![]() |
Кузьмина Е. В. |
Тĕллевсем:
1. Харкамлăх результачĕсем:
а) ачасен вĕренес кăмăлне çĕклесси
ă) ачана ăнланса вĕренме хăнăхтарасси
б) сывлăха упрама вĕрентесси.
2. Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсем:
а) ачасене тимлеме, итлеме хăнăхтарасси, мероприятире интересленсе, кăмăлпа ĕçлеме хăнăхтарасси.
ă) ачасене учительпе, пĕр- пĕринпе хутшăнса ĕçлеме вĕрентесси.
б) рольсем тăрăх ĕçлеме хăнăхтарасси, тĕрлĕ ĕçсем тума вĕрентесси.
3. Предметăн ятарлă результачĕ: ачасен калаçас хăнăхăвĕсене çирĕплетесси, вĕреннĕ материала çирĕплетсе хăварасси.
Лексика материалĕ: кашкăр, упа, тилĕ, пакша, чĕрĕп, мулкач, ку, йăва, таратăп, ҫисе яратăп, тытатăп, ҫаврака, ҫăрнă, ҫăнăх, асатте, асанне т. ыт. те.
Пуплеве аталантарасси: диалог формипе калаҫма хăнăхтарасси.
Мероприятире кирлĕ хатĕрсем: Персонажсен костюмĕсем, декорацисем, юрă- кĕвĕ, купăс, музыка техники, микрофонсем, пахча-ҫимĕҫ теттисем, чăваш кĕписем т.ыт.те.