![]() |
Трофимова Светлана Аркадьеавна |
Тĕллевĕсем:
-Вăтам ушкăнри ачасен пуплевне аталантарасси,тарăн шухăшлама, ăс-тăнне аталантарма,тулли предложенипе калаҫма хăнăхтарасси,пĕр-пĕринпе туслă ĕҫлеме хăнăхтарасси, пĕр-пĕрне йывăрлăхра пулăшма вĕрентесси.
- Геометри фигурисене астуса юласси , пиллĕк таран шутлама вĕреннине ҫирĕплетсе хăварасси, з, ж,ш сасăсене тĕрĕс калама вĕренесси.
Вăйă йĕрки.
Воспитатель:Ырă кун пултăр , ачасем! Ҫаврашкана пухăнар-ха, алăран тытăнар.
Тăрар пĕрле юнашар,
Сывлăх сунар пĕр-пĕрне.
Йăл кулар та савăнар,
Кахал, наян пулар мар .