Генералова Г. П. |
Урок тĕсĕ: килти вулав урокĕ.
Сапăрлăх тĕллевĕ: хайлавсенче хускатнă патриотлăх, гражданлăх туйăмне мала кăларса, этемĕн чун-чĕре пахалăхĕсене çыхăнтарса вĕсене тĕрĕс ăнлантарма пĕлни, йывăрлăха çĕнтерме вĕренни.
Аталантару тĕллевĕ: вĕренекенсен пĕлÿ, хăнăху туянас, шухăшлас, ĕçлес пултарулăхне аталантарни.
Пĕлÿ тĕллевĕ: хайлава тишкерме, темипе проблемине, тытăмĕпе сăнарĕсене, сюжетне ăнланма вĕрентнине аталантарни.
Мелпе меслетсем: учитель сăмахĕ, словарь ĕçĕ, ыйту-хурав, тишкерÿ, шырав, калаçу, критикăлла шухăшлав технологийĕн мелĕсем: кластер, синквейн.
Пуплеве аталантарас хăнăхусем: ыйтусем çине туллин хуравлама, кирлĕ вырăнсене вуласа каланине çирĕплетсе пыма, шухăшлавне аталантарма, çыхăнуллă каласа пама вĕрентни.
Литература теорийĕ: хайлав тытăмĕ.
Словарь ĕçĕ: чĕкеç шатри.
Урокра кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, экран.
Курăмлăх хатĕрĕсем: çыравçă кĕнекисен выставки, презентаци, вăрçă çинчен видеоролик.