Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Михеева Антонина Николаевна
Михеева Антонина Николаевна
Илемлĕ ман тăван тавралăх,
Йĕри-тавра сăртсем, вăрман,
Лаштра сип-симĕс йăмрасем,
Кÿлли, вăрманĕ, çурчĕсем…
Юрлаççĕ кайăксем хирте,
Ăрша вылять хитре-хитре.
Çакăн пек илемлĕ вырăнта сăвăç 1952 çулхи пуш уйăхĕн 20-мĕш кунĕнче Чăваш Республикине кĕрекен Энтепе ялĕнче çуралнă.
"Умăмра çырма-çатраллă,
çеçенхирлĕ Энтепе.
Талккишпех уй-хир, çаранлăх,
Сăрт таврашĕ - Вун тÿпе.
Юп курмалăх çамрăк хырлăх,
Авкаланчăк юханшыв",- тесе çырать вăл хăй çуралса ÿснĕ ялĕ çинчен.
Федорова Любовь  Михайловна
Федорова Любовь Михайловна
Çичĕ çула çитсен тăван ялти 8 çул вĕренмелли шкула вĕренме кайнă вăл. 7 класра чухне хăйĕн пĕрремĕш сăввине çырнă. Энтепе шкулĕнчен вĕренсе тухсан Патăрьел районенчи Патăрьел ялĕнчи1- мĕш номерлĕ вăтам шкулта пĕлÿ илет, унтан вĕренсе тухсан Шупашкар хулинчи ял хуçалăх институтне вĕренме кĕрет. Тăван чĕлхене юратнăран кунтан И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме куçать. 1971 çулта вара поэзире чăнласах тимлеме пуçлать. Ĕçĕсем республикăра тухса тăракан тĕрлĕ хаçат-журналта пичетленсе тухаççĕ. А. Блок, С. Есенин, П. Хусанкай сăввисене тишкерет, сăвă техникине сăнать, вĕсенчен вĕренсе пырать, поэзинче хăйĕн сассине тупать. Эмине ячĕллĕ преми лауреачĕ 1992-мĕш çулта "Йÿçĕ пыл" ятпа пĕрремĕш кĕнекине пичетлесе кăларать. Çак çулхи вулакансен преми лауреачĕ ятне те илме тивĕçет. 1996-мĕш çулта "Çÿл тÿпере çич çăлтăр" кĕнекере ытти чăваш хĕрарăм çыравçисен сăввисемпе пĕрле пирĕн ентеш сăввисем пичетленни те савăнтарать. Унăн иккĕмĕш кĕнеки 2000-мĕш çулта "Çичĕ хĕлĕхлĕ тĕнче" ятпа кун çути курать. Вулакана савăнтаракан, пурăнма хавхалантаракан сăвă сахал мар унта. 2004-мĕш çулта Любовь Михайловнăн "Пĕлÿ çăкăр ыйтмасть" ятпа тепĕр кĕнеки пичетленсе тухать. Çак кĕнеке шкул ачисемшĕн те, тăван чĕлхене вĕрентекенсемшĕн те чăннипех кирлĕ кĕнеке.
Унăн лирика тĕнчи питĕ анлă. Тем çинчен те çăмăллăнах, пурне те ăнланмалла çырать вăл. Тĕрлĕ темăпа хăйне евĕр сăвăсем калăплать. Унăн поэзийĕ тарăн шухăшлă, тематики тĕрлĕ енлĕ.
1994 – мĕш çултанпа вăл Раççей Федерацийĕн писателĕсен Союзĕн членĕ. Хальхи вăхăтра та ачасене тăван чĕлхе илемне туйма, юратма вĕрентес тесе тимлет.
Юбилярпа çывăх вăхăтра тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ.
- Любовь Михайловна, Сирĕн çинчен Г.И.Федоров тĕпчевçĕ « юратма пĕлекен поэт» тенĕ, хăвăр çакăн çинчен мĕн калама пултаратăр?
- Çапла, пĕтĕм пурнăç - юрату. Çак туйăмах мана поэзии тĕнчине илсе кĕчĕ. Юрату ман вăл анне те, тăван ял та, тессем те, çемье те… Юрату çĕнĕ утрав уçма пулăшать, юрату çула çутатать, вăй-хăват парса тăрать. Юратусăр пурнăçăн илемĕ çук. Юратма пурте пултараймаççĕ. Вăл Турă панă хăват. Юрату тĕнче тытса тăрать, тĕнчене илемлĕ тăвать. Вăл çын патне систермесĕр килет.
Çавра çилĕн хирсе
Кĕтĕн эс алăкран,
Йăлт ватса-çĕмĕрсе
Çывăхран, аякран
Йăпшăнса, тилмĕрсе
Кĕтĕн ман кунăма,
Тăнăма, ăнăма…
Авăнтартăн мĕнпе?
Çилпеле, çĕмĕртпе,
Чи ачаш сăмахпа,
Юмахпа, ĕмĕтпе –
Кайрĕ пуç çаврăнса
Çеçкерен, чечекрен,
Сиреньпе розăран,
Тĕлĕкпе шеплĕхрен.
Икĕ çăмăл çунат
Парнелерĕн,ынат,
Çута-çутă хавал –
Ку нумай е сахал?-
Парнелерĕн талан,
Пурăнма- тăтăрха,
Санпалан….Санпалан
Тем те тăвăпăр-ха.
- Любовь Михайловна, çемйĕр çинчен калаймăр-ши?
- Çемьери çынсем маншăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хăраххăн пĕр хĕр ÿстертĕм. Аслă пĕлу илчĕ. Надя хĕрĕм тÿре чунлă, пултаруллă. Хулара ÿснĕ пулсан та чăваш чĕлхине хисеплет. Килте те чăвашлах калаçатпăр. Мăшăрĕпе 3 хĕр çитĕнтереççĕ. Лена, Даша, Соня мăнуксем пĕри тепринчен маттур. Вĕсене чунтан юрататăп, вĕсемпе савăнатăп.
- Тăван ен сирĕн прăнăçăрта мĕнле пĕлтерĕшлĕ?
 
Ман асăмран каймастăн Елчĕк енĕм,
Йăлт куçăм умĕнче сан мĕн пурри:
Ачалăхри тавралăхăм, тĕменĕм,
Тăванлăх эсĕ, хаклă чун юрри.
 
Кĕмерĕ ăшăма ют çĕрĕн сăрчĕ, шывĕ,
Хĕвелĕ, улăхĕ, çаранĕ, нимĕн те.
Эс пысăк пулминех, - илемлĕ çĕрĕм-шывăм,
Ман кăмăла çĕклетĕн Энтепе.
 
Вăрманлă,улăхлă, çеремлĕ пĕчĕк ялăм,
Пĕвеллĕ те çырмаллă, уйлă эс.
Сип- симĕс урамсем: лаштра йăмраллă,
Чĕреçĕмре эс тупрăн пĕр кĕтес.
 
Тăриллĕ, путенеллĕ, шăпчăклă, чĕкеçлĕ
Ман савнă ялăм çакă çĕр çинче.
Сăнарăмра эс çиçрĕн çитмĕл çичĕ тĕслĕн,
Ун тĕсĕ йышлă, Елчĕк – хăй тĕнче.
 
Çав тăрăхраччĕ манăн шкул, ачалăх,
Ăшпиллĕхпе ăс панă çутă кил.
Шкул панă пĕлÿпе çунатлă эп, хаваллă,
Вăл пулчĕ маншăн ĕмĕр варкăш çил.
 
Суйларăм кăмăл туртнине яланлăх:
Учитель ĕçĕ çăмăл мар, анчах
Хисеплĕ пулнă, авалтан сăваплă,
Малашлăх пулнă шкулăн та ачан.
 
Тăватă хутлă эс, гимназийĕм-тăванăм,
Утмалăх çук, çып-çывăх, юнашар.
Васкатăп сан пата, ĕçлетĕп, çиттĕр халăм,
Чăвашлăхшăн курмастăп пулĕ шар.
 
- Йĕретĕн-им, ай-ай? Кам тĕртрĕ, кÿрентерчĕ? –
Тесе ыйтатăп кĕçĕн класринчен.
-Çав чăрсăрри, - тесе хуллен ача пĕлтерчĕ,-
Вăл чурăс – терĕ, - вăйлă пуринчен.
 
Шутлатăп та хăш чух: çухалăн-им сăпайлăх –
Этемĕн лайăх енĕ ÿлĕмрен?
Вăтаннă чух мĕн пурĕ шутсăр ырă, лайăх.
Этеплĕх темшĕн хаклă ĕлĕкрен.
 
Ман халăхăн чи паттăр ывăл-хĕрĕ харсăр
Кĕрешнĕ юнлă вăрçăра, пĕлен.
Вилĕм куçĕнчен вăл пăхнă хăрамасăр,
Нумайăшĕ куç хупнă та – килмен.
 
Таврăнайман киле ун чух Андреев –
Пĕр ял çынни – хăрушă вăрçăран.
Совет Союзĕн Геройне пĕрех кĕтеççĕ.
Ылханлă Гитлер, мĕншĕн эс хура?
 
Ентешĕм мĕнлине, атьсемĕр, тен, чухлатăр,
Ун юнлă чĕрипе хĕрелнĕ Днепр, çĕр.
Учитель пирĕн пулнă харсăр, питĕ паттăр,
Семён хăварчĕ шутсăр тарăн йĕр.
 
Чи вăйлă çын илемлĕ тĕкĕнменшĕн
Пач мĕскĕн те хăюсăр çынсене.
Чăн, вăйсăр çын телейсĕр шеллеменшĕн
Шав йĕртнĕ чух черченкĕ хĕрсене.
 
Кĕретпĕр пурнăç авăрне чăмма пĕлмесĕр,
Ишме пĕлменшĕн пурнăç, ай, тискер.
Çын – ăссăр, кĕнеке тытмасăр, вĕренмесĕр,
Пĕр пĕчĕк пăнчă, çулсăр çĕтнĕскер.
 
Ку ăслă шухăша калатчĕ Шураппаçăм
Канма ларсассăн анлă уй-хирте.
Энциклопеди пулчĕ вăл, ăсчах, сăмахçă.
Вĕрентрĕ пурăнмашкăн шав пире.
 
Калатчĕ шÿтлесе, е тĕрĕс, е юптарнăн:
«Ăса пула – мĕнпур инкек», - тесе.
Çунатлă сăмахпа çын вĕçĕм шутлаттарнă,
Лараттăмăр хаваслăн итлесе.
 
Халăх педагогикин аслашшĕ, - тусĕ,
Геннадий Волков, - каймăн пирĕнтен.
Эс патăн ыррине, тем чухлĕ кÿтĕн усă,
Ват çыннăн ăсĕнчен епле иртен.
 
Пĕл: ăслăлăх ăша, юна кĕрсе сиплерĕ,
Сыватĕ чыслăн çĕнĕ ăрăва.
Курсамăр, хальлĕхе çÿрет тискер холера,
Вăл ватĕ çурт-йĕре те сăрт-тăва.
 
Вĕренекенĕмсем, эп сирĕнпе пуплетĕп:
Ай, чаплă çынччĕ Кашкăр Хуначи.
Вăл çырнине эп тĕплĕн шĕкĕлчетĕп,
Ун ĕçĕнче – ман халăхăн çÿпçи.
 
Эп пĕчĕк хĕрача, пÿрне тăсма хăраттăм
Вилнисене упран масар енне.
Асăрханмасăр тăснă чух ăна çыртаттăм,
Пĕл, хисепленĕ кайнă çынсене.
 
Чăн, кулăш ĕнтĕ çакă тĕслĕх халĕ
Наука сĕмлĕ шкул ачисене.
Вăл пирĕншĕн иртмен пĕлмеслĕхĕн, ахаллĕн:
Вĕрентрĕн кÿршĕ-аршăм ыррине.
 
-Любовь Михайловна, анне кашни çыннăн пĕрре, йывăрлахсене çĕнтерсе, хăйсен ачисемшĕн çĕрне –кунне пĕлмесĕр ĕçлеççĕ вĕсем. Анне йывăр чухне те пулăшать, ăнланать.
- Анне сăнарĕ куç умĕнчех. Унăн ăшă кулли, çепĕç сасси, ĕçпе хытнă çемçе алли яланах асра.Ăнланаканĕ те , пулăшаканĕ те, вĕрентекенĕ те çавах пулнă. Йывăр шăпа тивĕçнĕ аннене. 1983 –мĕш çулта çĕре кĕчĕ.
Аннене халалласа
Ах, пĕлесчĕ, инкесен
Нушисем çĕр тĕрлĕ:
Çулăхать çăпан-кĕсен,
Вут-шанки – пĕр çĕрлĕх.
Ик эрне-тĕр вăрманта
Арăмсем тертленчĕç.
Урăм-сурăм тăманта
Вут касса йĕпенчĕç.
Хÿтлĕхре – сăпка-кÿме.
Пепкесем выртаççĕ,
Маннă ачасем йĕме,
Канлĕн çывăраççĕ.
Инкесен чĕри вутра:
– Ĕçпелен çын чĕрĕ.
Юн тăкаççĕ, ав, фронтра,
Пур-ши çулĕ-йĕрĕ?
Молотилка шавĕпе
Йĕтемре хĕрÿллĕ:
Сăвăраççĕ çĕрĕпе,
Аппасен çук килĕ.
 
- Любовь Михайловна, вулакансене валли çĕнĕ кĕнеке кăларма шутламастăр-и?
- Шутлатăп. Яш-кĕрĕм валли сăвăсем, хула шкулĕнче чăваш чĕлхине вĕренекенсене валли ача-пăча сăввисем, пуçватмăшсем, тупмалли юмахсем, кĕске калавсем – кусем вăтам тата кĕçĕн ÿсĕмрисем валли пулĕç. Ачасем валли çырнă căвăсемпе паллашма пултаратăр.
 
 
Кам касать-ши тÿпери
Сарă çăкăра?
Катăлать вăл мĕн тери,
Тем çиет ара
Тен, чана, тен, чарлан,
Выçнă,тен, тăри,
Тăмана, пăчăкан,
Тен, çирĕктăрри?
Кайăк-тусăмсем: çÿлтен
Анăр-ха кунта,
Сарă сырăш турăм эп:
Пур унта апат.
Хутăм курăк вăррине,
Тулă кĕрпине,
Хăпарту тĕпренчĕкне,
Хĕвелçаврăнăшне.
………………………………………………………………….
Çу, çумăр, çу,
Типĕ çу.
Пĕлĕт çук.
Ĕннĕ симĕс курăк.
Çумăр çук,
Çумăр çук.
Кунĕ питĕ шăрăх.
Çумăрчăк,
Çумăрчăк,
Ачасем, тăвар-и?
Шăпăрчăк-шăпарчăк!
Çумăр çутарар-и?
Каткасем,
Пичкесем
Çумăр шывлă пулччăр,
Тирĕксем,
Чĕрессем
Тăкăнччăр та тулччăр.
Лакăмра,
Айлăмра,
Пĕвере шыв тултăр.
Çырмана, Пăлана
Çумăр шывĕ юхтăр.
 
Вулакана çыравçăн ансат та яка чĕлхи илĕртет. Поэтесса илемлĕх мелĕсемпе, ваттисен сăмахĕсемпе вырăнлă усă курать. Унăн пултарулăхĕ иксĕлми, Елчĕк «çăлтăрĕ» малашне те пире илĕртÿллĕ те тарăн шухăшлă сăввисемпе савăнтарасса шанса тăратпăр, пултарулăх çулĕ çинче ăнăçусем сунатпăр.
■ Михеева Антонина Николаевна.
Чăваш Республики, Елчĕк районĕ
Энтепери пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул.
 
: 2885, Хаçат: 2 (2), Категори: Чăваш литератури

Комментарисем:

elliille (2012-11-22 23:29:38):
Патăрьел Энтеперен чылай аякра. Эппин мĕнле пырса лекнĕ-ха унта сирĕн "героиня"?

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: