Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать,
Шăпчăк та юрлать кунта ав чăвашла.
Сассăм пин чěлхеллě халăх хушшинче
Янăрать сăпайлăн, уççăн чăвашла.
Тăван халăх, тăван сăмах, тăван культура шăпи пурне те кăсăклантарать, шухăшлаттарать, хумхантарать.
Халăхăмăрăн йывăр та, çав вăхăтрах телейлĕ кун – çулĕ пин – пин çула тăсăлать. Асаплă пусмăр айĕнчен хăтăлса тухса, тĕнче кисренĕвĕсенче чĕррĕн юлса вăл çĕнĕ ĕмĕре хăй ячĕпе утса тухрĕ. Мĕн юлнă унăн сĕм аваллăхран? Тĕлĕнмелле сăваплă йăла – йĕрке, ăмсанмалла хитре тĕрĕ – эреш, чуна уçăлтармалăх сăвă – юрă, чĕрене килентермелĕх ташă – кĕвĕ, вутра çунман, шывра путман, çĕрте çĕрмен тăван чĕлхемĕр юлнă. Йăхран-йăха куçса пыракан йăла-йěркесенче, уявсенче халăхăн чунě, кун-çулěн шăпи, телейě, ěмěт-тěллевě палăрать. Вěсем çамрăк ăрăва йěркеллě ÿсме, сăпайлă та пултаруллă пулма, йывăрлăхсемпе чăрмавсене хăюллăн çěнтерсе пыма вěрентнě.
Эпир, Елчĕк районĕнчи Çирěклě Шăхальти вăтам шкул вĕрентекенĕсем, воспитани ĕçĕнче хамăр халăхăн психологине, тěнче курăмне, йăли-йěркине шута хума тăрăшатпăр. Чăваш халăхěнчен вěренмелли çав тери нумай. Çакна шута илсе эпир те халăхăн йăли-йěркисене тěпчесе сцена çинче выляса кăтартатпăр. «Улах ларни», «Сурхури», «Çăварни» уявěсем, вěренекенсемпе вěрентекенсем пěр картана тăрса вăййа тухни шкул ачисен асěнче нумайлăха юлаççě. Çăварни уявне шкулěпех хутшăнатпăр. Унта ěлěкхи йăла-йěркесене пурне те туса ирттеретпěр. Тăвайккинчен ярăннинчен пуçласа улăм кěлеткине çунтарни, каçару ыйтни, икерчě çини, лавсемпе çăварни юрри юрласа катаччи чупни – çаксем тăван халăх йăли-йěркине малалла та тытса пыма хавхалантаракан самантсем пулса юлаççě.
Çулсерен шкулта Акатуй уявĕ иртет. Вăл – чи юратнă уявсенчен пěри. Унта çывăхри шкулсене те чěнетпěр.
Акатуйăн пěрремěш пайěнче –уяв линейкинче çулталăк пěтěмлетěвне тăватпăр, вěрентÿпе воспитани ěçченěсене, вěренÿ «паттăрěсене» чыслатпăр. Унтан ачасен пултарулăх коллективěсем концерт кăтартаççě. Акатуй программмине ěлěкрен пыракан тата хальхи вăхăтри вăй – хал вăййисене, шÿтлě вăйăсене кěртетпěр. Ăна курма ялти халăх та йышлă пухăнать.
Акатуй уявне шкул чылай малтан хатěрленме пуçлать. Классенче уяв йăли – йěрки çинчен калаçусем иртеççě, капăр çи – пуç хатěрлеççě. Кашни класс тěрлěрен эмблема, сувенир тăвать, концерт валли юрă – ташă суйлать.
Ака туй умěн маларах шкулта чăваш юррисен фестивальне ирттеретпěр. Вĕренекенсем халăх юррисене тĕпчеççĕ, юрлама хăнăхаççĕ. Палăртнă кун çитсен вара чăн – чăн уяв пуçланать. Сцена çине пĕр ушкăн хыççăн тепри тухса савăнтарать. Кашни юрри пěр ахах, кашни юрри пěр мерчен. Юрăсенче халăхăн ěçě-хěлě, ěмěчě-шухăшě, вăййи-кулли, хуйхи-суйхи шăрçаланать. Ахальтен мар «Юрă пур та, пурнăç пур», - теççě чăвашсем. Пирěн шкулта тěрлě çулсенче «Янра, чăваш юрри!», «Эх, юррăм, янăра!», «Юри килтěм, ай, юрлама…» фестивальсем иртрěç. Мĕн чухлĕ шкул ачи хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтармарĕ – ши! Каярахпа хăш – пĕр «артистсем» республика конкурсĕсенче тупăшса çĕнтерÿçĕсен шутне те кĕчĕç. Уйрăм юрă альбомĕсем хатĕрлесе кăларнисем те пур вĕсен хушшинче.
Пирěн район – Елчěк тăрăхě - республикăри ытти районсенчен чăвашлăх çирěп тытăнса тăнипе уйрăлса тăрать. Кунта пур çěрте те чăваш чěлхи уççăн янăрать: шкулта, пасарта, ěç тăвакан учрежденисемпе организацисенче, район администраци çуртěнче те. Пирěн пата тěп хуларан килекен пуçлăхсем те пирěнпе чăвашла пуплеççě. Чăвашла калаçма вăтанман пуçлăхсене эпир хамăр та хисеплетпěр. Атте-анне чěлхинчен мěншěн вăтанмалла? Мěн чухлě пуянлăх упрать вăл хăйěнче. Аса илер-ха ваттисен сăмахěсене. Вěсенче халăхăн кун-çулě, ěçě-хěлě, кулленхи йăли-йěрки сăнарланнă. Хăш - пěр ваттисен сăмахěсене эпир хамăр шкулта пурне те курăнмалла вырăна çырса çапнă. Ěç çинчен калакан ваттисен сăмахěсем çамрăксене хуçалăха тěрěс те тирпейлě тытма, ěçе юратма, ăна вăхăтра тума вěрентеççě: «Ěçчен çынна ял савать», «Этем ěçпе илемлě», «Çурхи кун çулталăк тăрантарать».
Ватăсене, атте-аннене хисеплеме вěрентекен сăмахсем те йышлă: «Ватта сума савакан – хăй те сумлă пулакан», «Аçупа аннÿне ватлăхра ан пăрах». Тус-тантăшпа, кÿршě-аршăпа килěштерсе пурăнма, кăмăл-сипете, чыса пуянлăхран маларах хума вěрентекен ваттисен сăмахěсене те вуласа ăша хываççě ачасем.
Шкулта «Çын пул!» темăпа йěркеленě конференци ачасене чăвашсен 7 пилне асра тытма хушать. Тăван халăхăмăр вăл хăйех чаплă та пултаруллă педагог, çамрăк ăрăва иксěлми сăмахлăх урлă пурăнма вěрентсе пырать. Чăвашăн пěрремěш пилě – «ěçе хăнăх» тени. Чăваш ěçченлěхě – халăхăн ěмěртен пыракан хăвачě. «Ěçленě май аслисем ачасене ăс панă, пурăнма вěрентнě. Ěçлесе кăна пархатар куратăн, хăв телейне тупатăн.
Тепěр пил – сывлăха упра. Сывă ÿт-пÿре кăна-сывă шухăш-кăмăл. Таса сывлăхлă, çирěп вăй-халлă пулас тесен, ÿт-пěве кашни кун çирěплетсе пымалла, пурнăçа юратмалла. Пěр-пěринпе хирěçмесěр лăпкă калаçни те, яланах ырă кăмăллă çÿрени те, пит çинче йăлтăр кулă çиçсе тăни те – пурте сывлăх.
«Ăслă-тăнлă пул», - вěрентет тепěр пил. Паянхи кăткăс техникăна итлеттерес тесен кěнеке нумайрах вулас пулать. Шухăшлав вăйěпе туяннă пěлÿ çеç – чăн-чăн пěлÿ.
«Ырăпа ырă пул». «Ырри çěнтерет, усалли пěтерет», «Ыр сăмах каланипе чěлхе хăрса ÿкес çук», «Ыррине курсан ырă пулать», - тенě чăвашсен ватă çыннисем. Ырă ырăпа, усал вара усалпа таврăнать – çакна яланах асра тытасчě.
«Туслăхпа упра», - вěрентет пиллěкмěш пил. Туслăхăн хакě çук, ăна укçа-тенкěпе улăштараймăн.
«Чун-чěрепе илемлě пул». Çыннăн веçех илемлě пулмалла: сăн-пичě,тыткаларăшě, юрри-ашши, калаçăвě, çи-пуçě, ěç-хěлě, пурнăçě…
«Тăван çěре юрат». Тăван вырăн, тăван тавралăх. Мěн тери чуна çывăх вăл. Унра атте-анне юратăвě, ачалăх, ырă кăмăл-туйăм.
Халăх вěрентěвěн тěп пěлтерěшě: çынлăх, чунлăх, сăпăрлăх, этемлěх.
Тăван çěр-шыва юратасси, патриотизмла туйăм чи малтанах çуралнă килтен, юратнă шкултан, çывăх тус- тантăшсенчен пуçланать.
Пирěн шкулти ачасен «Çунатлă çамрăклăх» пěрлешěвě те чăн чăвашла, чуна çывăх. Вăл 3 ÿсěмри ачасене пěрлештерет. Кěçěннисем – «Сентти», вăтаммисем – «Чипер ача», аслăраххисем «Сар хěрачапа сарă хěр» ушкăнсене кěреççě. Кашни ушкăнăн хăйěн программи, девизě. «Сенттисен»: Кашни кунах ырă ěç ту!
«Чипер ачасен»: Паян эпир-ачасем, ыран – çěр-шыв хуçисем!»
«Сар ачасемпе Сар хěрсен»: Чун тасалăхне упрар!
«Тăван çěр-шыва, халăха юратса, усăллă çын пулса çитěнер!» - пěр тěллев пěрлештерет шкулти ачасемпе çамрăксене.
Чăвашсен аслă просветителě И.Я.Яковлев çуралнă кун-ака уйăхěн 25-мěшěнче шкула пуçласа килнě ачасене «Сенттисен» ретне йышăнасси те йăлана кěнě илемлě уявсенчен пěри. Çав кун ачасен асěнче нумайлăха юлтăр тесе тěплěн хатěрленсе ирттеретпěр ăна.
Шкулта чăвашлăхпа çыхăннă, йăлана кěнě класс тулашěнчи мероприятисем татах та пур. Чи пысăк уявсенчен пĕри - районти ачасем валли йĕркеленĕ «Поэзи фестивалě» . Ăна 2008 çулта пуçарса янă. Пĕррехинче эпир республика шайĕпе иртекен «Çеçпĕл кăвайчĕ» фестивале хутшăнса ĕлкĕреймерĕмĕр. Вара «хамăр районтах çакăн евĕр фестиваль йĕркелеме çук – ши?» текен шухăш уралчĕ. Пулас фестиваль йĕркине вĕрентÿ пайĕнче çирĕплетрĕмĕр, район хаçачĕпе килĕшÿ турăмăр, шкулсене йыхрав ятăмăр. Пĕрремĕш фестиваль чăваш поэзин классикĕ, К.В.Иванов çырнă «Нарспи» поэма 100 çул тултарнине халалласа иртрĕ. Фестивале районти 22 шкулта пěлÿ пухакан çамрăк талантсем хутшăнчěç. Икě тапхăрпа – шкул тата район шайěнче иртрě вăл. Тăватă номинацире тупăшрěç финала хутшăнма тивěç пулнă талантсем. Çирěклě Шăхальти акт залěнче çак кун «Нарспи « поэмăри сыпăксем, чăваш халăх юррисем, авторсен сăввисем янăрарěç. Фестивале Комсомольски районěнчи Хырай Ěнел, Йěпреç районěнчи Пучинке шкул вěренекенěсемпе вěрентекенěсем те хутшăнса савăнтарчěç. «Нарспи» поэма сыпăкěсене инсценировкăласа вылясси» номинацири кěрешÿ вирлě иртрě. Вун ултă шкулта пěлÿ пухакансем хутшăнчěç унта. Вěсен пултарулăхěпе паллашнă май куракансем Нарспипе Сетнер, Тăхтаман… пурăннă вăхăта «таврăнса» унти йăла – йěркене , вăл вăхăтри саманана куç умне кăларса тăратма пултарчěç. Ěлěкхи чăваш тум – тирě, сценăна хатěрлеме пěлни, хăйсене хайлаври геройсен вырăнěнче туйни, вěсемпе пěрле савăнни е кулянни, туйăмсене уçса пама пултарни – йăлтах кăсăклантарчě жюри членěсене. Кашниех пултаруллă пулнăран, хăйсене шаннă рольсене питě тăрăшса вылянăран çěнтерÿçěсене палăртма пěрре те çăмăл пулмарě. Ачасен виçě тěрлě (кěçěн, вăтам, аслă) ÿсěмне шута илчěç жюри членěсем. «Чăваш халăх юрррисене юрласси» номинацире Н.Васильева (Курнавăш) çěнтерÿçě ята тивěçрě. Сăмах май каласан, Наталья Васильева халě чăваш эстрадинче те ăнăçлă утăмсем тăвать.
«Автор хăй çырнă сăвва илемлě вуласси» тата К.В.Ивановăн «Нарспи» поэма сыпăкне вуласси» номинацисенче 22 шкулта пěлÿ пухакан 74 ача хутшăнчě. Сăвăсене уява ятарласа килнě поэтесса – Чăваш Республикин культурăн тава тивěçлě ěçченě, Журналистсен пěрлěхěн членě, чылай кěнеке авторě – Альбина Юрату хакларě. Альбина Юрату Çирěклě Шăхаль шкулě пуçарнă фестивль халăхăн культура пуянлăхне хаклама, чăвашлăха упрама, туслăха çирěплетсе пыма пулăшнине палăртрě. Каярахпа пирěн шкулта пуçланнă фестиваль çути Патреккелти тěп шкулта республика шайěпе иртнě «Хавхалану çăл куçěсем» фестивале çул уçса пачě.
Поэзие юратакансем сахал мар. Çакăн евěр мероприяти чун – чěрешěн питě кирлĕ. Вăл пирěн хушăмăрта таса та ырă чунлă çынсем хушăнса пынине кăтартса парать. Поэзие юратакан çын нихăçан та усал пулмасть. Иккĕмĕш фестивале Тăван çĕр – шывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 65 çул çитнине тата Вěрентекен çулталăкне халалларăмăр. Фестивалěн тěп тěллевě районти шкулсенчи талантлă, пултаруллă, чăваш чунěллě ачасемпе вěрентекенсене тупса палăртасси, вěсене малалла та хавхалантарасси пулчě. Пурě 18 шкултан килнě 81 вěренекенпе вěсен вěрентекенěсем Çирěклě Шăхальсем хатěрленě «Çук, манмастпăр эпир вěсене нихăçан» литературăпа музыка композицийěпе паллашрěç. Жюри членěсен хушшинче фестивале Шупашкартан ятарласа килнě хăнасем - Чăваш Республикин тава тивěçлě артисчě В.Семенов, Раççей Федерацийěн писателěсен союзěн членě А.Любимова (Юрату) сăвăç, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийěн доценчě, ветеринари ăслăлăхěсен кандидачě Н.Иванов пулчěç. Унăн литературăри ячě – Микулай Мăскал. Вăл - ЧР писательсен союзěн, Пěтěм тěнчери писательсен союзěн членě те.
Фестивале хутшăнакансем «Чăваш çыравçисен вăрçă темипе çырнă хайлавěсене илемлě вуласси», «Вăрçă тематики – авторла сăвăсенче», «Артист пултарулăхě» номинацисенче тупăшрěç.
Тěп хуламăртан килнě хăнасем те парăмра юлмарěç. В.Семенов юрăсем шăрантарчě, Микулай Мăскалпа Альбина Юрату хăйсен чăвашлăха сăнарлакан сăввисемпе паллаштарчěç. Альбина Юрату вара чи пултаруллисене хăйěн сăввисен дискне парнелерě. Асăннă çынсем ачасемпе пěрле пулни, вěсен сăввисене хаклани фестиваль пĕлтерĕшне татах та çěклерě. «Ачасен чунěсенчи хěлхеме сÿнме парас марччě, чамăр чăвашлăха малалла аталантаракансем шăпах вěсем», - палăртрěç каярах хăнасем.
Виççěмěш хут иртекен фестивале Космонавтика çулталăкне халалларăмăр. Ака уйăхěн 12 – мěшěнче шкул кěрлесе анчах тăчě. Уява хутшăннисем конкурссем пуçланас умěн ачасен пултарулăх ěçěсенчен хатěрленě куравсемпе паллашрěç, музыка саламне итлерěç.
Конкурсантсен пултарулăхне икě номинацире тěрěслерěç.: «Чăваш çыравçисен космос паттăрěсене халалланă сăвăсене илемлě вуласси», «Космос паттăрěсене халалласа çырнă автор сăввисене илемлě вуласси». Иккěмěш номинацие вěрентекенсем те хутшăнчěç. 85 вěренекенпе 5 вěрентекен хутшăнчě фестивале. Унта çакăн чухлě çын хутшăнма кăмăл туни пирěн хушăмăрта чăваш культурине аталантарас туйăмлă çынсем сахал маррине кăтартса парать.
Шкулти чăвашлăха аталантарас енěпе тăвакан пур ěçе те эпир ятарласа педсоветра коллектив йышăннă программăпа килěшÿллěн йěркелесе пыратпăр. Программа тěрлě ÿсĕмри ( шкул çулне çитменнисем, 1-4 кл., 5-6 кл., 7-9 кл., 10 -11 кл.) ачасемпе ĕçлеме май парать, тăватă пайран тăрать:
1. Класс, класс ертÿçисен, чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине вĕрентекенсен, ача сачĕн воспитателĕсен ĕçĕ-хĕлĕ.
2. Шкулти йăлана кĕнĕ уявсем.
3. Кружоксен ĕçĕ-хĕлĕ.
4. Ашшĕ-амăшĕсемпе, общественноçпа ĕçлесси.
Пирěн шкулта тахçанах ашшě-амăшěсемпе ачисем пěрле ирттерекен уçă уроксем йăлана кěнě. Ку енěпе уйрăмах пуçламăш класс вěрентекенěсем пуçаруллă. Ачасем тата ашшě-амăшěсем пěрле ирттерекен «Çемье кунě», класс пухăвěсем, фольклор уявěсем кашнин асěнче юлаççě.
Çулсерен иртекен чăваш чěлхи кунěсенче шкулта тěрлě мероприятисем иртеççě, вěренекенсем хăйсен сăвви-юррисемпе савăнтараççě. «Чăваш чěлхи кунне» ача садне çÿрекенсем те хутшăнаççě. Чăваш тумě тăхăннă «Сенттисемпе» «Илемписем» чăвашла ташласа-юрласа, вăйă выляса кăтартаççě.
Чăвашлăха упрас тата ăна аталантарас тěллевпе тěрлě вырăнта пурăнакан чăвашсемпе туслă çыхăнусем йěркелессине те манмастпăр эпир. Çакăн пек çыхăнусем уйрăмах Йěпреç районěнчи Пучинке шкулěпе çирěпленчěç. Пучинкери вăтам шкулта иртекен «Чăваш вăййи» праçникне икě хутчен те хутшăнтăмăр. Чăваш тумěсемпе вăйă картине тăрса юрăсем шăрантартăмăр, ташларăмăр, вăйăсем вылярăмăр.
Пирěн пурин те тăван халăхăн йăли-йěркипе ытарайми сăвви-тěррине, иксěлми культурине çине тăрса малалла аталантармалла, мěншěн тесен чăваш тени чăвашлăхпа илемлě, хăйне чăвашлăхра кăна мăнаçлă туять. Çав илеме пěтме парас марччě.
■ Левая Нина Аркадьевна.
Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхальти пěтěмěшле пěлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ
 
: 3929, Хаçат: 2 (2), Категори: Чăваш культури

Комментарисем:

ГАЛИНА (2012-12-02 22:05:03):
Чăваш чăвашлăхпа илемлě... Тĕрĕс сăмахсем

Галина Карсакова (2015-11-28 13:00:16):
Пите маттур эсир, Нина. Сирен хайлавар таран шухаша ярать. Малашне те сирен анасу пултар

Зинаида (2016-03-30 14:33:48):
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем шкул тулашĕнче те нумай ĕç тăваççĕ. Тавах сире!

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: