Васильева Г. П. |
Урок тĕсĕ: интеграци (хайлав текстне тишкермелли хутăш) урок.
Сапăрлăх тĕллевĕ: хайлаври герой йăнăшĕсене курса харпăр хăй йăнăшĕсене ăнланма, тÿрлетме вĕрентесси, йăнăшсемшĕн яавплăха туйма хăнăхтарасси. Ачасене ваттисене хисеплеме, ырă кăмăллă, сăпайлă пулса ÿсме хăнăхтарасси.
Пĕлÿ тĕллевĕ: Л. Сарине «Кукамай», В.Астафьевăн „Конь с розовой гривой“ калавĕсене танлаштарса мĕн пĕрлештернине тупасси. Илемлĕ вулав хăнăхăвне йĕрлесси. калавăн содержанине калама, цитатăллă план тума хăнăхтарасси.
Аталантару тĕллевĕ: ушкăнпа ĕçлеме; танлаштару, пĕтĕмлетÿ тума, сằнарлằ сằмах илемне асằрхама, сăнарлă шухăшлама хăнăхтарасси; илемлĕ вулав хăнăхăвне вĕреннĕ май сасă улшăнăвĕ сăнара уçса пама кирлине ăнкартасси. сăнарсен хăтланăвĕсен, шухăш-туйăмĕсене тарăнрах ăнланма пулăшасси.
Урокра усă курмалли мелсемпе меслетсем: Ыйту-хурав; учитель сăмахĕ; тишкерÿ, шырав, словарь ĕçĕ; эпизодсем тăрăх калаçу ирттересси; ыйтусем çине хурав тупма вĕрентесси; ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлеме вĕрентесси, рольсемпе вулани, калава инсценировкăлани, синквейн, кластер,фишбоун туни, хайлавăн тĕп шухăшне палăртакан йĕркесене тупса вуласси.
Усă курнă технологисем: информаципе хутшăну, проблемăллă вĕренÿ, сывлăха упракан, харпăрлăха аталантаракан, ушкăнра хутшăнса ĕçлеме хăнăхтаракан технологисем.
Пуплеве аталантарасси: илемлĕ, ăнлантаруллă вуласси; хайлавсене шайлаштарса тишкересси; вуланă хайлава хак парасси, уйрăмшарăн тухса калаçма хăнăхасси, пĕтĕмĕшле тишкерÿ йĕрки тăрăх пĕтĕмлетÿсем тума хăнăхнине аталантарасси.
Çыпăçтарнă файлсем:
Комментарисем:
► Валентина (2019-12-19 19:49:49):Маттур, тусăм. Ĕçре усă курăп!