Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Ефимова Валентина Павловна
Ефимова Валентина Павловна
( Çеçпĕл Мишшин пурнǎçĕпе пултарулǎхĕ)
 
Тĕллевсем:
1. Поэт пурнǎçĕпе пултарулǎхĕпе паллаштарасси. Унпа çыхǎннǎ паллǎ вырǎнсем çинчен каласа парасси.
2. Поэт сǎввисене тата ǎна халалласа çырнǎ сǎвǎсене вуласси.
3. Çеçпĕл Мишшине сума сǎвас, ун çинчен татах та нумай тĕпчесе пĕлес кǎмǎла çĕклесси.
 
Кирлĕ хатĕрсем: 1) презентаци
2) кĕнекесен выставки.
 
Ертсе пыракансем: Тулкина Анастасия тата Рязанов Вадим.
 
Литература каçĕнче Çеçпĕл Мишшин «Пуласси», «Хурçǎ шанчǎк», «Ан васка-ха каймашкǎн, тǎхта» сǎввисене чǎвашла, «Çĕн кун аки» сǎвва вырǎсла тата акǎлчанла, Анатолий Смолинǎн «Çÿретпĕр Çеçпĕл çулĕпе», «Çеçпĕл Мишшине», «Çеçпĕл палǎкĕ тавра» сǎввисене, А Ильинǎн «Çеçпĕл халалĕ» сǎвǎ сыпǎкне, С Яруткинǎн «Çеçпĕл» сǎвǎ сыпǎкне вулаççĕ.
 
Литература каçĕн сценарийĕ:
 
Настя: Ырǎ кун пултǎр, пурне те! Паян, чÿк уйǎхĕн 16-мĕшĕнче Чǎваш поэчĕ, çĕнĕ Чǎваш сǎввисене уçса параканĕ Çеçпĕл Мишши çуралнǎранпа 110 çул çитрĕ. Çак юбилее пирĕн республикǎра та поэт пурǎннǎ вырǎнсенче те анлǎн палǎртаççĕ. Паян эпир унǎн пурнǎçĕпе пултарулǎхĕ çинчен калаçǎпǎр, сǎвǎсем вулǎпǎр.
Вадим: Çеçпĕл Мишши – Чăваш автономийĕн пĕрремĕш çулĕсенчи патшалăх тата общество деятелĕ, чăваш литературинчи силлабо-тоника сăвă йĕркине пуçарса яраканĕ. Чăваш поэзине аталантарас ĕçре ăна вырăссен классикăлла поэзийĕ, революцичченхи чăваш литератури, сăмахлăхĕ хавхалантарса пынă.
 
Настя: Çеçпĕл – çуркунне тухакан пĕрремĕш чечек. Ахальтен мар сăвăç хушма хушамат валли çак ята суйласа илнĕ. Вăл хăйне сăвă çырас пултарулăхĕн пуçламăшĕнче Этемлĕхĕн çуркуннене Хыпарлаканĕ пек туйнă. Çуркунне Çеçпĕл Мишшин чи юратнǎ вǎхǎчĕ пулнǎ.
Вадим: Çеçпĕл… Вǎл çуралать чи малтан çуркунне.
Ахаль мар илнĕ сǎвǎç чечекĕн ятне:
Тǎван халǎх кун-çулĕ çинчен шутлакан
Çурхи тǎм тивесрен те пачах хǎраман.
 
Настя: Çеçпĕл Мишши (Михаил Кузьмич Кузьмин) 1899 çулхи ноябрĕн 16-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнинчи Çĕрпÿ уесĕнчи Касакасси ялĕнче (халĕ Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕ) чухăн хресчен килйышĕнче çуралнă. Ашшĕ – Кузьма Федорович, амǎшĕ – Агафия Николаевна ятлǎ.
Вадим: Мишша çемьере малтанхи ача пулнǎ. Ун хыççǎн Гурий, Петĕр, Кирилл, Илья, Ульяна çуралнǎ. Вĕсем пурте туслǎ ÿснĕ.
 
Настя: Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пулас поэт Шăхасан вулăс кантурĕнче переписчик пулса ĕçленĕ. 1914-1917-мĕш çулсенче Шăхасанти учительсем хатĕрлекен иккĕмĕш класлă шкулта вĕреннĕ.
Вадим: Вăл литературăпа питĕ интересленнĕ, хай те çырма пуçланă, юлташĕсемпе пĕрле алăпа çырса «Çăлтăр» ятлă журнал кăларса тăнă. 1917 çулхи кĕркунне поэт Тутар республикинчи Теччĕ хулинчи учительсем хатĕрлекен семинарие кайса кĕнĕ. Часах çамрăксем хушшинче агитатор пулса ĕçлеме тытăннă. Çеçпĕл тăван литературăна аталантарас тесе çине тăрсах, чун-чĕререн тăрăшнă, хăйĕн паллăрах сăввисене «Пурнăçпа вилĕм», «Пуласси»«Чăваш чĕлхи», «Чăваш ачине», «Эп вилсен», «Чăваш поэтне Ахаха асăнса», «Чăн чĕрĕлнĕ», «Йывăр шухăшсем» т. ыт. те çырнă.
( «Пуласси» сǎвва Шайхутдинов Руслан вулать.
ПУЛАССИ
Çил-тăвăл иртсессĕн йăлтăра çанталăк
Кăмăллăн та лăпкăн ачашланса канĕ.
Юмахри илемлĕ çут кĕмĕл çурт майлă
Çут тĕнче çуталĕ, çĕнелсе лăпланĕ.
 
Ирĕклĕхшĕн вилнĕ тăвансенĕн юнĕ
Чĕлтĕрти çеçкеллĕ хĕрлĕ чечек пулĕ.
Кĕмĕл сывлăм шывĕ чечек çинче çунмĕ, —
Çунĕ çут тĕнчешĕн тăкăннă куççулĕ.
 
Чухăнлăх, пуянлăх, уйрăмлăх йăранĕ
Ирĕкпе çĕнелнĕ пурăнăçран тарĕ,
Чĕрере ачашшăн çунĕ, çулăмланĕ
Тантăшлăх, тăванлăх, юрату кăварĕ.
 
«Пурнǎçпа вилĕм» сǎвǎ сǎмахĕсемпе халǎх юрǎ хывнǎ. Çак юррǎн 3 куплетне юрлани)
 
ПУРНĂÇПА ВИЛĔМ
Ушкăн-ушкăн шур пĕлĕт иртет...
Тăлăх хирте каç пулса килет.
Курăксене тайса çил вĕрет,
Çĕр çумĕпе тусан вĕçтерет...
 
Хирте пĕр тĕмеске пĕр-пĕччен...
Тăпри çине пуснă вĕлтĕрен.
Вилнĕ çын тăпри вăл — çак тăпра,
Ырă çынни вилнĕ вăрçăра.
 
Ĕç ачи вăл. Çĕнĕ пурнăçа
Сыхласа вилнĕ вăл — çапăçса.
Чухăнсемшĕн хăйĕн кун-çулне,
Çамрăк ĕмĕрне вăл хĕрхенмен.
 
 
Настя: Теччĕре вĕреннĕ чухне унǎн çывǎх юлташĕ Павел Бекшанский пулнǎ. Çеçпĕл Мишши юлташĕсемпе пĕрле халǎхран кĕнеке пухса библиотека уçать. Каярахпа библиотека заведующийĕнче Чĕмпĕр хулинчен темиçе уйǎхлǎха пынǎ вырǎс хĕрарǎмĕ Анастасия Петровна Червякова ĕçлет. Çеçпĕл мĕн пĕчĕкрен кĕнеке вулама юратнǎ, пушǎ вǎхǎта яланах библиотекǎра ирттернĕ. Ÿнта вǎл Анастасия Петровнǎпа çывǎх паллашать, вĕсем пĕр-пĕрне сума суни кĕçех юрату туйǎмне çаврǎнать.
Вадим: Анчах пурнǎç шǎпи пĕрле пулма пÿрмен мĕн вĕсене. Анастасия Петровнǎн Чĕмпĕре таврǎнма тивет, Çеçпĕле Шупашкара чĕнсе илеççĕ. Вĕсен урǎх курнǎçма май килмен. Çеçпĕл Мишши Анастасия Петровна патне çĕре яхǎн çыру çырнǎ. Çак çырусенче вǎл хǎйĕн юратǎвĕ çинчен çырнǎ.
 
(Федорова Оля сǎвǎ вулать)
Ан васка-ха каймашкǎн, тǎхта –
Пĕр минут, пĕр самант та пулин!..
Талтлатать шух чĕрем кǎкǎрта,
Юратать те, шанмасть те туллин.
 
Пĕр минут, пĕр самант та пулин,
Савнǎ тусǎм манпа эс юлсам,
Пурнǎçра эпĕр иккĕн халь тин
Пĕр çулпа каяймастпǎр пулсан!
 
Савнǎ тусǎм, юлсам манпала,
Лǎш пулам кǎкǎру çумĕнче!
Сивĕ-и, шǎрǎх-и, - малалла
Хурлǎх çулĕ халь куç умĕнче.
 
Настя: Çеçпĕл Мишши 1920 çулта раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче юстици уйрăмĕн ĕçĕсемпе Хусана командировкăна тухса кайнă. Вăл Хусанта чухне, раштав уйăхĕн 25-мĕшĕ умĕнхи каç Юстици уйрăмĕн çуртĕнче вут тухнă. Юстици çуртне вут тĕртме хатĕрленĕ тенĕ суя сăмахпа Çеçпĕле арестленĕ. Юлташĕсем Çеçпĕл Мишшине хăйсен çăклăхне илсе 1921 çулхи нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче ирĕке кăларнă.
Вадим: Çав йывăр вăхăтра Çеçпĕле тепĕр инкек пырса çапнă: шăмă туберкулезĕ ăна пĕтĕмпех аптратса çитернĕ. Сывлăхĕ хытах хавшаса çитсен, кăштах сывалма поэт Крыма тухса кайнă. Евпаторири санаторире «Чăваш, чăваш», «Тинĕсе», «Инçе çинçе уйра уяр», «Çĕн Кун аки», «Катаран каç килсен» сăввисене çырнă.
 
Настя: Çеçпĕл Мишшин «Çĕн кун аки» сăввине тĕнчери 55 чĕлхене куçарнă.
 
( сǎвва вырǎсла _____________________ , акалчанла ____________________ вулать.
Пашня нового дня.
Из синевы рассвета плуг отлит
В оглоблях – солнце. Это новый день,
Чья голова в лучах зари горит,
На пашню едет мимо деревень.
Чуваш с могучим сердцем, житель новой эры,
Плечами, подбирая неба свод,
Шагнет в простор, одеждой солнечной сверкая;
Обнимет новый день его с любовью, верой,
И путь, что впереди, цветами уберет
Интернационала радуга живая.
 
Вадим: 1921 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Çеçпĕл Киеври илемлĕх шкулне вĕренме кĕнĕ. Илемлĕх шкулĕнче ик эрнене яхăн вĕреннĕ хыççăн Киеври уес çар комиссариачĕ Çеçпĕле, çар службинчен хăтарнă вăхăчĕ пĕтнĕрен, Хĕрлĕ Çар ретне йышăннă. Çак вǎхǎтра поэт «Хурçǎ шанчǎк» сǎвǎ çырать.
(Рязанов Вадим сǎвва пǎхмасǎр вулать)
 
Çĕршывăм хăюллăн вăранĕ,
Тапранĕ кăвар кайăкла:
«Çук, çук» теекен улталанĕ,
Кам «çук» тет, ун чунĕ — чăлах.
 
Унччен-ха — айван пек çĕршывăм,
Унччен-ха — чăваш ыйăхлать.
Ан тив, тем пулсан та, вăл вăйлăн —
Паян чĕрĕлсе тăрасла...
 
Хĕвелĕн кăварлă хĕлхемĕ
Çĕре чечекленĕ чухне
Кам курнă çанталăк илемĕ
Пăрпа пăрланса шăннине?
 
Ан тив, хĕл шăнтса пăчăртатăр
Ăш еншĕн сикен чĕрене,
Хăюллă куçпа палăртатпăр
Çĕн кун вутланса килнине.
 
Чĕрем, сик хăюллăн, хавассăн,
Хăюлăх юрри кĕвĕле —
Чăваш чĕрĕлнине курмалла сан,
Ăна тĕл пулса илмелле...
 
Курап: чĕрĕлет чăваш ячĕ,
Таçта аслатиллĕ саспа
Юратнă çĕршывăн хăвачĕ
Часрах вăранасшăн тапать...
 
Хастарлă, хыт утăмлă пулăр,
Çĕршывăн хастар ачисем,
Вут кайăклăн вĕçĕр, ан юлăр,
Ан юлăр кун-çул уттинчен.
 
Çĕршывăн пит-куçĕ çĕнелĕ,
Ыран-и, паян-и вăл? — Час...
Кам «çук» тет, çав — суеç чĕлхеллĕ;
Кам «мар» тет, çав — суккăр, чапрас.
 
Ыран-и, паян-и... тĕреклĕн
Вутланĕ çĕршывăм чĕри,
Кăварлă чечеклĕн чечеклĕ
Çĕре çĕн хĕвелĕн юрри.
 
Çĕршывăм хĕвеллĕн çуталĕ,
Тапранĕ кăвар кайăкла.
Кам хирĕç калаçĕ — улталĕ,
Кам «мар» тет, ун чунĕ — чăлах
 
Настя: Туберкулез чирĕ амаланса пынă пирки ăна Хĕрлĕ Çар службинчен хăтарнă. Кун хыççăн сăвăç хăйĕн Чернигов кĕпĕрнин Остер уесĕнчи Кашкăр Сăрчĕ ялĕнче пурăнакан тусĕ Федор Пакрышень патĕнче пурăннă. Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче вăл Остер уесĕнчи çĕрĕç пайне делопроизводителе ĕçлеме кĕнĕ. Унта вăл делопроизводительре тата çĕнĕ çĕре куçакансен комисси инструкторĕнче ĕçленĕ, Атăл тăрахĕнчен выçлăх çулхине тухса килнĕ çынсене пулăшу кÿрес пирки хытă тимленĕ.
Вадим: Сăвăç 1922 çулхи çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче Остер хули çывăхĕнчи Кивĕ хула ятлă ялта çакăнса вилнĕ. Çак тǎлǎх вил тǎпринче Çеçпĕл Мишши вǎтǎр çул ытла – 1954 çулхи чÿк уйǎхĕн 5-мĕшĕччен канлĕ çывǎрнǎ. Унтан вил тǎприне çĕнĕ çĕре, Остер хули варрине парка куçарнǎ.
 
Настя: Поэт пурнǎçĕ вилĕмсĕр.
 
Кашни таса чĕреллĕ чăвашра
Эп Çеçпĕле паян курса тăратăп:
 
Вадим: Ĕçлет уйра, ĕçлет вăл стройкăра,
Сăввисене хапăлласах вулатăп.
 
Настя: Çак самантра та ун сăвви янрать,
Кăвар чĕреллĕ поэта тăнлатпăр,
 
Вадим: Апла пулсан, вилмен вăл, пурăнать,
Унпа пĕрле ÇĔН КУН АКИ тăватпăр.
( А.Ильин «Çеçпĕл халалĕ»)
 
Настя:Çеçпĕл Мишши, унǎн сǎнарĕ, кашни юрри-сǎвви, сǎмахĕ Чǎваш халǎх чĕринче, асĕнче пурǎнать. Унǎн ятне пǎрахута, хǎй çуралнǎ яла, библиотекǎсене, шкулсене, Шупашкарти пĕр урама панǎ. Шупашкарта Çеçпĕл палǎкĕ, кинотеатр, тата музей пур.
Вадим: Çеçпĕле сума суса пирĕн сǎвǎçсем, композиторсем, ÿнерçĕсем сǎвǎсем, юрǎсам, картинǎсем чылай çырнǎ. Киеври илемлĕ фильмсен А.П.Давженко ячĕллĕ киностудии «Çеçпĕл» фильм ÿкернĕ.
 
( Марина А.давыдов- Анатрин _________________________ сǎввине вулать.
 
Яна А. Смолинǎн «Çÿресчĕ Çеçпĕл çулĕпе» сǎвва вулать
ÇЎРЕТПĔР ÇЕÇПĔЛ ÇУЛĔПЕ
Кейÿ хули ытла хитре-çке,
Тĕлĕнтерет илемĕпе.
Кунта тахçан çÿренĕ Çеçпĕл...
Çÿретпĕр Çеçпĕл çулĕпе.
Таçта хаяр çилсем вĕреççĕ
Мăнаçлă Днепр çумĕпе.
Кунта мăнаçлăн утнă Çеçпĕл...
Çÿретпĕр Çеçпĕл çулĕпе.
Пире, Кейÿ, ялан кĕт эсĕ
Кăвар чĕреллĕ Çеçпĕлпе.
Асран кайми туссен кĕтесĕ
Мухтавлă халăх чунĕ пек.
Темле хурах хурне тÿссен те
Пире çул парĕ çÿл тÿпе...
Ытарайми хастар туссемĕр,
Çÿресчĕ Çеçпĕл çулĕпе.
 
Катя А. Смолинǎн «Çеçпĕл палǎкĕ тавра» сǎвва вулать
ÇЕÇПӖЛ ПАЛĂКĔ ТАВРА
Çеçпĕл палăкĕ тавра
Пухусем хĕрсех иртеççĕ.
Пĕрисем тарла-тарла:
«Çеçпĕл – пирĕн ҫын вӑл», – теççĕ.
 
Теприсем вара кӑра:
«Çеçпĕл пирĕнпе кăна вӑл...»
Çеçпĕл палăкĕ тавра
Явăнать ялавлă явăл.
 
Çеçпĕл палăкĕ тавра
Поэтпа пайта тăваççĕ.
Куçарасшӑн тавара
Ун таса ятне хальхаççăн.
 
Хак парар-ха хамăра,
Пуç тавра кăштах шутласчĕ...
Çеçпĕл палăкĕ тавра
Çеçпĕле сума сăвасчĕ.
 
 
ÇЕÇПĔЛ МИШШИНЕ сǎвва Настя вулать.
Чӳк уйăхĕ. Кичемлĕх çук темме.
Кам хăйтăр халĕ: «Çеçпĕл çук», – теме.
Пире чĕнет Вӑл чӳклеме чунне,
Эпир тăнлатпăр чăн Поэт чанне.
Вӑл янăрать санра, манра – чунра,
Çӳл тӳпери çап-çут çăлтăрсенче.
Мӗн пур тĕнче вырнаçнă çак çынра,
Вӑл хăй те çут тĕнче ытамĕнче.
Çĕн Кун килет Поэт тивлечĕпе,
Вӑл çут шевле сарриллĕ паянтан.
Тупа тăватпăр Çеçпĕл ячĕпе:
Малашлăхшăн, чăваш, часрах вăран!
Çитет кĕлмĕçленме те тĕлĕрме,
Мухтавлă халăхра хуман хăват!
Тек хăратаймĕ выçлăх та тӗрме.
Эй, Чăнлăх Чанĕ, чăваша вăрат!
Кам пӳлтĕр халь Поэтăмăр çулне,
Вӑл кĕрешет пăхмасăр нимĕне.
Чăвашлăхшăн чӳклет чун илемне
Чĕнсе пире пĕр АСЛĂ НИМЕНЕ.
…Чӳк уйăхĕ. Кичемлĕх çук темме.
Çĕн Кун килет сирсе сĕм тĕттĕме.
Илем элемĕ çĕкленет, элле,
Унпа пӗрле чăваш çĕкленмелле.
 
 
 
 
 
Усǎ курнǎ литература:
1. Волков А. Çеçпĕлте. // Тǎван Атǎл. – 1989. – 11 №. – 55-54 с.
2. Иванов Н. Çеçпĕлшĕн тǎкǎннǎ куçулĕ…// Ялав. – 1998. - 6№. – 100-107 с.
3. Иванова Л.В. Большая любовь – большое творчество. // Халǎх шкулĕ. – 2009. 5 №.. -42-45.
4. Петров К. Çĕн ĕмĕр чǎвашĕ. // Тǎван Атǎл. – 1989. – 11 №. – 66-68 с.
5. Садюков Н.И.. Овеян ветром революции. // Халǎх шкулĕ. – 2009. – 4 №. – 47-50 с.
6. Смолин А.С. Çÿретпĕр Çеçпĕл çулĕпе. Сǎвǎсем, куçарусем. – Шупашкар: Чǎваш кĕнеке издательстви. 1999. – 5-10 с.
7. Сементер Ю. Кая юлса ситнĕ сǎвǎсем. // Тǎван Атǎл. – 1989. – 11 №. – 1-4 с.
8. Çеçпĕл Мишши. Чунǎмçǎм, çунатǎмçǎм. // Ялав библиотеки. 1989. - 1-2№
9. Электронлǎ кǎларǎм. Çеçпĕл Мишшинпоэзи тĕнчи. // Нац. Б-ка Чуваш. Респ. – Чебоксары, 2009.
10. Эртиван В. Юр айне пулнǎ саркайǎк. // Тǎван Атǎл. – 1989. – 11 №. – 58-66 с.
■ Ефимова Валентина Павловна.
Куславккари 3-мĕш вăтам шкулти вĕрентекен

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 3252, Хаçат: 2 (2), Категори: Сценарисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: