Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Пирĕн чăваш халăхĕ пуян халăх. Ахальтен мар И.Я.Яковлев „Чăваш халăхĕн çĕр пин юрă, çĕр пин сăмах, çĕр пин тĕрĕ”, - тенĕ. Чăваш халăхĕ хăйĕн ятне тĕнче шайне çĕклеме пултарнă ывăлĕ – хĕрĕсемпе те чăннипех мухтанма, мăнаçланма пултарать. Вĕсен ятне асăнса та пĕтерес çук. А.Г.Николаев космонавт, П.П.Хусанкай, граждан вăрçин геройĕ В.И.Чапаев, Çеçпĕл Мишши, К.В.Иванов, Н.Бичурин тата ыт.те.
Манăн паян хамăн сăмахăма И.Я.Яковлевпа тата Г.Н.Волков академикран пуçлас килет. Икĕ аслă вĕрентекен икĕ ĕмĕрти çынсем. Апла пулин те вĕсен пĕр тĕллев: ÿссе пыракан ăрăва тÿрĕ чунлă, ăслă, сăпайлă, мал ĕмĕтлĕ пулма, ĕçе юратма, ашшĕ-амăшне, ваттисене хисемплеме, Тăван çĕр-шыва, тăван чĕлхене юратма, хаклама вĕрентеççĕ.
Вĕсен вĕрентĕвĕ вилĕмсĕр. Г.Н.Волков академик аслă патриархăн ĕçне малалла тăсса çĕнĕ наука уçать. Ку вăл – этнопедагогика. Этнопедагогика вăл – халăх вĕрентĕвĕ. Кунта чи кирли аслă ăрăвăн вĕрентĕвне, йăли-йĕркине пăхăнасси, амăшĕсене чи çÿллĕ шая çĕклесе турă вырăнне хурасси тата ачасене юратасси. Çапла сăнлать Г.Н.Волков этнопедагогика наукине. Ачапа тăтăшах, куллен хутшăнура пуласси, ырă тăвасси этнопедагогикăн пĕрремĕш тĕллевĕ, хушăвĕ. Ачасене мĕнле пăхса ÿстермелле? Чăн малтан, ырă тĕслăх тата юрату пулмалла.
Çемье тата шкул. Вĕрентекен – ача – ашшĕ-амăшĕ. Этнопедагогика хушăвне тĕпе хурса манăн ачасен тата ашшĕ-амăшĕсен хушшинчи хутшăнусем çинче чарăн тăрас килет. Обществăшăн вăрттăнлăх мар, час-часах „йывăр ача” сăмах çаврăнăшне илтме пулать. Кам вăл „йывăр ача”? Кам айăпĕпе вăл „çуралать”? Манăн темиçе сăлтав палăртас килет:
1) вĕрентекенсен сăмахне шута илмесĕр ашшĕ-амăшĕ ачана хута кĕни;
2)аслисем килте ача пурнăçĕпе, унăн çитĕнĕвĕсемпе, проблемисемпе интересленменни;
3) ĕçпе сăмах пĕр килменни;
4)ашшĕ-амăшĕ вĕрентекенпе пĕр тĕллевлĕ пулманни.
Класс ертÿçи пулса ĕçленĕ май мĕн курăнать? „Йывăр ача” пĕр кунта „çуралмасть”. Вăл майĕпен „аталанса” пырать. 5-мĕш класра калăпăр Иванова вĕрентекенсем час-часах урокра йĕркеллĕ итлесе ларманшăн асăрхаттараççĕ. Ырă улшăну çук. Ашшĕ-амăшне шкула чĕнтерсе пĕрле калаçатпăр. Вĕсем ывăлĕ йĕркене пăснине ĕненесшĕн мар. Хирĕçлеме пăхаççĕ. Килте ача хăйне питĕ лайăх тытать тесе ăнлантарма тăрăшаççĕ. Тепĕр кунне Иванов шкула килмест. Пĕлсе тăрсах аслисем ывăлĕн пуç ыратнă е больницăра пулнă тесе калама пăхаççĕ. Е тата дневникне икшер-виçшер уйăх уçса та пăхмаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсене пыма та манса каяççĕ. 8-9-мĕш классене çитсен Иванов вара пачах вĕренме пăрахать. Шкула эрни-эрнипе çÿремест. Ашшĕ-амăшĕ вара: „Пĕлместпĕр, мĕн тумалла”, - теме пуçлаççĕ. Акă, „йывăр ача” „çуралчĕ” те. Ман кун пек чух „йывăр ача” мар, телейсĕр ача тесе калас килет. Ивановах малалла сăнар. 9-мĕш класра вăхăтра экзамена пыма та хал çитереймест вăл. Аттестат илме вара кăвак пит-куçпа, ÿсĕрле пыма та именсе тăмасть. Кунта ваттисен сăмахне асăнни вырăнлă. „Çынăн виçĕ инкек – вилĕм, ватлăх тата начар ачасем”. Ватлăха сирсе яма, вилĕмрен хăтăлма çук. Ватлăхпа вилĕм умĕнче никам та хăйĕн кил алăкне хупаймасть. Начар ачасенчен вара алăка питĕрме пулать. Ку пĕтĕмпех ашшĕ-амăшĕнчен, вĕсем хăйсен ачисене тĕрĕс воспитани панинчен килет, тет украина халăхĕ. Чыса çамрăкран упра, унсăрăн пурнăç çулĕ çине пушă, аманнă чунпа тухăн, асăрхаттарать çамрăксене чăвашсен ваттисем сăмахĕ.
Ачасемшĕн ашшĕ-амăшĕ ырă тĕслĕх пулмалла тата вĕсене питĕ хытă юратмалла тет Г.Н.Волков академик. Паллă психолог тата вĕрентекен И.С.Кон та çак шухăшах çирĕплетет. Ашшĕ-амăшĕ ачисемшĕн тĕрек тата хавхалантаракан çăлкуç пултăр, унсăрăн çамрăксем пĕччен, хÿтлĕхсĕр тăрса юлĕç, тет вăл. Пурнăçра мĕн курăнать. Ашшĕ-амăшне шкула чĕнетĕн. Ывăлĕ-хĕрĕ мĕнле вĕренни, урокра хăйсене мĕнле тытни çинчен калама пуçлатăн. Пепкисене, уйрăмах хĕр ачасене, аслисем мĕнле кăна киревсĕр сăмахсемпе ятлама пуçламаççĕ. Юнашар вĕрентекен пулнине те пăхмаççĕ. Мĕншĕн-ха ашшĕ-амăшĕ ăшă туйăм, ăшă сăмах тĕлĕнмелле вăй пулнине манаççĕ. Тепĕр чухне вĕсем ачисемпе килте питĕ çирĕп пулнине, ывăлĕ-хĕрĕ хăраса тăнине пĕлтерме пăхаççĕ. Пĕр-пĕрне ăнланманни, хăйсен хутшăнăвĕнче пĕр чĕлхе тупманни суя, ултав патне илсе пырать, çамрăксем урам хушшинче хăйсем валли тус-юлташ, тĕрек шырама пуçлаççĕ. Çакăн пек калас килет: аслисен ачисене тăхăнтарасси, тăрантарасси çинчен çеç шухăшламалла мар, вĕсен пепкисем çине ăшă куçпа пăхма, ырă сăмах калама, хавхалантарма, мухтама та пĕлмелле.
Çакăнта мар-и тĕрĕс воспитанин вăрттăнлăхĕ? Аслисен çемьери ытти çынсемпе те – асламăшĕ е аслашшĕ, кукамăшĕ е кукашшĕ – туслă хутшăну пулмаллине каламалла. Çакă вăл ÿссе пыракан ăрушăн чăннипех ырă тĕслĕх пулать. Акă, Г.Н.Волковăн „Ăслă ача” калавне илер. Пĕр ватă çын ывăлĕпе кинĕ патĕнче пурăннă. Кинĕ ашшĕне тарăн вара леçсе пăрахма хушать. Чăнах та пĕр шартлама сивĕ кун ывăлĕ ватă çынна çунашка çине лартать те тухса каять. Пĕрле çичĕ-сакăр çулхи ачи те пырать. Ватă çынна ывăлĕ çунашкипех çыран хĕрринчен çырманалла тĕксе антарса ярать. Çунашка хыççăн пĕчĕк ача чупса анать те ăна сĕтĕрсе хăпарать. „Мĕншĕн çак çунашкапа нушаланатăн? Каларăм-çке сана: çунашка илсе парăп”, - тет ашшĕ. „Ку çунашкине эпĕ лаççа кĕртсе хуратăп, вăл ваттисене турттарса леçмелли çунашка пулĕ”, - тет ача. „Аннепе иксĕр ватăлсан сире те çак çунашка çине лартса хам килсе пăрахăп”, - тет ывăлĕ. Ашшĕ хăраса ÿкет, малтан вăл хăй ватăласси çинчен шутламан пулĕ çав. Килте арăмне каласа парать. Çак кунтан ватă çыннăн пурнăçĕ улшăнать. Ахальтен мар халăхра: „Ватта сума сăвакан – хăй те ватă пулакан, ватта хурлăх тăвакан – хăй те хурлăх куракан”, - тесе каламан çав.
Çемье çамрăкшăн – пурнăç çулĕ çине тухма вĕрентекен шкул. „Ăруран ăрăва куçакан йăла-йĕркене çирĕп пăхăнса пыракан çемьере çеç çын тĕрĕс воспитани илме пултарать”, - теççĕ К.Д.Ушинскийпе Л.Н.Толстой. Енчен те çемьере пĕр-пĕрне ăнланмалăх, курайманлăх, хаярлăх хуçаланать пулсан кунта ырă çын ÿсме пултарать тесе калама хĕн. Çын тĕрлĕ професси суйласа илме пултарать. Анчах арçынпа хĕрарăмăн тĕп тивĕçĕ – лайăх ашшĕпе амăшĕ пуласси, лайăх ача пăхса ÿстересси.
Тăван килте телей кÿрекен пул, тет Г.Н.Волков академик. Пилĕк сăмах. Анчах вĕсенчен мĕнле тарăн шухăш палăртать аслă вĕрентекен. Çакă ачан мĕн пĕчĕкрен тăрăшса вĕренмеллине, çĕр-шывшăн юрăхлă çын пулмаллине, аслисене, ашшĕ-амăшне хисеплемеллине, ыттисемшĕн, уйрăмах хăйĕн ачисемшĕн ырă тĕслĕх пулмаллине калать. Вара этемĕн пурнăçĕ, ватлăхĕ канлĕ пулĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачисене, ачисем ырă тĕслĕх илсе аслисене хисеплесе, юратса тăрсан, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнсан çеç ырă, тÿрĕ чунлă, ăслă, сăпайлă, мал ĕмĕтлĕ ачасем ÿсĕç. Çемье çын пурнăçĕнче чи хакли.
 
Усă курнă литература:
 
1. Волков Г.Н. Этнопедагогическая пансофия: Монография. Под редакцией Г.М.Борликова. – Элиста: Калмыцкий государственный университет, 2009-576с.
2. Волков Г.Н. чувашская этнопедагогика. – Чебоксары. 2004-488с.
3. Волков Г.Н. Асанне калавĕсем. – Шупашкар.Чăв. кĕн. изд-ви, 2005.
■ Никифорова Л.В., Купцова А. Л.
44-мĕш лицейра тата 49-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекенсем.
Шупашкар хули
 
: 3261, Хаçат: 2 (2), Категори: Воспитани ыйтăвĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: