Л. Г. Петрова |
Сывлăха упрас технологин тĕп тĕллевĕ – шкулта, шкул тулашĕнчи мероприятисенче пулнă вăхăтра ачан сывлăхне упрасси, шкул ачин сывă пурнăç йĕркине йĕркелес пĕлĕвĕпе хăнăхăвĕсене аталантарасси, илнĕ пĕлÿпе кулленхи пурнăçра усă курма вĕрентесси. Çитĕнекен ăру пур енлĕн аталанасси вĕсен ашшĕ-амăшĕнчен те, вĕрентекенсенчен те, патшалăхран та килет.
Медицина тĕрĕслевĕсем тăрăх, шкулта вĕреннĕ вăхăтра ачасен сывлăхĕ самаях хавшать. Тухтăрсем çирĕплетнĕ тăрăх савăк кулă, лайăх кăмăл чи сиплĕ, тÿлевсĕр эмел шутланать. Сывлăха çирĕплетесси, упрасси кашни çыннăн хăйĕн аллинче. Кун йĕркине пăхăнни, спортпа туслă пулни çын кун-çулне чылай вăрăмлатма пулăшать. Час-часах: «Сывлăха сутăн парса илме çук», _ тенине те илтетпĕр. Апла пулин те çамрăксем эрех-сăрапа, пируспа, наркотиксемпе туслашнине курма пулать.