Морозова В. Г. |
Тĕллевсем:
- ачасене Космонавтика кунĕ çинчен каласа парасси;
- ачасене уçлăх, Çĕр, Уйăх çинчен пуçламăш пĕлÿ парасси;
- Юрий Гагарин космонавт пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарасси;
_ геометри фигурисене çирĕплетесси;
_ ачасен тавракурăмне анлăлатасси, пултарулăхне аталантарасси;
_ пултарулăх ĕçне явăçтарасси.
Словарь ĕçĕ: уçлăх, космонавт, Юрий Гагарин.
Курăмлăх хатĕрĕсем: Ю. Гагарин, Белка тата Стрелка йытăсен портречĕсем, çăлтăрсене тата Уйăха сăнланă ÿкерчĕксем, хăмпă, геометри фигурисем, тĕрлĕ фигурăсенчен тунă ракета макечĕ, пазлсем, хура хут, çаврашка касса кăларнă картун, кăранташсем, тĕрлĕ тĕслĕ сăрă.