Сапăрлăх тĕллевĕ: Ачасен словарь йышне пуянлатасси, тавракурăмне аталантарасси.
Пĕлÿ тĕллевĕ: Ачасене чăваш йăли – йĕркипе паллаштарасси, хăнана чĕнме вĕрентесси.
Аталантару тĕллевĕ: Тăван чĕлхене, тăван культурине хисеплеме, упрама, юратма вĕрентесси.
Мелпе меслетсем: ыйту - хурав, учитель сăмахĕ, харпăр хăйне тĕрĕслени, правилăсемпе усă курма хăнăхтарусем пурнăçлани, пĕтĕмлетÿсем туни, ĕçе хаклани, шырав,тишкерÿ, мăшăрпа ĕçлени, хĕвеллĕ кластер туни.
Пуплеве аталантарас хăнăхусем: сасӑсене тĕрĕс калани; ыйтусем пани, хуравлани, илемлĕ те тĕрĕс вулани,ҫыхӑнуллӑ каласа пама вĕрентни. хӑнӑхусене аталантарни,сӑмах йышне пуянлатни,ҫыхӑнуллӑ пуплева аталантарни.
Словарь ĕçĕ: менельник- çуралнă кун
Урокра кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, экран.
Курăмлăх хатĕрĕсем: урок презентацийӗ, слайдсем, карточкӑсем, смайликсем.
Урок юхăмĕ.
Урока йĕркелесе яни.
Вĕрентекен:
Çак кун савнать те юрлать манăн чун.
Ал парсам пурăнма пĕр-пĕрне .
Сунас тетпĕр чунтан ырă кун.
Ырă кун пултăр, ачасем, сире!
Урок темине шыраса тупни. Тĕллевсене лартни. (1 слайд)
Вĕрентекен:
Турат çинчен турат çине
Сике-сике пакша
Чĕнет ытти чĕр чунсене:
-Килсемĕр хăнана!
- Çак сăвăра мĕнле чĕр чун çинчен çырнă?
-Пакша чĕр чунсене ăçта чĕнет?
-Паян эпир урокра мĕн çинчен калаçăпăр-ши? Пирĕн мĕн тума вĕренмелле?