Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Тăван чĕлхене, литературине тата культурине вĕрентекенсен паха опытне сарас, вĕсен кулленхи ĕçне çăмăллатма çителĕклĕ чухлĕ чăвашла уяв сценарийӗ пуçтарас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ çулсерен воспитательсемпе учительсем чăвашла çырнă сценарисен конкурсне ирттерет.
2021 çулта конкурса тĕрлĕ вĕренÿ организацийĕнче ĕçлекен педагогсем хутшăнчĕç. Жюри 193 ĕç пăхса тухрĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ уяв сценарисем — 111 ĕç (57,5%), уроксем хыççăнхи мероприятин сценарийĕ – 46 ĕç (23,8%), ача ашшĕ-амăшĕн пухăвĕн, класс сехечĕн тата спорт мероприятийĕсен сценарийĕсем пурĕ пĕрле 36 ĕç (18,7%).
Хаклав критерийĕсене (хальхи вĕренÿ ĕçĕн тĕллевĕсемпе задачисене тивĕçтерни, вĕренекенсен ӳсĕм тата пĕлÿ шайне шута илни, мероприятин хăйне евĕрлĕхĕ, çĕнĕлĕхсем пурри) тĕпе хурса жюри 96 çĕнтерÿçĕпе призёра палăртрĕ.
Конкурса тăратнă сценарисенчен ытларахăшĕ чăваш йăли-йĕркипе çыхăннă (Сурхури, Мăн кун, Çăварни, Вăйă, Улах), патшалăх уявĕсене уявламалли сценарисем шутĕнче – Чăваш чĕлхи кунне ирттересси, Çĕнĕ çул уявĕ, Хĕрарăмсен кунне тата Çĕнтерÿ кунне уявласси.
Сценарисем тематика пуянлăхĕпе палăрса тăраççĕ. Ку енчен уйрăмах ача сачĕсен воспитателĕсене ырламалла.
Чылай сценари Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкĕпе çыхăннă. Сценари тума проза материалĕпе те, поэзипе те усă курнă. Илемлĕ литература тексчĕсенчен пьесăсем тăвакансем пур. Чылай сценарие юрă-ташă пуянлатать.
■ Смирнова Лариса Алексеевна.
Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн методисчĕ
 
: 258, Хаçат: 3 (42), Категори: Методика

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: