(Литература вулавĕ, 2-мĕш класс)
Терентьева С. А. |
Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсем:
- Пуплев ĕçĕ-хĕлĕн пур тĕсĕсене те алла илсе малалла çивĕчлетни.
Предметăн харкамлăх результачĕсем:
- тăван халăх тата кÿршĕ халăхсен культурине хисеплеме, пуринпе те тÿсĕмлĕ те çураçуллă пулма хăнăхса пыни.
Предметăн ятарлă результачĕсем:
- ачасен хăйсен ÿсĕмне тивĕçтерекен литература хайлавĕсене итлес-вулас кăмăлĕ аталанни;
- илемлĕ хайлав çинчен пĕтĕмĕшлĕ ăнланни; поэзи хайлвĕн хăйне евĕрлĕхне туйма вĕренни;
- илемлĕ хайлавпа ĕçлемелли пуçламăш хăнăхусем калăпланни; хайлавсен содержанине ăса хывмалли тата асăмламалли мелсене вĕренсе пыни.
Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, илемлĕ вулав, кластер, синквейн, ыйту-хурав.
Пуплеве аталантарасси: вуланă текстпа усă курса палăртнă шухăша çирĕплетесси; илемлĕ вуласси, сăвăсене шайлаштарса тишкересси.
Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, проектор, сăвăçсен портречĕсем, презентаци.
Урок тĕсĕ: интеграци урокĕ.