Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Ухсай Яккăвĕпе вырăс поэчĕ Александр Твардовский пĕр-пĕрне нумай çул хушши питĕ лайăх пĕлнĕ. Паллашма вĕсем 1937 çулта Ухсай Яккăвĕ больницăра выртнă чухне паллашнă. Александр Твардовский чăваш поэтне питĕ хисепленĕ, ун пултарулăхне пысăка хурса хакланă. Вĕсен туслăхĕнче халăхсен туслăхĕ те, икĕ халăх литературин пĕрлĕхĕ те палăрса тăрать. Çырас пултарулăхĕнче те пĕрпеклĕхсем тупса палăртма пулать: хайлаври сăнарсене ÿкерчĕклесси, стиль тĕлĕшĕнчен хайласси, темăсене тарăннăн уçса пани. Ухсай та, Твардовский те сăвăласа çырнă хайлавĕсенче кашни сăнара нумай енлĕн, кашни сăнарăн характерне туллин кăтартма пултарнă. Сăн-сăпачĕ, ĕç-хĕлĕ, кăмăл-туйăмĕ, чун-чĕрери шалти туйăмĕсене, шухăш-ĕмĕтне тарăннăн кăтартса пама пултарнă. Çакна «Кĕлпук мучи» тата «Василий Теркин» хайлавсенче уççăн курма пултаратпăр. «Кĕлпук мучие» поэма кÿлепине кĕртсе 1951 тата 1958 çулсенче уйрăм кĕнекепе кăларнă. 1954 çулта ăна, вырăсла куçарса, Мускавра кăлараççĕ. Поэмăна пур халăх вулаканĕ те, вырăс писателĕсемпе критикĕсем те хапăлласах йышăннă. Вырăс критикĕ Степан Щипачев акă мĕн çырать: «Кĕлпук мучи» поэма – чăн-чăн халăх произведенийĕ. Вăл пире «Василий Теркина» аса илтерет. Поэма Кĕлпук старикĕн вăйлă та хăватлă характерĕпе çеç мар, пĕтĕм чăваш халăхĕн характерĕпе, йăли-йĕркипе паллаштарать. Ку хайлавра ăшă кулăшпа çивĕч ăс-тăн тапса тăраççĕ».
Икĕ хайлавăн пĕрпеклĕхĕсене палăртса çакна калама пулать: Ухсай Яккĕвĕн «Кĕлпук мучи» сăвăлла повеçĕ - чăваш халăх энциклопедийĕ, А.Твардовскин «Василий Теркин» поэми вара – вăрçă энциклопедийĕ.
Александр Твардовскин Василий Теркинĕ пирĕн ума нимпе те палăрса тăман ахаль вырăс салтакĕ пек тухса тăрать. Вăл хитрелĕхпе те ытлашшиех палăрмасть: çÿллех те мар, пĕчĕкех те мар, питĕ шÿтлеме юратать, мыскараçă. Ухсайăн хайлавĕнчи ача чухнехи Кĕлпук ашшĕ пек маттур, хура сăнлă, çĕмĕрт куçлă, кервенĕн тухса тăрать. Çутă тĕнчене кĕпепе килнĕ, чирсĕр, сывă, маттур ÿсет, унăн чавси çинче тур палли пур. Ватăлсан вара пирĕн ума Кĕлпук кăвапа таран кĕреçе сухаллă, кăвакарнă çÿçлĕ тухса тăрать.
Ĕçĕ-хĕлĕ енчен илсен те вĕсен хушшинче пĕр пеклĕхсем чылай. Твардовскин Теркинĕ командир хушнă задание пурнăçлас тесе пăрлă шыв урлă ишсе каçать. Алли пур енĕпе те маçтăр: сехет юсама та, пăчкă хăйрама та, купăс калама та пĕлет. Хайлав сюжетĕнче эпир ăна мăнтăр та тутă нимĕç салтакĕпе алла-аллăн тытăçса çапăçнине куратпăр. Вăйсем пĕр пек мар пулин те, Теркин хăйĕн вăр-варлăхĕпе тăшмана çĕнтерет. Вăрçăра – маттур салтак, уявсенче – кĕтнĕ хăна, ĕçре – тем тума та пĕлекен çын. Вилĕмпе тĕл пулса калаçать, анчах пурнăçа хытă юратни ăна çĕнтерме пулăшать. Йывăр лару-тăруран яланах чыслăн тухма пĕлет. Тăван çĕр-шыва кирек хăçан та сыхлама хатĕр.
Ухсай Яккăвĕн Кĕлпукĕ тĕн-тĕшмĕшпе, кун-çул терчĕпе хирĕçлевлĕн ÿсет. Ĕçре маттур, йывăрлăх умĕнче пуçа пĕкмест. Тĕлĕкре патша пулса пăхать, анчах канлĕ пурнăç ăна пĕрте килĕшмест, чун канлĕхĕ уншăн хречен ĕçĕнчех. Ĕçе хисеплет, куллен тар юхтарса ĕçлет. Ял-йышран уйрăлмасăр пурăнма хăнăхнă. Пурнăçне тивĕçлĕ те сăваплă пурăнса ирттерет, хăй хыççăн маттур йыш хăварать.
Ĕмĕчĕсем вара иккĕшĕн те халăхăн ĕмĕрхи шухăш-кăмăлне палăртаççĕ. Василий Теркин ытти нумай-нумай салтак пекех тăшмана хăвăртрах çĕнтерес ĕмĕт-тĕллевпе пурăнать, çутă малашлăха ĕненет, орден ăна кирлĕ мар, медаль те тивĕçтерет, чапшăн-мухтавшăн çунмасть. Кĕлпук та тĕлĕкре патшара ларнă чух пур çĕре хреченсене валеçсе памалли çинчен шухăшлать. Çапах та унăн чун апачĕ - ĕç. Мал ĕмĕтлĕ, пурнăçа юратать, унăн ватăлас килмест, çамрăк пулса тепре вăрçа кайма та хатĕр. Вăрçă хирĕнче граната тытса тăшмана хирĕç кĕрешĕччĕ, тĕлĕкре нимĕçсемпе çапăçса героя тухать.
Шухăш-ĕмĕчĕ енчен илсен Теркинпа Кĕлпук халăхăн иксĕлми оптимизăмне ăша хывнă. Теркин яланах савăнăçлă, темле хăрушлăх вăхăтĕнче те салтаксен кăмăлне çĕклеме пĕлет. Хăюллă та харсăр салтак, ĕçчен çын. Кашни çынпа кăмăллă. Хурланма пĕлменскер пулсан та сăпайлă. Унăн патриотизм туйăмĕ пит ĕвăйлă аталаннă. Хăйĕн тавçăруллăхĕпе çивĕч ăсĕпе вулакана тыткăнлать.
Ухсайăн Кĕлпукĕ шухăш-кăмăлĕпе Твардовскин геройне çывăх. Вăл та шÿтлеме-кулма хавас, чăн чăвашлăх паллисене сыввăн упрать. Тĕнчекурăмĕ аслă, хаваллă, çутă. Ĕçпе кăна вăрăм ĕмĕр, вараланми чыс тупма пулнине ăнланса пурăнать. Тĕлĕкре патша пулнипех çăмăл пурнăç килмессине те ăнланать вăл, çавăнпа халапла çăлăнăçа шанмасть. Тÿрĕ чунлă, çирĕп кăмăллă.
Твардовский те Ухсай та хăйсен геройĕсене юратаççĕ. Твардовский хăй Теркинне питĕ юратать, ун çинчен ăшшăн çырса кăтартать, уншăн кулянать те, хурланать те, унпа мухтанать те. Авторпа герой пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă, поэмăра мĕн пуçламăшĕнчен вĕçне çитиех вĕсем пĕрле. Иккĕш те Смоленск тĕрĕхĕнчен, иккĕш те Тăван çĕр-шывне питĕ юратаççĕ.
Ухсай Яккăвĕ Кĕлпук пурнăçне йăлтах историлле событисем тавра çыхăнтарать. Кĕлпук сăнарĕ хура саманапа тавлашуллăн хывăннине уçăмлăн кăтартать. Калуçă хăй геройне асамлă юмахри пек тумхахлă çул çÿреве те ăсатать, анчах ун Кĕпукĕ юмахри паттăр пек, эпосри Улăп пек хывăнать. Юмахри паттăрсене халăх мĕнле юратать, Ухсай хăйĕн сăнарне çавăн пек юратса-савса сăнлать.
Ухсайпа Твардовскин геройĕсем иккĕшĕ те холенск ресчен çемйинче çуралнă, Теркин - Смоленск тăрăхĕнчи вырăс ялĕнче, Кĕлпук чăваш ялĕнчи хура пÿртре кун çути курнине пĕлетпĕр. Кĕлпук ĕçе юратать, пур ĕçе те пĕлсе тăвать, вăрçă вăхăтĕнче, утçи вăхăтĕнче хĕр арăмсем пурте çависене ăна хăйраттараççĕ, ăста тимĕрçĕ пулнă. Теркинăн алли пур ĕçе те пултарать: платник те, кăмака тума та ăста, сехет юсама та, пăчкă хăйрама та пĕлет. Чĕлхи-çăварĕ Кĕлпукăн питĕ япшар. Вăлтса, шахвăртса, ытарлăн калаçма, шÿтлеме юратать, ял çыннисемшĕн вăл яланах кĕтнĕ хăна. Василий Теркин та яланах, кирек мĕнле лару-тăрура та шÿтлеме пултарать. Салтаксемшĕн яланах кĕтнĕ хăна, «душа компании». Икĕ сăнар та чăтăмлă: Кĕлпук вăрăм пурнăçĕнче темĕн те тÿссе ирттернĕ, нимĕнле йывăрлăх умĕнче те пуçа пĕкмен. Теркин вăрçăн пуçламăш кунĕсенчен пуçласа мĕн вĕçне çитичченех тăшманпа çапăçать. Кирек мĕнле йывăрлăхран та çыпăçуллă тухма пĕлет. Чăтăмлăхĕ çирĕп, çавăнпах та пулĕ Твардовский хăйĕн сăнарне Тĕркин хушамат панă, мĕншĕн тесен вăл вырăсла «тĕртый», «терпеливый» сăмаха ăнлантарать.
Хайлаври икĕ сăнар та мухтавшăн, чапшăн нихăçан та çунман. Кĕлпук хăйĕн ĕç-хĕлĕпе ял çыннисем умĕнче хисепе тухма пултарнă. Вăл чăн-чăн хресчен çынни, яланах ĕç çинчен шухăшлать, уйра трактор-комбайн ĕçленине курса савăннипе киле çитсен тахçанах хатĕрлесе хунă тупăкне вакласа хитре арча туса хурать. Вилес килмест унăн, вăл пурнăçа юратса пурнакан çын.
Шывра та путман, вутра та çунман, вăйлă та паттăр пăхаттир пек тухса тăрать пирĕн ума Ухсай сăнарĕ. Хайлав сюжетĕнчи эпизода илер-ха, Кĕлпук ялти пуянсене те хăйĕн вăйĕпе мĕнле хăратма пултарнине, чун-чĕрере юмахри тĕп сăнар тунă паттăр ĕç аса килет.
Кĕлпук пултаруллă çын, ватă пулин те туйри çынсене шăпăр каласа ташлаттарать, мунчара та такмакласах çапăнать.
Александр Твардовскин Теркинĕ вăрçăра орден-медальшĕн çапăçмасть, мухтавшăн-чапшăн çунмасть, çапăçусенче вара пуриншĕн те тĕслĕх пулса тăрать. Вăрçă хирĕнче, йывăр аманнăскер, вилĕмпе куçа-куçăн калаçать. Пурнăçа хытă юратни ăна çак йывăрлăхсене çĕнтерме вăй-хал парать, тĕп сăнар çаксен çĕнтерме вăй-хал тупать. Пĕр енчен пăхсан - ахаль салтак, тепĕр енчен пăхсан вара – юмахри паттăр пек: шывра та путмасть, вутра та çунмасть, «чудо-человек». Пур енĕпе те пултаруллă салтак: Кĕлпук шăпăр калать пулсан, вăл купăс питĕ ăста калать, мунчара çăвăннă чух Кĕлпук пекех такмакласах çапăнать.
Кĕлпук мучипе Василий Теркин ахаль çын пек мар, юмахри паттăр сăнарсем пек хайланнă. Вулакан умне вĕсем çĕр-шывăн кашни кĕтесĕнче тĕл пулакан типлă сăнарсем пек тухса тăраççĕ.
Ухсай Яккăвĕ хăйĕн Кĕлпукĕнче чăваш халăхĕн чи лайăх енĕсене кăтартса панă. Вăл пирĕн ума вăйлă, сăпайлă, чăтăмлă, пултаруллă çын пек тухса тăрать. Унăн чĕлхи ытарлă, вăлтса, шахвăртса калаçать, ялти хисеплĕ ватă.
Александр Твардовский хăйĕн Теркинĕнче те вырăс халăхĕн тата вырăс салтакĕн чи лайăх енĕсене сăнлать. Ушкăнра пурте юратакан çын Василий. Вăлтса, шахвăртса, ытарлăн калаçать. Вырăс халăхĕн чи пархатарлă енне илнĕ. Вăл – чăтăмлă: вутра та çунмасть, шывра та путмасть.
Ухсай Яккăвĕн «Кĕлпук мучи» сăвăлла повеçĕ те, А. Твардовскин «Василий Теркин» поэми те халăх кулăшĕпе, ăшă юморпа сĕткенленнĕ произведенисем. Хайлавсен чĕлхи сăнарлă, тĕрлĕ илемлĕх мелĕсемпе пуян, вĕсене такмак евĕр çырнă; икĕ хайлавĕн чĕлхи те халăх чĕлхине çывăх. Тĕрлĕ илемлĕх мелĕсемпе усă курни хайлавсенчи япаласемпе пулăмсен хăйне евĕрлĕхне ÿкерчĕклĕ курма, тĕп сăнарсен шухăш-туйăмне витĕмлĕ уçса пама май парать. Çакна калăплама сăвăçсем тĕрлĕ мелсем усă курнă. Хайлавсенчи сăнарлă чĕлхери архаизмсемпе калькăсем чылай. Тĕслĕхрен, «эх, çапатăп, эх, шăлатăп çурăма, пĕççе-каççа!», «сехреметлĕ вăрçă-харçă», «шуйттан илесшĕ», «ват супьях» «Кĕлпук мучинче». «Василий Теркинра» вара «припечет», «пособите», «хоть глаз коли», «каюк», «еле-еле душа в теле».
Каларăшсем, ваттисен сăмахĕсем. Тĕслĕхрен, Çăкăртан хăвна ху пысăк // Курăнни сиенлине // Астума кашни мухтанчăк // Çырмалла çамки çине. «Василий Теркин» хайлавра çак сăмах çаврăнăшĕсене куратпăр. Тĕслĕхрен, Это присказка покуда, // Сказка будет впереди. Боец без шапки –// Не боец. Как без ремня. Не зарвемся – так прорвемся, // Будем живы – не помрем. Срок придет – назад вернемся, // Что отдали – все вернем.
Хайлавсенчи фразеологизмсем «куç хупса», «вĕри мунча», «в ус не дуй», «моя хата с краю» произведенисене халăхлăх сĕмне кĕртет.
Хайлавсенчи сăнарлă чĕлхе
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
«Кĕлпук мучи» сăвăлла повесть
«Василий Теркин» поэма
Тĕслĕхсем: «эх, çапатăп, эх, шăлатăп çурăма, пĕççе-каççа!», «сехреметлĕ вăрçă-харçă», «шуйттан илесшĕ», «ват супьях» Архаизмсем, калькăсем Тĕслĕхсем: «припечет», «пособите», «хоть глаз коли», «каюк», «еле-еле душа в теле»
Тĕслĕхсем:
1) Çăкăртан хăвна ху пысăк
Курăнни сиенлине
Астума кашни мухтанчăк
Çырмалла çамки çине.
 
2) Пĕр карта тăрна пĕр вĕçсĕр
Макăрса вĕçет аял.
Аялтан вĕçни кĕске çĕр
Килессе калать кăçал.
 
Каларăшсем, ваттисен сăмахĕсем Тĕслĕхсем:
1)Это присказка покуда,
Сказка будет впереди.
 
2)Боец без шапки –
Не боец. Как без ремня.
3)Не зарвемся – так прорвемся,
Будем живы – не помрем.
Срок придет – назад вернемся,
Что отдали – все вернем.
)Тĕслĕхсем:
1)Халăх тарĕпе ĕçченĕ,
Уйăхпа хĕвел çути
Тыр-пула кĕрсе пĕрлешнĕ,
Пур унта тăпра тути.
Ватă çын канма та тивĕç
Тейĕç çамрăксем, анчах
Чĕрене чĕнет вĕри ĕç
Пĕчĕкрен, ачаранах.
 
 
Фразеологизмсем Тĕслĕхсем:
1)Отдышись, покушай плотно,
Закури и в ус не дуй.
 
2)Тут не скажешь: я не я,
Ничего не знаю,
Не докажешь, что твоя
Нынче хата с краю.
Тĕслĕхсем:
1)Ман тавра епле пуян çĕр-
Чунтанах юрат ăна!
Вăл тумлам та хĕрхенмесĕр
Тăрантать çуллен çынна.
 
2)Кунĕпе ĕçленĕ хыççăн
Лайăх ыйхă уй-хирте,
Ĕçнĕ шыв пек, питĕ уççăн
Капланса кĕрет ÿте.
Синтаксис фигурисем: Тĕслĕхсем:
1)Мимо их вихров вихрастых,
Возле их мальчишьих глаз
Смерть в бою свистела часто
И минет ли в этот раз?
 
2)Смерть грохочет в перепонках
И далек, далек, далек
Вечер тот и та девчонка,
Что дюбил ты и берег.
Тĕслĕхсем:
Хамăршăн ÿссе хунанă
Ырлăха юратмалла.
Çакă шухăшпа, тăванăм,
Чĕлĕ кас та тыт алла!
Риторикăллă чĕнÿсем Тĕслĕхсем:
Мать-земля моя родная,
Сторона моя лесная,
Приднепровский отчий край,
Здравствуй, сына привечай!..
Тĕслĕхсем:
Çĕр айне кĕрессинчен
Начарри те пур-ши?
Тăхăнасчĕ виличчен
Ситмĕл аршăн пурçăн
Риторикăллă ыйтусем Тĕслĕхсем:
Самого б меня спросили,
Ровно столько знал и я,
Что там, где она, Россия,
По какой рубеж своя?
Тĕслĕхсем:
Хам анне сăпка сиктернĕ,
Хам çÿренĕ çĕр çинчен,
Эх, епле кăвак, типтерлĕ
Курăнать мана тĕнче!
Риторикăллă кăшкăрусем Тĕслĕхсем:
Мне не надо, братцы, ордена,
Мне слава не нужна,
А нужна больна мне Родина,
Родная сторона!
Ухсай Яккăвĕпе А.Твардовский хайлавĕсен чĕлхи сăнарлă, пуян, сĕтеклĕ. Тĕрлĕ илемлĕх мелĕсемпе усă курни хайлавсенчи япаласемпе пулăмсен хăйне евĕрлĕхне ÿкерчĕклĕ курма, тĕп сăнарсен шухăш-туйăмне витĕмлĕ уçса пама май парать.
 
Халăхлăх паллисем
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
«Кĕлпук мучи» сăвăлла повесть «Василий Теркин»поэма
Халăх йăли-йĕрки, авалхи ĕненÿсем
- Кĕлпук çуралнă чух кĕпепе çуралнă.
- Кăвапине телей ан çухалтăр тесе амăшĕ арчара усранă.
- Арçын ача çурални – пысăк савăнăç (çĕр параççĕ!)
- «Василий» ят халăх хушшинче анлă сарăлнă ят (Вырăссем ку ята юратаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Василий ятпа Теркин хушамат килĕшсе тăраççĕ)
- Çапăçуран каннă самантра сабантуй çинчен каласа парать. (Анчах ку уяв мар, вăрçăри сабантуй. Халăхра иртекен уявпа вăрçăри уяв пачах та пĕр мар иккен)
Юмах-халап (легенда-предани) мелĕсем
- «Асамлă çĕрĕ» сыпăкра халăх хушшинче çÿрекен чăваш патши çинчен калакан халапа тĕпе хунă.
- Кĕлпук мучи тĕлĕкре патша пулса курать.
- Теркин, пĕр енчен – пурнăçра тем те курнă, тем те тÿснĕ ахаль вырăс салтакĕ, тепĕр енчен – юмахри пек Улăп паттăр.
- Вилĕмпе тĕл пулса калаçать, ăна çĕнтерет. (Вилĕмпе куçа-куçăн тĕл пулни вырăс салтакĕн вилĕмсĕрлĕхне палăртать)
Ĕçченлĕх, хресчен ĕçне юратни
- Тĕлĕкри патшан канлĕ пурнăçĕ Кĕлпука килĕшмест, чунĕ хресчен ĕçĕ патнех туртăнать.
- Ватăлсан та уйра ĕçлекенсемпе пĕрле колхоз ĕçне юратса ĕçлет
- Вăрçă вăхăтĕнче мирлĕ лару-тăрура куратпăр. Карчăкпа старике арçын ĕçĕсене туса парса хăварать.
- Хресчен çемйинчен тухнăскерĕн, алли пур ĕçе те пултарать.
Кун-çул терчĕ
- Кĕлпук мучи вăрăм та йывăр ĕмĕр пурăнса ирттерет (Апла пулсан хайлавра чăваш халăх пурнăçне пĕр çын пурнăçĕ урлă питĕ лайăх кăтартса панă) - Теркин вăрçă хирĕнче мĕн пуçласа вĕçне çитичченех (Çак вăхăтра вăл тем те курнă, пурнăç ăна тем майлă та авса хуçнă)
Юрă-такмаксем
- Мунчара такмакласа çапăнать.
- Туйра шăпăр каласа такмакласа ташлаттарать
- Мунчара такмакласа çапăнать.
- Салтаксене купăс каласа такмакласа ташлаттарать.
 
Пĕтĕмлетÿ
 
Ухсайпа Твардовский тĕп сăнарсене сăнарланă чухне типлă енĕсене илнĕ. Вĕсем пирĕн ума çакăн пек пĕрпеклĕхсемпе тухса тăраççĕ:
 
Ухсай Яккăвĕн «Кĕлпук мучи» сăвăлла повеçĕ те, А. Твардовскин «Василий Теркин» поэми те халăх кулăшĕпе, ăшă юморпа сĕткенленнĕ произведенисем.
 
Кĕлпук мучи те, Василий Теркин та пурнăçра хура-шур нумай курнă. Апла пулин те вĕсенче пурнăç оптимизмĕ, юмарт чунпа тĕрĕс-тĕкел ăс-тăн, витĕмлĕ кулăш пĕтĕçсе тăраççĕ.
 
Кĕлпук мучипе Василий Теркин сăнарĕсем чăваш халăхĕ те, вырăс халăхĕ те кăмăл-туйăм енчен сăпайлă та хастар пулнине, пурнăçа юратнине, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултарнине лайăх кăтартса параççĕ.
 
Хайлавсен чĕлхи сăнарлă, тĕрлĕ илемлĕх мелĕсемпе пуян, вĕсене такмак евĕр çырнă; икĕ хайлавĕн чĕлхи те халăх чĕлхине çывăх.
 
: 4976, Хаçат: 2 (2), Категори: Чăваш литератури

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: