Саватьева Л. Н., Петрова А. А. |
Задачисем:
- Ачасене юмаха йĕркипе калама вĕрентесси.
- Панă ыйтусем çине туллин хуравлама вĕрентесси.
- Темиçе предложении çыхăнтарса çыхăнуллă калав калăплама хăнăхтарасси.
- ТРИЗ технологийĕпе , мнемотаблицăпа усă курма вĕрентесси.
- Пĕр- пĕринпе туслă, килĕштерсе пĕр камандăра ĕçлеме хăнăхтарасси.
Кирлĕ хатĕрсем: çыру, посылка, çип çăмхи, мечĕк, презентаци, карçинкка, тилĕ ÿкерчĕкĕ, асамлă арча, мнемотаблица, алсиш, тутăр, асамлă хутаç, çакăр ( тетте), «Çарăк юмахăн маскисем».
Малтанах тумалли ĕç: юмахсем вуламалла, мнемотаблицăпа усă курма юмах калани, Тилĕ ÿкерчĕкне тишкерни.