет. Мальвина хайлавĕсем, çамрăк поэт шыравра пулин те, хăйне евĕр илтĕнеççĕ. Унăн сасси витĕмлĕ те çивĕч. Илĕртÿллĕ те хастар! Поэт пурнăç чăнлăхне, чун хавалĕвĕпе пăшăрханăвне тарăн палăртса вулакан умне поэзийĕн тĕрлĕ енĕпе кăларса тăратма пултарать. Мелсемпе усă курса шухăшсене пуянлатать. Чĕлхе витĕмне кăтартать, вулакана астарса хăйĕн хыççăн илсе пырать.