И. Н. Филимонова |
Ачасене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарасси чăваш вĕрентĕвĕнче яланах пĕрремĕш вырăнта тăнă, тăрать те. Иван Яковлевич Яковлевран пуçласа паянхи чи ăста педагогсем таранах ку темăна хăйсен ĕçĕнче чи пысăк вырăна хунă. Мĕншĕн тесен "Ĕç - пурнăç тыткăчи" тени яланах чăна тухать.
Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăк шкулăнче ĕçлекен Ираида Николаевна Филимонова та çак пысăк ыйтăва çутатакан урокра усă курма презентаци хатĕрленĕ. Унăн ĕçĕ ыттисене те кирлĕ пуласса шанатпăр.