Урок тĕсĕ: темăна тата çĕнĕрен илнĕ пĕлĕве çирĕплетмелли урок.
Харкамлăх результачĕсем:
1. Вĕренĕве кăмăлпа хутшăнма явăçни.
2. Вĕренÿ тĕллевĕпе вĕренÿ результачĕ хушшинчи çыхăнăва палăртма пĕлни.
3. Чăтăмлăх, тÿсĕмлĕх, тивĕçлĕх, çынлăх ыйтавĕсене пурнăçра илнĕ опытпа танлаштарса хаклама пултарни.
Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем (пур предметпа та веренме кирлисем):
1. Харпăр хăй тĕллĕн ĕçлес-тăвас туртăма аталантарни.
2. Информацие шырас тата пуçтарас ĕçре хавхаланса ĕçлени, проблемăна асăрхама тата пахалама юрăхлă май суйласа илме вĕренни.
3. Çĕнĕ информацие хак пани, танлаштарни; сăлтавпа тĕллев çыхăнăвне палăртма вĕренни.
Предметăн пайрăм (предмета вĕреннин) результачĕсем:
1. Хайлавăн тĕп проблематикине харпăр хай тĕллĕн хак парса уçса пани.
2. Çыравçă пурнăçĕ урлă вăл пурăннă вăхăта хак пама пултарни.
3.Çыравçă пурнăçĕнчи чăн ĕçсем илемлĕ хайлавсенче ÿкерĕннине курма хăнăхнине тарăнлатни.
Предмет результачĕ: вăрçă çулĕсенче госпитальте ĕçлекен сывлăх хуралçисен ырă та пархатарлă, паттăр ĕçĕсемпе паллашни, вĕсем чăтăмлă та тÿсĕмлĕ пулни, хăйсен умĕнчи тивĕçне пурнăçланине уçса пани.
Пулмалли результатсем: Илпек Микулайĕн «Госпитальте» калавĕнчи хайлавĕсенчи паттăрлăхпа тивĕçлĕх, чăтăмлăх, тÿсĕмлĕх, çынлăх ыйтăвĕсем сăнарсем урлă уçăлнине хак пама пĕлнине аталантарни.
Технологисем: информаципе коммуникаци, проблемăллă вĕренÿ, сывлăха упрас, критикăлла шухăшлав, харпăрлăха аталантарас, ушкăнра хутшăнса ĕçлесси.