Стеньшина Е. В. |
Тема: "Кайăк-шăхлич, ҫурт валли сувенир".
Ÿсĕмри ушкăн: шкула хатĕрленекен ушкăн.
Ертсе пыракан вĕренÿ облаҫĕ: художествăпа эстетика аталанăвĕ
Тĕллев: "кайăк - шăхлич"тетте тума пĕлни.
Задачăсем:
Вĕрентекен: предмета малалла та формăлама пĕлни, унăн формине, пропорцине тата характерлă деталĕсене парса, техника пĕлĕвĕсене тата скульптура пластилинĕпе ĕҫлеме хăнăхнисене лайăхлатма вĕрентет.
Аталантараканни: пултарулăхăн хăйне уйрăм сăнарлă ĕҫне аталантарасси.
Воспитани пама: художество туйăмне, ĕҫе тирпейлĕ тума, чăтăмлă пулма вĕрентмелле.
Организацин формисем: уйрăм, ушкăн формисем.
Ĕç-хĕл тĕсĕсем: вăйă, ăнлану, тухăҫ.
Меслетсем: вăйă кĕвви тăвасси, кĕтмен ҫĕртен сиксе тухнă самант, ачасене шырав тата проблемăллă ыйтусем парасси, хавхалантарасси, ăнлантарасси, вăйăсем, ачасен активлă ĕҫĕ-хĕлĕ, пŸрне гимнастики, куҫ валли гимнастика тăвасси, пĕтĕмлетŸ патне илсе пырасси.
Материалсемпе оборудованисем: " кайăк - шăхлич ", парне коробки, скульптура пластилин, стексем, йывăҫ патаксем, лепка тума хăмасем, нŸрĕ салфеткăсем, хатĕр изделисем валли подставкăсем, мультимеди установки, ноутбук.