Журнала материал ярса парас пулсан пирĕн авторсен хăш-пĕр уйрăмлăхсене шута илме тивет. Тĕпрен илсен вĕсем çаксем:
1. Хатĕр материалпа пĕрле заявлени ярса памалла (пирĕн патăрта заявленисĕр материалсем "тусанланса выртаççĕ". Питĕ шел. Вĕсем хушшинче самаях лайăх та усăллă материалсем пур).
2. Автор фото сăнĕ пулмалла (хăвăра килĕшекенни).
3. Материалсен (презентацисен, статьясен, урок планĕсен) рецензийĕ пулсан аванччĕ.
4. Урок планĕсене е презентацисене уйрăммăн ярса панă чухне вĕсем çумне уйрăм файлпа ăнлантарса çырнине çыпăçтарăр.
5. Презентацисене 1 мегобайтран ан ирттерĕр.
6. Статьясене, тархасшăн, "чăвашла" шрифтсемпе ан çырăр. Вĕсене йĕркене кĕртме вăхăт кирлĕ (вăл ахаль те сахал).
7. Видеоматериалсем, аудиоматериалсем 5 меобайтран ытла ан пулччĕр.
8. Видеоматериалсене "Чăваш шкул" интернет-телевиденире вырнаçтарасшăн пулсан ун пирки асăрхаттарса хăварăр.
9. Кашни материал çумне уйрăм заявлени çырăр.
10. Сертификат кирлĕ мар пулсан ун пирки заявленире асăрхаттарса хăварăр.
Комментарисем:
► Роза Иванова (2012-04-08 16:22:38):Манăн урок планĕ сирĕн пата çитрĕ-ши? Пĕлес килет. Тавтапуç.
► admin63 (2012-04-09 16:24:02):
Сирĕн материала илтĕмĕр. Пысăк тав. Çитес номерсенче усă курма тăрăшăпăр.
► laris72 (2012-04-12 20:43:52):
Журналăн 1-мĕш № материал ярса панăччĕ "Гурий Чаржов - Йăлмахва çыравçи". Сертификат кирли çинчен палăртман. Каярах юлтăм пулсан та хăю çитерсех хама сертификат ярса пама ыйтасшăн. Тавах мана ăнланнăшăн.
► admin63 (2012-04-13 15:02:02):
Паллах, ярса паратпăр.