Леонтьева М. Н., Трофимова С. А. |
Ачасен пуплевне аталантарас тесе мĕн тумалла- ха? Чи малтанах ачапа калаҫмалла, ачасене кĕнеке вуласа памалла, юрă-кĕвĕ итлеттермелле, ташлаттармалла, юрлаттармалла, ачесен ыйтăвĕсем ҫине тĕрĕс хурав памалла, тавра курăмне аталантармалла. Нумай чухне ачан пуплевĕ ашшĕ-амăшĕнчен, ҫемьинчен тата йĕри-таврари пулăмран килет. Ача садĕнче те ĕнтĕ тĕрлĕ мелсем шыратпăр ачасен пуплевне аталантарма. Пĕр япала ачасене кăна мар воспитательсене те, ашшĕ-амăшне те йăлĕхтарать. Ҫавна май ҫĕнĕрех тата интереслĕрех мелсем шыратпăр.