Федорова Ирина Николаевна |
(Г.Н.Волков хайлавĕсем тăрăх 7-мĕш класс ачисем валли хатĕрленĕ вăйă)
Вăйă тĕллевĕсем:
• Г.Н.Волковăн хайлавĕсене аса илсе ҫирĕплетни;
• Тăван ҫĕр-шыва, унăн паллă ҫыннисене хисеплеме, вĕсемпе мăнаҫланма, тăван чĕлхене юратса вĕренме хавхалантарни;
• ачасен ăс-хакăлне, тимлĕхне, тавра курăмне, пĕтĕмлетÿ тăвас ăсталăхне аталантарма пулăшни;
• вулани, илтни пирки çыхăнуллă каласа пама хăнăхни;
• уроксенче, класс тулашĕнчи мероприятисенче илнĕ пĕлÿпе вăйăра усă курма пултарни.
Курăмлăх хатĕрĕсем: вăйă валли хатĕрленĕ презентаци, Г.Н.Волков сăн ÿкерчĕкĕ, унăн ачасем валли ҫырнă кĕнекисем, ваттисен сăмахĕсене ҫырнă плакатсем.
• Аслă çынна пин пуç теççĕ.
• Ятлă çынна ял савать.
• Ырă ят ылтăнран çутă.
• Çынна кура мухтавĕ.
• Этем тени ĕçĕпе паха.
• Лайăх ят мултан та паха.
Кăтарту хатĕрĕсем: компьютер, мультимеди проекторĕ.
Вăйă умĕн пурнăҫламалли ĕҫсем: вĕренекенсене Г.Н.Волков пурнăҫĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштармалла, унăн ачасем валли ҫырнă хайлавĕсене вуласа тухма сĕнмелле.