Паневина С. М. |
(вăйă евĕрлĕ заняти конспекчĕ)
Тĕллевĕ:
1). Ачасен математикăри ăнлавĕсене вăйăра усă курма хăнăхтарасси.
2). Геометри фигурисем çинчен пĕлĕве ÿстересси.
3). Япаласен вăрăмăшне, сарлакăшне тата çÿллĕшне танлаштаракан хăнăхусене çирĕплетесси.
Кирлĕ материал: геометри фигурисем (тăваткал, виç кĕтеслĕх), чăрăшсем (çÿлли тата лутри); мулкач, кăмпа, йĕкел, мăйăр ÿкерчĕкĕсем; тетте: ăслă Тăмана; кăвак тĕслĕ пусма тăрăхĕсем, хăма татăкĕсем.
Заняти йĕрки:
Зала капăрлатни: симĕс кавир - вăрман уçланки; мольберт.
Икĕ кăвак пусма тăтăкĕ — пĕри, ансăрри, пĕчĕк юхан шыв, тепри, анли, мăн юхан шыв пулать. Ачасен шутне асра тытса сĕтелсемпе пукансене лартса тухмалла. Сĕтел çинче кашни валли уйрăм ĕçсем пур («вăрман шкулĕ»).
Воспитатель: Ырă кун пултăр сире, ачасем. Калăр-ха, эсир çул çÿреме юрататăр-и ?
Ачасем: Юрататпăр!
Воспитатель: Сире пурне те çул çÿреве йыхравлатăп. Эпир сирĕнпе тупмалли юмахри япалапа каятпăр: